«Хăвăрт ӳсес килмест»

2 Мар, 2017

Чи интересли ачалăхра-çке

Вăл çав тери çивĕч ăслă, кулăш туйăмĕллĕ тата хаваслă арçын ача. Пĕрисем шкултан вĕренсе тухнă вăхăталла та хăйсен чун туртăмне ăнланмаççĕ, вăл вара хăйне мĕн кирлине халех пĕлет, кăмăллакан ĕç тупнишĕн чĕререн савăнать. Кам-ха вăл? Мĕнех, паллашăр.

Даниил Сергеев Шупашкарти 45-мĕш шкулта 6-мĕш «а» класра вĕренет. Вăл журналист та, оператор та, монтажер та, актер та. Çакă йăлтах «Куча мала» ача-пăча медиа центрĕнчен пуçланнă теме юрать.

— Даниил, «Куча малана» мĕн илсе çитерчĕ сана?

— Аталанас, мĕн те пулин çĕннине пĕлес тени. Куратăр ĕнтĕ, хальлĕхе шухăшлани пулса пырать.

— Çапла, маттур! Чи кирли ĕнтĕ ку. Çав ĕçе пуçăннă саманта аса ил-ха, тархасшăн.

— Эпĕ ун чухне 8-9 çултаччĕ. Анне хăйĕн юлташĕн хĕрĕ çав студие /ун чухне вăл «Куча мала» тв-театр студийĕччĕ/ çÿренине пĕлнĕ. Çук, вăл манăн кăмăла шута илмесĕр вăйпа унта илсе кайрĕ теместĕп. Пачах та ун пек мар! Вăл сĕнчĕ кăна. Студие кайса пăхасси вара манăн шухăш пулчĕ. Каланă çĕре çитрĕм, пултарулăх тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухрăм. Мана çакă питĕ кăсăклантарса ячĕ! Унта театр ĕçне те вĕрентетчĕç. Анчах телекурав урокĕ ытларах интереслентерчĕ. Кайран çĕнĕ вырăна куçсан пирĕн студирен «Куча мала» ача-пăча медиа центрĕ пулса тăчĕ. Ун чухне монтаж, оператор, анимаци, фото, радио урокĕсем те хушăнчĕç. Çав самантра хама çирĕппĕнех: «Куча маларан» ниçта та каймастăп!» — терĕм. Халĕ вăл — манăн кил, юлташсем, юратнă педагогсем… Унта тăватă çул çÿретĕп ĕнтĕ! Питĕ чăнкă ку!

— Тин кăна ÿкерĕнме пуçласан хумхану туйăмĕ çавăрса илмерĕ-и? Хăвна телевизорпа пĕрремĕш хут курсан мĕнле туйăмсем çуралчĕç?

— Малтанхи ÿкерÿ ĕçĕсем питĕ лайăх иртнĕ пек туйăнчĕç. Палăртнă çурт тĕлне çитсенех хумханса ÿкрĕм. Кабинет патне çывхарса пынă май тата хăрушăрах пек туйăнма пуçларĕ… Хатĕрленÿ ĕçĕ вăраха тăсăлчĕ. Микрофонсене çаклатрĕç, камерăсене йĕркелерĕç… Хамăн черете кĕтнĕ май канăçа çухатрăм. Çакă йăлтах мĕнле иртĕ-ши? Хытах ятлĕç-ши?.. Акă чĕнсе илчĕç мана. Питĕ хумхантăм пулин те мĕн ыйтнине лайăхах пурнăçларăм. Вăхăт шурĕ. Кăларăма ÿкерсе пĕтертĕмĕр. Киле каятăп. Чунра — мăнаçлăх туйăмĕ. Мана телевизорпа кăтартасси, аттепе анне мухтасси йăлтах куç умĕнче… Питĕ хăватлă туйăмччĕ! Акă эрнекун çитрĕ. Килте пурте «Бухты-барахты» кăларăм пуçланасса кĕтсе телевизор умĕнче ларатпăр. Пуçланать… Акă эпĕ тухатăп, темĕн калаçатăп. Йĕркеллех, питĕ килĕшрĕ. Хама çав тери хавхалануллă туйрăм! Сăмахпа калама çук! Лайăх калаçатăп, йĕркеллĕ курăнатăп… Туйăннă кăна иккен. Халĕ çав кăларăма тепĕр хут пăхатăп та, манăн çăварта вĕри çĕрулми тейĕн. Тута хускалмасть, темĕн мăкăртататăп. Хама çавнашкалскере курма та намăс пулчĕ. Çулталăкран ÿкернĕ тепĕр кăларăмпа танлаштарса пăхатăп та пысăк уйрăмлăхсем тÿрех палăраççĕ. Çавăн пек пуçланса кайрĕ манăн журналист пурнăçĕ.

