Хамăр çитĕнтерни пахарах
Пахчара ÿстерекен çĕр çырлине /эпир ăна виктори теме хăнăхнă/ чылайăшĕ çулла, тĕм яракан çеçкерен тухакан çамрăк хунавсемпе ĕрчетме хăнăхнă. Çĕнĕ сортлă пулас тесен пасара утатпăр. Анчах хатĕр калча самаях хаклă. Тата сутуçă мухтанă пекех паха-ши вăл? Пасарта кирек мĕнле ÿсен-тăран калчи-хунавне туянакана та сутуçă-хуçаран телефон номерне ыйтма сĕнетпĕр. Тепĕр чухне калча çитĕнтерсе ĕрчетекенрен ыйтмалли пулатех.
Çырлана вăрăран акса ÿстерессине пăхса тухăпăр. Çак ĕç специалистсем валли çеç тесе шухăшлама хăнăхнă чылайăшĕ. Чăнах та çаплах-ши?
Ремонтантлă тата шултра пулакан çырла вăррине ятарлă лавккаран туянма пулать. Ремонтантлин вăрлăхĕ йÿнĕрех, хутаçĕнче вăрăсем нумайрах. Шултра çырлан хутаçĕнче вăрри сахалрах /5-10 штук/, вăл пурпĕр хаклăрах.
Ремонтантлă çырла вăрри акнă хыççăн хăвăртах шăтса тухать. Шултра çырла вăрри хăвăрт шăтмасть.
Çуркунне йăрана куçарса лартмашкăн çырлана нарăс, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче акмалла. Шăтса тухнă хыççăн çамрăк калчана çутă кирлĕ. Светодиотлă лампăпа çутă вăхăтне ÿстермелле, унсăрăн калча аталанса каяймасть.
Вăрлăха акма хатĕрлесси. Хăвăртрах шăтса тухтăр тесен вăрлăха стратификацилемелле. Çутă пластик контейнер, çĕр мамăкĕнчен тунă çаврасем /ватные диски/ е ахаль пусма татăкки илетпĕр. Контейнер хупăлчине йĕппе темиçе çĕртен шăтаратпăр /сывламашкăн/. Дисксене шывпа йĕпететпĕр, унта вăрăсене хуратпăр, тепĕр мамăк çаврипе хуплатпăр та контейнера вырнаçтаратпăр, икĕ кунлăха ăшă çĕре лартатпăр. Унтан контейнера икĕ эрнелĕхе холодильнике леçетпĕр. Нÿрĕклĕхе пăхкаласах тăмалла, типшĕнме пуçласан — нÿретмелле. Икĕ эрнерен вăрлăх стратификациленет — акма юрать.
Тăпра кăпка, çăмăл пулмалла. Ытлашши органикăллă мар. Пахча, вăрман тăприне торфпа, хăйăрпа хутăштармалла. Тăпрана вăрлăха сивĕтмĕше хунă вăхăтрах хатĕрлесе стерилизацилемелле. Вĕрилентернĕ тăпра икĕ эрнере, акиччен, кăштах чĕрĕлĕ. Икĕ эрнерен тăпрана савăтсене тултаратпăр, пусăрăнтаратпăр, холодильникрен вăрлăха кăларса пĕрчĕн-пĕрчĕн пинцетпа е шăрпăк пĕрчипе нÿрĕлетнĕ тăпра çине хуратпăр, çĕр çумнерех пусăрăнтаратпăр. Вăрăсене тăпрапа хупламасан та юрать, вĕсем çиелте выртсан та лайăх шăтаççĕ. Савăта хупласа ăшă, çутă çителĕклĕ çĕре лартатпăр, анчах хĕвел питтине мар — вăрăсем типсе кайма пултараççĕ. Хупăлча çинче сывлăш çÿремелĕх шăтăксем тăватпăр, ăна яланах уçмалла мар, витĕр курăнакан хупăлча витĕр савăтри ĕç-пуç еплерех аталанса пынине сăнаса тăма аван. Хупăлча типĕ пулсан тăпрара нÿрĕк сахалрах — шăвармалла. Хупăлча çинче шыв тумламĕ сĕре нумай — ытлашши нÿрĕк, уçса уçăлтармалла, хупăлчана шăлса илмелле.
Калчан виçĕ чăн çулçă тухсан вĕсене уйрăмшар савăта куçарса лартмалла. Савăт 5х5 см виçелли, пластик е торфран туни пултăр. Сĕткенсем пулнă савăтсенче калча япăхрах аталанать. Савăт тĕпне дренаж валли чул, мăйăр хуппи, хăйăр хумалла, унтан — тăпра.
Калчаллă тăпрана йĕпететпĕр, пĕчĕк хăйăпа е шăрпăкпа пĕр тĕме кăларса илетпĕр те çĕнĕ çĕре лартатпăр. Тĕме тарăна лартмалла мар, папка тăпраран çÿлерех пулмалла.
Стратификациленĕ вăрлăха тÿрех пĕрер вăрăпа торф таблеткисене акма юрать. Кун пек чухне кăштах вăрлăха сăмсалантармалла. Икĕ эрнерен контейнера кăлармалла та ăшă çĕре лартмалла. Вăрлăха кунсеренех тĕрĕслемелле, сăмсаланма пуçласан шÿтернĕ торф таблеткăна пĕрер пĕрчĕн лартмалла. Торф савăтсене курупкана вырнаçтарса çутă, ăшă çĕре лартмалла, нÿрĕклĕхе сăнасах тăмалла.
Калча çитĕнчĕ тейĕпĕр. Ака уйăхĕнче ăна ирĕке хăнăхтарма пуçламалла. Малтанхи вăхăтра ăна ăшă çанталăкра кăнтăрла, 4-5 сехетлĕхе, ирĕке илсе тухмалла. Каярахпа вăхăта тăсмалла. Çĕрлехи температура Œ5...Œ7 градус ăшăтсан ăна хÿтĕре çĕр каçмалăх хăварма юрать.
Йăран çине калчана çу уйăхĕн вĕçĕнче е çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче куçармалла. Тĕм лайăх аталантăр тесен малтанхи чечексене татса пăрахмалла. Тепĕр çул валли вăй пухтăр.
Килте çырла калчи ÿстересси, куратпăр ĕнтĕ, помидор калчи ÿстерессинчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Йăлтах çав ĕçсенех пурнăçламалла.
Сорт — эсир кĕтниех-и? Шултра, тутлă тесе палăртнă çырлаллă вăрлăх туяннă май çакна пĕлни вырăнлă. Эсир хутаç çине ÿкернĕ пек çимĕçе мар, урăхлараххине туса илме пултаратăр. Мĕншĕн тесен çырла чечекĕ урăх сортлă çырлапа пĕтĕçленсен сорт пахалăхĕ улшăнать. Çапла майпа çĕнĕ сортсем, гибридсем пулаççĕ.
Килĕшнĕ тĕмсене кайран çеçке ярса е тĕмсене пайласа ĕрчетме пулать.
Комментировать