Ăсталăха туптани. Николай ИШЕНТЕЙ. Юптару

1 Мар, 2017
- Эс кăкăр каçăртсах кăшкăрашатăн,
Шур хырăмлă шапа пек паклататăн, -
Хакланă тет пĕр Сăвăç теприне
Алла илсессĕн çĕн кĕнекине.
- Ху кам вара? - каланă лешĕ. -
Е чĕрĕ классик-и? Пĕлесчĕ...
 
- Чĕкеç эп! Сăввăм эреветлĕ,
Ман юррăм та теветлĕ.
 
- Ха-ха! Виç кунлăх классик эсĕ! -
Сăмах пăчăкипе суллашнă лешĕ.
Ĕçтешĕ парăнас темен,
Хаяр сăмах тивертнĕ пур енчен,
Поэзи вăйăмне хута ярса
Ятлаçнă хайхисем рифмăласа.
Çапла вĕсем тӳнккенĕ пĕр-пĕрне:
Кашни туптанă пултарулăхне
Çĕкленĕ май ăсталăхне.
Анчах шедевр пиçеймен,
Хĕври чулпа чуна кӳпкенĕрен
Сăмах хĕлхемĕ çăлтăр пек çиçмен.
 
Шел, сăвăçсем чи кирлине шута илмен -
Чăн-чăн Поэзи çӳлерех кĕвĕçӳрен.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.