Çуран утма çук – таптаççĕ
"Кăрлачра ĕç-пуç йĕркеллехчĕ, нарăса кĕтĕмĕр те — инкексем çине-çинех..." — пăшăрханса калать ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир РОМАНОВ. Чăнах, çуран çынсем çул çинче инкеке лекнĕ тĕслĕх тăруках нумайланнă.
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 21-мĕшĕччен республикăра çуран утакансене таптанă 81 тĕслĕх пулнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кунашкал инкексен шучĕ 37% ытла ÿснĕ. Çав аварисенче 11 çын вилнĕ, 75-ĕн суранланнă. Ял-хулара таптаççĕ, вĕсен тулашĕнче те çынсем шар кураççĕ. Нарăсăн 21-мĕшĕнче кăна Чăваш Енре асăннă йышши тăватă тĕслĕх пулнă.
Владимир Геннадьевич кăçал водительсем çынна таптанă хыççăн инкек вырăнĕнчен пăрахса кайнă тĕслĕх нумаййи пирки каласа та тĕлĕнтерчĕ. Икĕ теçетке тĕслĕх. 15-шĕнче айăплисене тупнă. Сăмах май, пĕлтĕр çынна вилмеллех таптанă хыççăн водительсем тарса çухалнă пĕр тĕслĕхе те шута илмен. Кăçал кунашкалли — çине-çинех. Нарăсăн 1-мĕшĕнче М-7 автоçулăн 629-мĕш километрĕнче тупса палăртман машина хĕрарăма çапса хăварнă — вăл вилмеллех суранланнă. Нарăсăн 13-мĕшĕнче Атăл-Карамалькасси автоçул çинче арçын пурнăçĕ татăлнă, водитель инкек пирки пĕлтермен, тарнă. Нарăсăн 21-мĕшĕнче вара Комсомольски районĕнче инкек пулнă. Çĕрле 23 сехет тĕлнелле машина çул çинче выртакан арçын çине пырса кĕнĕ. Грузовик пулнă-тăр, анчах ăна та, унăн водительне те тупса палăртман-ха.
"Çакнашкал тĕслĕхсенче руль умĕнчи çынсене пушшех каçарма çук, — тет ПАИ управленийĕн пуçлăхĕ. — Водительсем чарăннă, аманнă çынсене хăйсем пулăшнă е васкавлă пулăшу чĕнсе илнĕ пулсан, тен, суранланнăскерсен пурнăçне çăлса хăварма май килетчĕ пуль..." Халь вара вĕсене шырама тивет — чылайăшне, каларăмăр, тупаççĕ. Кун пек чухне айăплисен çийĕнчен çынна хăрушлăхра пăрахса хăварнăшăн та уголовлă майпа явап тытма тивет. Сăмах май, республикăра çынсем руль умне ÿсĕрле ларас йăла та çаплах кăкланмасть. 2016 çулта иккĕмĕш хут эрех ĕçсе çула тухнăшăн 500 ытла автомобилиста уголовлă майпа айăпланă.
Çапах çуран çынсем хăйсем те "çылăхсăр" мар — вĕсен айăпĕпе те нумай инкек пулать. ПАИ нумаях пулмасть ку енĕпе ятарлă операцисем ирттернĕ те — çул-йĕр правилисене пăснăшăн çуран çынсем пирки 400 ытла адмпротокол çырнă. Çул урлă юраман çĕрте каçаççĕ, транспорт иртекен çулпах утаççĕ... Е тата ĕçсе ÿсĕрĕлеççĕ те асфальт çинчех тÿнсе кайса ыйха путаççĕ — кун пек тĕслĕхсем те пур. Çĕр айĕнчен каçмалли вырăн пур — унта утма ÿркенеççĕ, машинăсем пĕрин хыççăн тепри вирхĕнсе иртнине пăхмасăр çул урлă тÿрех танккаççĕ.
— Çĕрле-каçхине ял-хула тулашĕнче çуран çынсен тумтирĕ çинче фара çути ÿксен хирĕç çутатакан элементсем пулмалла — çакна саккунпа çирĕплетнĕ. Анчах çак йĕркене пăхăнакан питĕ сахал. Кăçал çул çинче вилнĕ çуран çынсенчен пĕрин те çавнашкал элемент пулман, — тет Владимир Романов. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕттĕм вăхăтра вилекен нумай: 53 инкек пулнă, вĕсенче 11 çын вилнĕ, 44-ăн аманнă. Çумăр, юр çунă вăхăтра пушшех хăрушă: умри лайăх курăнмасть, пысăк хăвăртлăхпа пыракан водитель çынна вăхăтра курса чарăнса ĕлкĕреймест.
Çапах "путакан çын çăлăнасси унăн хăйĕн ĕçĕ" тени çул çинче яланах тĕрĕс мар. Тивĕçлĕ органсен, влаç тытăмĕсен яваплăхĕ те пысăк. Владимир Геннадьевич Йĕпреç районĕнче пулнă инкек пирки каласа кăтартрĕ. Пĕр çемьери икĕ ача, 3 тата 7-мĕш классенче вĕренекенскерсем, шкула республика пĕлтерĕшлĕ автоçулпах утнă. Урăх çул çук та... Самай инçе утмалла. Çакă вара инкек пуличчен никама та, çав шутра вырăнти влаçсене те пăшăрхантарман пулас. Руль умĕнчи хĕрарăм автомобиле "пăхăнтарайман", çав ачасем çине пырса кĕнĕ...
Е тата — çулсене кирлĕ пек пăхса тăманни. Аслă çулсене тасатаççĕ-ха, анчах картишсенче, улахрах вырăнсенче нарăсра юр тем çÿллĕшчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унта та инкексем пулаççĕ. Е тата — çулсем хĕресленекен вырăнсенчи аварисем. "Кĕтессенче" кĕрт çÿллĕ — аслă çул çине тухакан водитель сулахайран килекен автомобиле курмасть, лешĕн рулĕ умĕнче лараканни сылтăмрине асăрхаса ĕлкĕреймест, инкек пулчĕ те... Тĕлпулăва хутшăннă журналистсенчен пĕри çавнашкал çÿллĕ пĕр кĕрте тасатмалли пирки тивĕçлĕ службăна шăнкăравласа каланă, лере вара ăна "тасатмастпăр, çуркунне çывхарать — юр хăй тĕллĕнех ирĕлсе пĕтĕ" тесе хуравланă-мĕн.
Акă мĕншĕн МИХ представителĕ ПАИ пуçлăхĕнчен те çаплах ыйтрĕ: "Çапах та — хăшĕ хăвăртрах пулĕ: маларах ирĕлсе пĕтĕ-и е унччен тасатса ĕлкĕрĕç-и?" Паллах, Владимир Геннадьевич хуравĕ уçăмлă пулчĕ: "Тасатмалла, ирĕлсе пĕтессе кĕтмелле мар. Çулсене тытса тăрассишĕн яваплă организацисем "пирĕн техника çителĕксĕр, çын сахал" тесе тÿрре тухма тăни вырăнсăр. Вĕсем çулсен вăл е ку сыпăкĕсене пăхса тăмашкăн тендерсене хутшăннă, конкурсра çĕнтернĕ — эппин, туллин явап тытма тивĕç". Явап тытаççĕ те. Автоинспекци хăйсен тивĕçĕ çине алă сулакан организацисем тĕлĕшпе протоколсем çырать, предписанисем парать, вĕсене пурнăçламасан ĕçе прокуратура хутшăнать — юридици вăйĕнчи тытăмсем, должноçри çынсем тĕлĕшпе палăртакан штрафсем пĕчĕк мар.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать