Ырă çын-и эсĕ?

2 Мар, 2017
Тест
Пĕрисем ыттисене яланах пулăшма, кирлĕ пулсан çийĕнчи кĕпине те хывса пама хатĕр, тепринчен вара хĕлле юр та ыйтса илейместĕн. Эсĕ хăшĕсен йышне кĕретĕн-ши? Ыттисене тимлĕх уйăратăн-и? Ырă кăмăллăхпа палăратăн-и? Çак тест шăпах сирĕн ыйтăвăрсене уçăмлатĕ. «Çук» е «çапла» тесе хуравлăр.
1. Кăштах укçа-тенкĕ тупăнсан эсĕ ăна юлташсем валли парне туянса тăкаклатăн.
2. Тусу хăйĕн пăтăрмахĕсем çинчен каласа кăтартнă чухне сана ку кăсăклантарманнине пĕлтеретĕн-и?
3. Вăйăра, сăмахран, шашкăлла выляса эсĕ хирĕç ăмăртакан вăйсăртарах пулнине сисетĕн те унăн кăмăлне пăсас мар тесе юри парăнатăн.
4. Ыттисен кăмăлне çĕклес тĕллевпе вĕсене ăшă сăмахсем калатăн-и?
5. Усал шÿтсене юрататăн-и?
6. Хăвна усал тăвакана манмастăн эсĕ.
7. Сана интереслентермен калаçăва чăтăмлăн итлеме пултаратăн-и?
8. Пĕлÿпе пурнăçра усă курма пултаратăн-и?
9. Выляса яма пуçланине сиссенех тÿрех вăйăран тухатăн-и?
10. Хăв тĕрĕслĕхÿнте иккĕленместĕн тĕк ыттисен шухăшне итлеместĕн те.
11. Ыйтнине хăпартлансах пурнăçлатăн-и?
12. Ыттисене хаваслăх кĕртес тесе пĕринчен тăрăхлама пултаратăн-и?
 
Пĕтĕмлетÿ
«Çапла» хуравшăн — 1, 3, 4, 7, 11; «çук» хуравшăн 2, 5, 6, 8, 9, 10, 12 балл лартмалла.
8 балтан ытларах. Эсĕ — кăмăллă, вашават, ыттисем килĕштереççĕ сана. Çынсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупатăн. Тус-юлташран та пуян эсĕ.
4-8 балл. Çакăн чухлĕ очко пухнисене пуринпе те ырă кăмăллă теме çук. Пĕриншĕн вăл тем тума та хатĕр тĕк, тепринпе — тÿрккес тата чăтăмсăр. Эсĕ те çак йышра пулсан хăшне-пĕрне кÿрентерес мар тесен хăвна пуринпе те пĕр тан тытма вĕренме сĕнетпĕр.
4 балран сахалрах. Кун пек çынпа кăмăлтан хутшăнаймăн. Вăл тăтăшах çывăх юлташсене те вĕчĕрхентерет, тарăхтарать. Унăн ырă кăмăллăрах пулма хăнăхмалла. «Çĕр тенкĕ вырăнне çĕр тус пултăр!» — тесе ахальтен каламан-çке.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.