Ăсталăх класĕнче - ашшĕсем

3 Мар, 2017

Етĕрне районĕнчи шкулсенче нарăс уйăхĕнче «Ăслă пуç тата ылтăн алă» мастер-класс иртнĕ. Кашни шкултах вĕренекенсен ашшĕсем, аслашшĕ-кукашшĕ, пиччĕшĕсем ачасене хăйсем пĕлекен ĕç ăсталăхне алла илме хăнăхтарнă.

Акă Кăкшăмри тĕп шкулта ку мероприятире 8-9-мĕш классем хастар пулнă. Владимир Порфирьев усăллă та хăйнеевĕр мастер-класс кăтартнă. Владимир Васильевич темĕн тума та пĕлет: йывăçран, металран темĕн те пĕр касса-шăратса кăларма та, электроприбор юсама та... Шкул умĕнчи велосипедсем тăратмалли хатĕре те, пандуса та Владимир Васильевич ăсталанă. Шкул ачисене мастер-класс кăтартма пултаруллă арçын вĕрен явас ăсталăхне суйланă. Хуçалăхра çакна пĕлни ялан кирлĕ-çке.

Тури Ачак шкулĕнче чи кăсăклă ăсталăх класĕсенчен пĕри çиччĕмĕшсемпе иртнĕ. Çак класра вĕренекен Игорь Бобровăн ашшĕ Анатолий Геннадьевич ачасене карçинкка çыхма вĕрентнĕ. Кунашкал алĕçĕпе вăл чылай çул аппаланать. Хăва хуллине çак ĕç валли епле, хăçан хатĕрлемеллине каласа кăтартнă вăл.

Палтай шкулĕнче 9-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем палăртнă кун чиркĕве çитсе курнă. Кĕлĕ ирттерекен Владимир аттен хĕрĕсем Евгенийăпа Екатерина асăннă классенче ăс пухаççĕ. Пачăшкă ачасене Раççейĕн тĕн пурнăçĕ, Турра ĕненекенсен йăлисем, священниксен вĕренĕвĕ-хатĕрленĕвĕ çинчен каласа кăтартнă.

Уйăхлăх вăхăтĕнче ытти шкулта та ашшĕсем сырăш, шăнкăрч йăви, фанертан тĕрлĕ хатĕр, уяв открытки ăсталама вĕрентнĕ. Етĕрне районĕнчи шкулсенче пуçарнă ырă тĕслĕх республикăри ытти тăрăхра та вăй илсен аванччĕ. Пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕ тĕлне, сăмахран, амăшĕсем, асламăшĕ-кукамăшĕ çитĕнекен ăрăва хăйсен пултарулăх çÿпçипе паллаштарччăр.

Анна КУПРИЯНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.