Йĕпреçсем каллех малта

22 Фев, 2017

Виçмине Пĕтĕм Раççейри массăллă оборона тата спорт уйăхлăхĕ вĕçленет. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă пысăк çак пулăмпа Хĕрлĕ Чутайра иртнĕ республикăри хĕллехи ял спорт вăййисем тÿр килни те пĕлтерĕшлĕ. Вăл кăçалхипе саккăрмĕш хут пулчĕ. Старта 21 районти 450 яхăн тĕрлĕ çулти ял ĕçченĕ тухрĕ.

"Хастар" физкультурăпа сывлăх комплексĕ çумĕнчи стадионта ăмăртусене савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн механизаторсем "Беларус" тракторпа тĕрĕс те илемлĕ çаврăмсем тăвассипе, ĕне сăвакансем аппарата салатса пуçтарассипе тупăшма пуçларĕç. Юлашки вунăçуллăхра республикăра кăна мар, Пĕтĕм Раççейри спорт вăййисенче механизаторсен ăмăртăвĕсенче Çĕмĕрле районĕнчи "Комбинат" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекен Надеждăпа Андриян Концовсем /арăмĕпе упăшки\ тăтăшах малти вырăнсене йышăннă. Вĕсем хальхинче те начар мар ăмăртрĕç. Андриян Николаевич турник çинче 44 хут туртăнса хăйнеевĕрлĕ рекорд турĕ, анчах вăл тракторпа япăхрах çÿрерĕ. Йĕлтĕрпе чупса та 20-мĕш вырăн кăна йышăнчĕ. Полиатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ, нумай хут республика чемпионĕ А.Концов хальхинче Комсомольскинчи С.Пыркина тата В.Яндрова, Муркаш районĕнчи Г.Черепанова тата Вăрнарти В.Тикинева выляса ярса пиллĕкмĕш вырăна çеç тухрĕ. Хĕрарăм механизаторсен ушкăнĕнче 1-3-мĕш вырăнсене А.Никитина /Муркаш районĕ\, Э.Чугунова /Вăрнар районĕ\ тата Н.Концова йышăнчĕç.

Дояркăсен ушкăнĕнче те — çĕнĕ чемпионка. Маларах Пĕтĕм Раççейри пысăк ăмăртусенче темиçе хутчен çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Г.Павлова хальхинче Етĕрне районĕнчи "Дружба" хуçалăхри паллă спортсменкăна Н.Петровăна выляса ячĕ. Виççĕмĕш вырăнта — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи В.Кузнецова. Доярсен тупăшăвĕнче малти виçĕ вырăна А.Политов /Вăрнар районĕ\, А.Степанов /Çĕрпÿ районĕ\ тата А.Михопаров /Хĕрлĕ Чутай районĕ\ йышăнчĕç.

Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче те кăсăклă самантсем пулчĕç. Арçынсен хушшинче хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăна тухса ял спорт вăййисен ылтăн медальне пуçласа Елчĕк районĕнчи В.Кириллов, А.Кузнецов, Н.Петров, Йĕпреç районĕнчи И.Майоров, Шăмăршă районĕнчи К.Кусаинов, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Л.Ярадов, М.Прокопьев тата Н.Борисов çĕнсе илчĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче чи вăйлисен ятне О.Пашкова /Йĕпреç районĕ\, А.Барминова /Муркаш районĕ\, Л.Вениаминова /Етĕрне районĕ\ тата С.Сандыркина /Патăрьел районĕ\ тивĕçрĕç.

Кăçалччен "тимĕр вăййине" юратакансен тупăшăвĕнче пĕрремĕш е иккĕмĕш вырăна тăтăшах Елчĕк районĕн команди йышăннă. Хĕрарăмсем япăх результат кăтартнине пула хальхинче вĕсем — тăваттăмĕш вырăнта. Парнеллĕ вырăнсене Йĕпреç, Патăрьел тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен пăхаттирĕсем çĕнсе илчĕç.

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче иртнĕ çулсенчи пекех пĕрремĕш вырăна — Муркаш районĕн, полиатлонистсен тупăшăвĕнче вара Йĕпреç тăрăхĕн командисем тухрĕç. Шашка-шахмат вылякансен турнирĕсенче яланхи пекех Шупашкар районĕнчи туслă командăсем çĕнтерчĕç.

Спорт çемйисен ăмăртăвĕсенче амăшĕсемпе ашшĕсем, вĕсен 10-12-ри е 14 çултан кĕçĕнрех ачисем хăйсен ăсталăхне йĕлтĕр йĕрĕ çинче, дартс вăййинче, хутăш эстафетăра кăтартрĕç. Çакăн пек кăсăклă тупăшура Вăрнар районĕн чысне Мăньял Хапăсри Тикиневсен çемйи хÿтĕлерĕ. Яланхи пекех кăçал та командăна ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă тренерĕ Юрий Александрович хатĕрленĕ. Вăл тата унăн мăшăрĕ Надежда Владимировна, вĕсен хĕрĕ Валентина спортăн кашни енĕпех лайăх результатсем кăтартрĕç, ылтăн медале çĕнсе илчĕç. Çемьери арçын ача е хĕрача миçе çултине шута илсе пĕрремĕш вырăнсене, çавăн пекех хĕллехи спорт вăййисен чемпионĕн хисеплĕ ячĕсене Мурайкинсен /Хĕрлĕ Чутай районĕ\, Павловсен /Канаш районĕ\, Ефремовсен /Йĕпреç районĕ/ çемйисем тивĕçрĕç.

Çĕнĕ ĕмĕрте йĕркелеме пуçланă республикăри хĕллехи ял спорт вăййисенче ЧР Ял хуçалăх министерствин тĕп парнине ытларах Йĕпреç районĕн спортсменĕсем çĕнсе илнĕ. Комплекслă зачетра Йĕпреçсем хальхинче те малти вырăна тухрĕç. Пĕрремĕш теçеткере вара — Вăрнар, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Канаш, Муркаш, Çĕмĕрле, Етĕрне, Красноармейски тата Çĕрпÿ районĕсен пĕрлештернĕ командисем. Шел, Шăмăршă, Вăрмар, Куславкка, Комсомольски тата Элĕк районĕсем хĕллехи спорт сезонне япăх кăтартусемпе вĕçлеççĕ.

 

Петр СИДОРОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.