Кролик ĕрчетер-ха

2 Мар, 2017

Кролик питĕ хăвăрт ÿсекен килти чĕрчун. Виçĕ уйăхран вăл виçĕ килограма яхăн туртакан пулать, пилĕк уйăхри 4 кг çитет. Ĕрчес ÿсĕме кроликсем 5 уйăх тĕлнех çитеççĕ, анчах специалистсем амасене çур çула çитмесĕр чуптарма сĕнмеççĕ. Аçасене вара çичĕ уйăха çитиччен уйăрмалла. Кун пек чухне кролик çурисем сывă пулаççĕ, амăшĕ те аптрамасть, çурисене тăрантарма сĕт çителĕклĕ пухăнать.

Кролик усракана сывă, тĕреклĕ çурасем илни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа хăш ама мĕнлерех çăвăрланине, çурисене пăхнине тăрантарнине сăнамалла. Малашне ĕрчетме чи лайăх амасене суйласа хăвармалла. Тетраде кашни çемье пирки — хăçан çăвăрлани, ăрат палли, чуптарни, миçе çура туни, вĕсене мĕнле пăхни çинчен — палăртса пымалла.

Ĕрчетме çитĕнтерекен кроликсене ытлашши çитермелле мар. Мĕншĕн тесен мăнтăр чĕрчунăн ар туйăмĕ чакать, аман амалăхĕ ĕçлеймест. Çавăн пекех начарланнă чĕрчунран та пĕтĕленсессĕн сывă, тĕреклĕ çура илесси иккĕленÿллĕ.

Кролик тытас ĕçре йывăрлăхсем те пур. Ăнсăртран çемьене пĕр-пĕр чир лексен кроликсем хăвăрт вилме пуçлаççĕ. Çавăнпа чир-чĕр ересрен асăрхасах тăмалла. Ĕçе тĕплĕн йĕркелемелле. Кроликсене лайăх пăхмалла, вакцинацилемелле, читлĕхсене таса тытмалла.

Ĕрчетмелли мăшăрсене çĕнетсе тăмалла. Пирĕн тăрăхра ĕрчетме юрăхлă ăратсене суйламалла. Амапа аçа пĕр çемьрен пулни ăрат пахалăхне чакарать. Çурасем вĕтелеççĕ, йышĕпе те сахалланаççĕ. Çавăнпа аçасене çĕнетмелли «çăлкуç» пулни аван.

Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен кролик ĕрчетесси тупăшлă тата кил-йыша паха диета какайĕпе тивĕçтерме май парать. Килте кролик тытасси, хăнăхсассăн, ытти выльăх-чĕрлĕхе пăхнинчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть.

Кролик çулталăкра икĕ хутчен — çуркунне тата кĕркунне — çăмне тăкать. Çак тапхăр 30-45 куна пырать. Çуркунне çăм пуш уйăхĕнче тăкăнма пуçлать. Хĕллехи çăмĕ тĕссĕрленет. Амасен кивĕ çăмĕ хăвăрт улшăнать, аçасем вара тумне вăрахрах улăштараççĕ.

Кролик ăрачĕсем. Килте ĕрчетекен 60 ытла ăрата палăртаççĕ. Вĕсене виçĕ ушкăна уйăрма пулать: ашлăх ĕрчетекеннисем, ашĕпе тирĕшĕн, тата паха çăмĕшĕн усраканнисем. Ашпа тирлĕх ăратсене ытларах хаклаççĕ. Шурă великан ăратлă кроликăн вăтам виçи 5,2 кг. Аçисем 6,5 кг таяççĕ. Вĕсен тирĕ те пысăк, паха. Шурă тире сăрлама та пулать.

Ку ăратри ама 7-8 çура тăвать, лайăх пăхать, çурасем хăвăрт ÿсеççĕ. Кролик амине çулталăкне 4-5 хутран ытла çăвăрлаттармалла мар. Çăвăрламалли амана уйрăм тытмалла, витере ăшă, уçă сывлăш пулмалла.

Сăрă великан та вăтамран 5,2 кг таять. Çак ăратри кроликсем çирĕплĕхĕпе палăраççĕ.

Паха çăмлă ăратсем: Ангора /Ангорская/ ăрачĕ тата шурă çăмли /белая пуховая/. Ангорскисен çăмĕ тĕрлĕрен тĕслĕ: шурă, сăрă, хура, шурă-хура, сăрă-шурă. Шурă çăм лайăх пĕветĕнет. Пĕр ангора кроликĕнчен çулталăкра 300-400 г çăм илме пулать. Кролик çури 7-8 эрнене çитсессĕнех унăн çăмне тураса туртма тытăнаççĕ. Ангора кроликĕсем вăтамран 3,5 кг таяççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.