Умра – пысăк тĕллевсем
ЧР ял хуçалăх министерствин коллегийĕн тата агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕпе, республикăри апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнăва сăнаса хăвăрт йышăну тата мониторинг тăвассипе ĕçлекен правительство комиссийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă.
Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Федераци Канашĕн апат-çимĕç политикипе тата çут çанталăк пурлăхĕпе усă курассипе ĕçлекен комитет членĕ Вадим Николаев, ял хуçалăх тата тирпейлекен организацисен ертÿçисем, фермерсем, ытти яваплă çынсем хутшăннă.
Ӳсĕм сулмаклă
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх – ял хуçалăх чĕртаварĕ туса илессипе хальхи вăхăтра /çулталăк пуçламăшĕ тĕлне/ Чăваш Енре 718 организаци, 1372 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, 246700 кил хуçалăхĕ тăрăшать. Çак ĕçре пĕлтĕр уйрăм çынсемпе фермерсен тÿпи чи пысăкки пулнă — 54,5 тата 7,9%, ытти /37,6%/ — ял хуçалăх организацийĕсен.
Сĕт /64,9%/, пахчаçимĕç /79,1%/, çĕрулми /72,4%/ туса илессипе килти хушма хуçалăхсен кăтартăвĕпе никам та танлашайман. Ял хуçалăх организацийĕсем чăх-чĕп тата выльăх ашĕ хатĕрлессипе палăрнă /74,2%/. Сĕт производствипе /29,9%/ вĕсем – иккĕмĕш вырăнта. Ку енĕпе фермерсен кăтартăвĕ — 5,2%.
Ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси республикăра вăтамран 101,4% ÿснĕ. Вăрнар, Пăрачкав, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Тăвай, Комсомольски, Елчĕк, Элĕк, Красноармейски районĕсем çак тĕлĕшпе кăтартăва юлашки виçĕ çулта ÿстерсе пыраççĕ. Шупашкарсен, Йĕпреçсемпе Канашсен вара иккĕмĕш çул чакать. Пĕлтĕр Çĕмĕрле, Патăрьел, Куславкка, Шăмăршă, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Етĕрне, Улатăр районĕсем те калăпăша чакарнă.
Çакă та кăсăклă: РФ Сывлăх сыхлав министерстви сĕннĕ тăрăх çыннăн çулталăкне 325 кг сĕт ĕçмелле. Чăвашстат кăтартăвĕпе вара пĕлтĕр вăл 256 кг усă курнă. Анчах çакă республика хăйĕн халăхне сĕтпе кирлĕ чухлĕ тивĕçтерменнине пĕлтермест. Çулталăкра пĕр çын пуçне пĕлтĕр ăна 342 ,7 кг хатĕрленĕ. Аша, пахчаçимĕçе те чăвашсем сахалрах çинĕ, çĕрулмине вара – ытлашшипех.
Паха сĕтĕн хакĕ пур
Иртнĕ çул республикăра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ мĕнпур йышши хуçалăхра 191876 пуçпа танлашнă. Çакă 2015 çултинчен сахалрах — 99,3%. Патăрьел районĕнче, тĕслĕхрен, унăн йышĕ чи пысăкки /18376/, анчах виçĕм çулхинчен пурпĕр кăшт чакнă. Хăш-пĕр районта йыш 5-6% таран ÿсни те палăрать.
Иртнĕ çул пĕр ĕнерен вăтамран 5135 кг сĕт сунă /уйрăм хуçалăхсенче кăтарту 8 пинрен те иртнĕ/, пĕтĕмĕшле республикипе — 424,3 пин тонна. Çак шутра фермер хуçалăхĕсенче – 22, халăхра – 275,5, организацисенче — 126,8 пин тонна.
Районсенчен ку енĕпе Вăрнарсем малта, Куславкка районĕн кăтартăвĕ чи пĕчĕкки.
100 га ял хуçалăх çĕрĕ пуçне шутласан сĕт туса илессипе пĕлтĕр Улатăрсем хыçа юлнă. Патăрьел районĕ вара мала тухнă. Республикипе çак кăтарту 45,2 тоннăпа танлашнă.
Выльăх усракан ял халăхĕшĕн сĕт хакĕ яланах пĕлтерĕшлĕ. Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне 1-мĕш сортлă сивĕтнĕ сĕте /1 килограмне/ республикăри тирпейлекен предприятисем вăтамран 25,95 тенкĕпе пуçтарнă. Федерацин Атăлçи округĕнче ял хуçалăх организацийĕсенчен сĕте Удмурт, Тутарстан, Чулхула тăрăхĕсенче кăна пирĕнтен хаклăрах йышăннă. Халăхран туянакан хакпа вара эпир малта пулнă.
Выльăх, чăх-чĕп ашне республикăра иртнĕ çул 117,6 пин тонна хатĕрленĕ. Çак тытăма аталантарассипе Шупашкар, Çĕрпÿ, Патăрьел районĕсем тухăçлă ĕçленĕ.
Çĕре «ĕçлеттермелле»
Палăртмалла, Елчĕк, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенче пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсем юлман. Усă курман лаптăксен виçи республикăра 72,4 пин га пулнă, çакă ял хуçалăх çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 9,6%. Уйрăмах кунашкалли Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Элĕк районĕсенче чылай. Пĕлтĕр республикипе 27275,4 га лаптăка "ĕçлеттернĕ". 2017 çулта тухăç илме тата 25352,6 га пусă çаврăнăшне кĕртмелле.
Патшалăх пулăшăвĕпе аталанакан фермерсен те çак тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшмалла. Пĕлтĕр вĕсен тăрăшулăхĕпе мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 8511 пуç ÿснĕ, çав шутра ĕçе пуçăннă фермер хуçалăхĕсенче — 3662, çемье фермисенче — 4849.
Анчах патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курмасан укçа-тенке каялла тавăрса пама тивет. Çакна кура ĕçе пуçăннă 5 фермер /Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче/ тата 1 çемье ферми /Çĕмĕрле районĕ/ тĕлĕшпе тавлашуллă ыйтусем сиксе тухнă.
Ирина ПАВЛОВА.
Комментировать