— Вĕренсе пыни сисĕнет-ха, эппин?

— Паллах.

— Эсĕ питĕ çамрăк вĕт-ха, çапах оператор та, монтажер та. Ку ĕçсем вара сана мĕнпе илĕртрĕç?

— Сургут хулинчи пултарулăх фестивальне хутшăнсан пулчĕ ку. Унта çапларах ĕç хушрĕç: фестиваль пынă вăхăтра фильм шухăшласа кăлармалла та ÿкермелле. Пĕр ушкăна кайрăм, мана иккĕмĕш оператор пулма палăртрĕç. Ÿкертĕм-ÿкертĕм те килĕшсех кайрĕ! Хамăн педагогăн Мария Владимировна Шоклевăн камерипе ĕçлерĕм. Вăл ролике курсанах: «Эсĕ маттур, санăн пулатех!» — терĕ. Çапла оператор ăсталăхĕн кружокне çырăнтăм. Сăмах май, пирĕн фильм фестивальте пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Монтаж ĕçне вара «Куча малана» çÿреме пуçласанах вĕреннĕччĕ.

— Халĕ актер ĕçĕ пирки каласа пар-ха, тархасшăн. Фильмсенче те ÿкерĕнетĕн-и?

— «Бухты-барахты» кăларăм ертÿçи Бух пичче /Дмитрий/ шăпах актер. Вăл пире çак ăсталăха хăнăхтарать. Эпĕ унран питĕ нумай вĕрентĕм! Нумаях пулмасть кастинга хутшăнтăм, конкурс витĕр ăнăçлă тухрăм. Халĕ пĕр фильмра ÿкерĕнетĕп-ха, анчах ун пирки нимĕн те каламастăп. Ку вăрттăнлăх! Тс-с-с…

— Ăнлантарса пар-ха, Даниил, пур çĕре те ĕлкĕрме мĕнле пултаратăн эсĕ? Хăшĕ-пĕри унта-кунта хутшăнмасан та урок тума вăхăт çитереймест-çке.

— Эх, мĕнле каламалла-ши сире? Эпĕ саппаслă арçын ача. Манăн пурин валли те вăхăт çитет, кахалланмасан ĕнтĕ. Киле каçхи тăхăр сехетре кăна таврăнсан та çурçĕрччен урок тума вăхăт пур. Ун чухне нимĕн те чăрмантармасть вĕт мана.

— Ирхине çăмăллăнах вăранатăн-и? Шкула юлса çитесси пулать-и?

— Çăмăл-и, çăмăл мар-и… Чи кирли, ура çине тăмалла. Кайран хăвах вăранатăн. Хăш чухне кăштах юлатăп, анчах тĕпрен илсен яланах вăхăтра çитетĕп.

— Журналистика вăйне мĕнре куратăн?

— Кирек епле информацие те шыраса тупма пулать, журналистсем чее-çке. Тата тĕрĕс те илемлĕ калаçма вĕренетĕн.

— Эсĕ те чее-и?

— Хальлĕхе вĕренсех çитеймерĕм-ха. Анчах та часах сирĕн пекех чееленме пуçлăп. Куратăр-и, мĕн чухлĕ ыйтса пĕлтĕр ман пирки кĕске вăхăтрах?

— Ну пултаратăн-çке интереслĕ калаçма! Даниил, эсĕ пĕррехинче çав тери хăватлă, темĕн те тума пултаракан çын пулса вăрансан, фантастика фильмĕнчи пек, чи малтанах мĕн тăвăттăнччĕ?

— Ой, пĕлместĕп те… Пĕтĕм тĕнчене чир-чĕртен сыватăттăмччĕ пуль. Çакна валли хал çитереймесен — хамăн çемьене те пулин пулăшу кÿрĕттĕмччĕ. Кашни çыннăн — хăйĕн кулянмалли. Мана урăх нимĕн те кирлĕ мар.

— Эппин, пурнăçра чи кирли — сывлăх?

— Тата апат. /Кулать./

— Санăн "Контактри" статусна кура эсĕ вăхăт иртнишĕн пăшăрханни паллă. Мĕнле-ха апла? Чылайăшĕ хăвăртрах пысăкланма ĕмĕтленет-çке…

— Манăн хăвăрт ÿсес килмест. Чи интересли — ачалăхра вĕт-ха.

— Пирĕн вулакансене мĕн сунатăн?

— Аталанăр, нумай вулăр тата ăслă пулăр. Нихăçан та ан чирлĕр, сывлăха упрăр! Май пур чухне яланах вĕренĕр! Шанăçа ан çухатăр. Вăхăта сая ан ярăр!

— Тавтапуç, Даниил! Сана та яланах пур ĕçре те ăнăçса пытăрччĕ!

Лариса ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.