Ачасен чунĕнче ырăлăх акаççĕ
Вĕсенчен пĕрне, Шупашкарти 5-мĕш ача садĕнче ирттернĕ спорт уявне, кайса курма тÿр килчĕ. Олимп эстафетине ача сачĕ ăнсăртран тивĕçмен. Вĕсем — 5, 17, 28, 55-мĕш садиксем — чылай уява пĕрле ирттереççĕ. Татьяна Ненаездникова ертсе пыракан 5-мĕш садик ачасене йышăнма пуçланăранпа нарăсăн 26-мĕшĕнче 35 çул çитрĕ.
Спорт уявне йĕркелекенсем ÿт-пĕве, сывлăха çирĕплетессипе çеç мар, ачасен ăс-тăнне, тавракурăмне аталантарассипе тăрăшни те курăмлă. Ача сачĕн картишĕнче çав кун 4 команда пуçтарăнчĕ. Хĕллехи уяв хĕл сăнарĕсемсĕр епле-ха? Юр пике, Юр кĕлетке, юмахри ытти харсăр вăйă тăршшĕпех ачасене пулăшса пычĕç.
Олимп вăййи чăн-чăн Олимп гимнĕпе, ялавĕпе, çулăмĕпе уçăлчĕ. Кашни пулăма ачасене кăсăклантармалла, вăйăлла йĕркеленĕ. Çакăншăн яваплă 5-мĕш ача сачĕн физкультура инструкторĕ Мария Самотаева ансат ыйту-хурав мелĕпех ачасене Олимпиада мĕн иккенне ăнланма пулăшрĕ.
Ачасем — Олимп спортсменĕсем ĕнтĕ — пĕр-пĕринпе спортсменла паллашнă, саламланă хыççăн ушкăнсене пайланса станцисене саланчĕç. Хĕвсе тултарнă юра уçса ăсталанă хоккей курупкинче хоккейла мечĕкпе вылярĕç.
Биатлон уйĕнче 15 метр йĕлтĕрпе чупса карçинккана мечĕк пеме тăрăшрĕç, тепĕр станцире чăрмавсене парăнтарса юлташĕ ларнă çунашкана туртрĕç. Вăййа хаклакансем — секундомер çакнă чăн-чăн судьясем — шăпăрлансен кăтартăвĕсене хут çине çырсах палăртрĕç.
Пĕр сăмахпа — уяв ăнăçрĕ. Ачасен çеç мар, çитĕннисен питĕнче те хаваслă кулă çиçрĕ.
Командăсем — "Тигрсем", "Вăйлă упасем", "Дружина", "Комета" — вăйăсем вĕçленсен тепĕр хут йĕркеленсе тăчĕç. Туслăх çĕнтерчĕ, кашниех чыслава тивĕçрĕ. Хавхалантарнă, мăнаçлантарнă дипломпа пĕрлех тутлă çимĕç хутаçĕ пулни ачасене тата ытларах савăнăç кÿчĕ.
"Ырă-сывă, маттур, ăнтăлуллă çын пулса çитĕннине курнинчен пахи мĕн пур", — кăмăллăн калаçрĕ Елена Метлова аслă воспитатель. "Мĕн акатăн, çавă шăтать", — тет халăхăмăр. Ачасенче ырăлăх акни паха. Çак пахалăхсем шăтса çимĕç парсан тем пекехчĕ.
Эльвира ИВАНОВА
Комментировать