Сахал тупăшлă çемьесене пулăшусăр хăвармĕç

28 Фев, 2017

Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов Министрсен Кабинечĕн кашни ларăвнех хутшăнатчĕ-ха, анчах «çавра сĕтел» хушшине мар, залри хыçаларах рете вырнаçаканччĕ. Ку хутĕнче вара Правительствăн иртнĕ юнкунхи ларăвне килнĕскер малах, министрсен патне, ларчĕ те — журналистсен хушшинче тÿрех пăшăлтату çуралчĕ. Министрсен списокĕнче ваканси пуррине кура — пушшех...

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев МИХсен представителĕсем сисчĕвленнине çийĕнчех тÿрре кăларчĕ — ларăва хăй тин çеç алă пуснă указ пирки пĕлтернинчен пуçларĕ. Çав документпа килĕшÿллĕн Владимир Иванова транспорт тата çул-йĕр министрĕн должноçне уйăрса лартнă. Михаил Васильевич вăл бизнес-омбудсмен должноçĕнче ăнăçлă ĕçленине çирĕплетнĕ май министр пуканĕ çинче те шанăçа тÿрре кăларасса, «пирĕнпе пĕр командăра пуласса» кĕтнине палăртрĕ. Паллах, нумайăшĕшĕн кĕтмен хыпар пуль — вăл «командăри» пирки иккĕленмен пулин те Владимир Николаевич халĕч­чен транспорт тата çул-йĕр сферишĕн ют пулнă-çке. Анчах бизнеса лайăх пĕлнине никам та хирĕçлемĕ — тен, юлашки вăхăтра пушшех нумай çивĕч ыйту çуратнă нушаллă отрасльте паян шăпах çакнашкал ертÿçĕ кирлĕ пуль. Кирек мĕнле пулсан та транспорт министрĕн пуканĕ паян ăмсанмаллискер мар — Иванова ырă сунмалли çеç юлать.

Кун йĕркинчи ыйтусене илес тĕк — республикăри потребитель карçинккин виçине улăштарассине ырларĕç. Вăл пĕчĕкленет — 50 тенкĕ патнелле. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх — çакă Раççей шайĕнчи стандартсемпе килĕшсе тăрать. Чăваш Енре карçинккаран сурăх ашĕпе /вăл хаклă/ иçĕм çырлине кăларнă — виçе чакнă.

Кварталсерен çĕнĕрен пăхса тухакан тепĕр виçе — çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçи. Ăна пĕлтĕрхи 4-мĕш кварталшăн 8346 тенкĕ шайĕнче çирĕплетрĕç — умĕнхи кварталтинчен 30 тенкĕ пĕчĕкрех. Сергей Димитриев çакна апат-çимĕç мар таварсен тата пулăшу ĕçĕсен хакĕсем чакнипе ăнлантарчĕ.

Ачасем садике çÿренĕшĕн тÿлемелли виçе вара ÿсет — 5,6% чухлĕ. Вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев пайăр цифрăсем те асăнчĕ. Калăпăр, ача садикре талăкра 10 сехет таран пулнăшăн 44,5 тенкĕ тÿлемелле. Паянхи кун Чăваш Енре 76,5 пин ытла шăпăрлан ача садне çÿрет. Тÿлевпе çыхăннă çăмăллăхсем упранса юлаççĕ. Сахал тупăшлă çемьесене пулăшма бюджетран 36,6 миллион тенкĕ ытла уйăрĕç.

Информполитика министрĕ Александр Иванов кăрлачăн 1-мĕшĕнчен универсаллă элекрон картти çинчен калакан саккуна пăрахăçлани çинчен пĕлтерчĕ. 2012 çулта йышăннăскер, вăл пилĕк çул ĕçленĕ — республикăра пĕтĕмпе 17,4 пин УЭК валеçнĕ, вĕсене кăларма, ĕçлеттерме 33 миллион тенке яхăн тăкакланă. Карточкăсем 5 çуллăх пулнă — çак тапхăр вĕçлениччен вăйра пулĕç. Çапла вара хăй вăхăтĕнче нумай калаçтарнă-хирĕçтернĕ электрон карттин историйĕ вĕçленчĕ теме те юрать. Çакă çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çĕршывра электрон паспорчĕ ĕçе кĕрессипе те сăлтавланнă — УЭК тытăмĕнчи приложенисем /медполис, пенси страхованийĕн полисĕ тата ытти те/ çав паспортра пулĕç.

Александр Степанович çавăн пекех «Чăваш Енĕн информаци обществи» патшалăх программине кĕртмелли улшăнусемпе паллаштарчĕ. Программа мероприятийĕсем валли уйăракан укçа виçи пысăкланать — федераци бюджетĕнчен информаци технологийĕсен сферинчи проектсене тĕревлеме тата 11 миллион тенкĕ ытла параççĕ. Ку укçапа патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿрессине аталантарма усă курĕç. Лайăх хыпарсен шутĕнче çавăн пекех — Наци телекуравĕ тинех анлă эфира тухасси. Ăна Чăваш Енре кăна мар, ытти регионта та пăхма пултарĕç. Проект çывăх вăхăтрах пурнăçланмалла. «Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне хĕрарăмсем валли парне тăвасшăн», — пĕлтерчĕ министр.

Муниципалитетсен территорисене хăтлăлатассипе, аталантарассипе çыхăннă проекчĕсене пулăшма та хушма укçа пулĕ. Районсемпе хуласем вăл е ку проект валли 5 миллион тенкĕ таран илме пултарĕç — çакăн валли бюджетран пĕтĕмпе 75 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина укçапа усă курмалли тĕллевсене те асăнчĕ — халăха шывпа тивĕçтермелли объектсем тăвассинчен пуçласа хытă каяшсене пухассине йĕркелесси таранах.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. Вĕсенчен пĕри транспорт инфратытăмĕпе çыхăннă та — Михаил Игнатьев çулсем валли кирлĕ çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе питĕ сыхă пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: «Хăшĕ-пĕри питĕ чее: лаптăксене туяннă та — памаççĕ. «Вятка» çула тунă чух, асрах-ха, пĕр фермертан çĕр лаптăкне сутăн илес тĕлĕшпе вунă çул нушаланнăччĕ...»

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.