Волейболистсем вице-адмирал медальне тивĕçнĕ

27 Фев, 2017

Ĕнер, нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Шупашкарти "Спартак" спорт шкулĕнче волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта ялсенчи çамрăксем пуçтарăннă. Владислав Ильин вице-адмиралăн парнисене тата ятран хатĕрленĕ медалĕсене çĕнсе илессишĕн республика шайĕнче пуçласа йĕркеленĕ ăмăртăва Комсомольски, Шупашкар, Канаш, Тăвай районĕсенчи çамрăксем хутшăннă.

Владислав Ильин Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче 1948 çулта çуралнă. Вăл вунпĕрте чухне Ильинсен çемйи Кемĕр облаçне куçса кайнă. Шкулти мĕнпур предмета юратса ăша хывнă яш çарпа тинĕс училищине вĕренме кĕнĕ. Службăна вăл шыв айĕнчи атом кимĕре электронавигаци ушкăнĕн командирĕнчен пуçланă. Кăштахран ăна атомлă кимĕ командирне лартнă. Çарпа тинĕс академине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 34 çулти Владислав Ильин шыв айĕнчи ракета крейсерĕн командирĕ пулса тăнă. 1994 çулта пирĕн ентешĕмĕре Çарпа тинĕс флочĕн Тĕп штабĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçне шаннă. Çулталăкран вăл пĕрремĕш заместителе çитнĕ.

Волейбол енĕпе ирттернĕ республикăри турнира уçма тĕрлĕ шайри депутатсем, пуçлăхсем хутшăннă.

Рубрика: 

Комментировать