Чăваш Енре проектсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ренова» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕпе Виктор Вексельбергпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.
Михаил Игнатьев «Ренова» компани предприятийĕсем Чăваш Енре ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн Виктор Вексельберга тав тунă. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх — предприятисенче ĕçлекенсен шалăвĕн вăтам виçи ÿссех пырать, экспорт калăпăшне пысăклатни республикăн инвестици климатне лайăхлатать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра вĕрентÿ тытăмне, уйрăмах професси пĕлĕвĕ паракан системăна аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. «Эпир конкурса хутшăнса регионсен хушшинчи компетенцисен центрне хута яма ирĕк çĕнсе илтĕмĕр. Ку проекта пурнăçа кĕртме 490 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Нумаях пулмасть технопарк уçрăмăр. Ăна хута яма 80 миллион тенкĕ тăкакланă», — тенĕ республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ экономика секторĕн предприятийĕсем валли специалистсем хатĕрлекен чăн-чăн «тимĕрç лаççи» пулнине палăртнă. Университет çумĕнче инжиниринг центрне уçни ăста кадрсене вĕрентсе кăларма май парĕ.
Чăваш Енри инвестици климачĕн пахалăхне, пысăк квалификациллĕ кадрсен хисепне Шупашкарта çĕршыври чи пысăк «ВТБ 24» банкăн тата Газпромбанкăн сервис центрĕсене уçни те çирĕплетет. «Çакă, паллах, пĕтĕмпех пысăк пĕлтерĕшлĕ», — тенĕ Виктор Вексельберг. Вăл çавăн пекех ĕç коллективĕсен технологи аталанăвне витĕм кÿмеллине тата çĕнелме хатĕр пулмаллине палăртнă. «Эсир вĕрентÿ тытăмне укçа хывни тухăçлă. Паян вĕрентĕве, çынсене аталантарма тăрăшни ыран производство тухăçлăхне ÿстерме май парать», — палăртнă Виктор Вексельберг.
«Ренова» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕ Чăваш Енри предприятисенче ĕçлекенсене пысăк хак панă. «Вĕсем çĕнĕ, пысăк технологиллĕ профессисене алла илме тăрăшни кăмăллă», — тенĕ вăл. Виктор Вексельберг региона вĕрентÿ процесĕсене йĕркелеме, республикăри аслă шкулсен çумĕнче ятарлă кафедрăсем уçма пулăшмашкăн хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вузсемпе, Раççей Вĕрентÿ министерствипе паянхи рынок ыйтакан специалистсене хатĕрлес тĕлĕшпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ.
Виктор Вексельберг «Хĕвел» заводăн производствине анлăлатасси пирки пĕлтернĕ. Ака уйăхĕнче çĕнĕ производство лапамĕсем уçăлмалла. «Çĕнетнĕ хĕвел панелĕсене кăларма пуçлатпăр. Ку вăл аналогсенчен чылай енчен уйрăлса тăракан панель, тĕнчере чи лайăххисенчен пĕри. Ăна экспорта ярăпăр, альтернатива энергетикин производствине малалла ÿстерĕпĕр», — пĕлтернĕ Виктор Вексельберг.
«Ренова» компанисен ушкăнĕ çавăн пекех Чăваш Енре пахчаçимĕç ÿстермешкĕн теплица комплексĕ хута яма палăртать. Ку проекта пурнăçламалли килĕшĕве Сочири Раççей инвестици форумĕ умĕн Виктор Вексельберг тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ.
«Эпир Чăваш Республикинче çĕнĕ технологисемпе усă курса пахчаçимĕç çитĕнтермелли теплица комплексĕн строительствине пуçарасси çинчен калаçса татăлтăмăр. Вăл 10 гектар йышăнĕ. Малашне, тен, производствăна тата та пысăклатăпăр», — тенĕ Вексельберг. Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă тăрăх — теплица валли çĕр уйăрнă, халĕ документсемпе ĕçлеççĕ. «Лаптăка палăртнă, хамăр енчен инфратытăма аталантарма пулăшăпăр. Çавăн пекех продукцие вырнаçтарма çул-йĕр картти хатĕрлеççĕ. Хăяра тата помидора республикăри шкулсене, садиксемпе медицина учрежденийĕсене вырнаçтарăпăр», — тенĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх — республикăра тĕллевлĕ проектсене пурнăçа кĕртме 2017 çулта 1,5 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. «Бизнес республикăри лару-тăрăва пур енлĕн хак парса яваплă йышăнусем тăвать. Виктор Феликсович палăртнă пекех Чăваш Ен специалисчĕсем хăйсен тивĕçĕсене пысăк шайра туса пыраççĕ. Кăçал 10 гектар çинче теплица комплексĕ тума пуçлаççĕ. Ку пирĕншĕн — çĕнĕ ĕç вырăнĕсем. Влаç органĕсен тĕллевĕ — бизнеса ăнăçлă аталанма майсем туса парасси, халăхăн тупăшне ÿстересси», — тенĕ Михаил Игнатьев.
Раççей инвестици форумĕ Сочире нарăсăн 26-28-мĕшĕсенче иртет. Унăн программи виçĕ темăран — «Регионăн çĕнĕ политики. Аталанмалли майсем», «Бизнес тухăçлăхне ÿстерсе. Ÿсĕм майĕсем», «Пурнăçшăн кирлĕ проектсене ĕçе кĕртсе» — тăрать. Форум ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнать.
Валентина НИКОЛАЕВА
Комментировать