ПУРНĂÇ ЙĔРКИНЧЕН КИЛЕТ

22 Фев, 2017

Хырăмлăха пулăшма, апат ирĕлесси пăсăласран хÿтĕленме йывăрах та мар. Мĕн çинипе, мĕнле апатланнипе тимлĕ пулмалла тата пурнăç йĕркине хăш-пĕр улшăну кĕртмелле.

1. Хырăм тулсах лариччен çимелле мар.

Тăтăшрах тата сахалшарăн çини хырăмлăх канăçсăрлантарасран, апат ирĕлесси япăхасран, юнри сахăр шайне йĕрелесе тăракан инсулин гормон шайĕ улшăнса тăрасран сыхланма пулăшать. Унсăр пуçне апатăн пысăк виçи хырăмлăх стенкине сарать.

2. Ирхи апат валли вăхăт тупмаллах.

Ирхине апатланмасан организм выçса çитет, çавна май кун тăршшĕнче калорисене çунтарас хăвăртлăх чакать. Тĕшĕллисенчен хатĕрленĕ апат, сĕлĕ пăтти е тулли тĕшĕллĕ çăкăра типĕтсе çини организма энергипе тивĕçтерме, клетчатка саппасне пуянлатма пулăшать.

3. Тулли мар хырăмпа çывăрма выртмалла.

Çывăрма выртиччен виçĕ сехет çимелле мар — каçхи апат ирĕлме ĕлкĕртĕр. Выртас умĕн çисен çунма ĕлкĕреймен калорисем çĕр каçа çу саппасне куçаççĕ. Унсăр пуçне кăкăр хĕртме, рефлюкс /хырăмлăхри йÿçек апат пырне çĕкленни/ пуçланма пултарать.

4. Майĕпен, апат тутине туйса чăмламалла.

Васкаса чăмланă тата çăтнă чухне сĕлекере апата лайăх ирĕлтерме кирлĕ ферментсем пухăнма ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа яланах ларса тата кашни татăка тĕплĕ чăмласа çимелле.

5. Апат хыççăн вăй-хал ĕçĕ тумалла мар, спорт занятийĕсене кайма та тăхтамалла.

Çинĕ хыççăн апат хуранĕ патне юн пырса тулать, апат ирĕлтерме пулăшать. Тутă чухне вăй хурса ĕçлесен юн унта мар, чĕре, ÿпке, ал-ура мускулĕсем патне васкать. Çавна пула апат ирĕлесси пăсăлать. Васкамсăр уçăлса çÿрени вара пачах урăхла — апат ирĕлтерме пулăшать.

6. Пахча çимĕç, улма-çырла çимелле.

Ÿсен-тăран апачĕ — клетчатка, витаминсен, минералсен, çут çанталăк микроэлеменчĕсен чи лайăх çăлкуçĕ. Вĕсем чĕре чирĕсем, диабет, усал шыçă аталанасран хÿтĕленме пулăшаççĕ. Кашни кун тĕрлĕ ÿсен-тăран апачĕ çиме тăрăшăр: салат, пахча çимĕç яшки е гарнирĕ.

7. Çăра çу сахалрах!

Хĕрлĕ какайри /ĕне, сысна ашĕ/, услам çури, çăра сĕтри, хытă сорт сырти, çуллă сĕт çимĕçĕсенчи, хатĕр хăш-пĕр тортри, печенири çăра çусем юнри холестерин шайне ÿстерме, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене аталантарма витĕм кÿреççĕ.

8. Техĕмлĕхсемпе асăрхануллă пулмалла!

Тĕрлĕ техĕмлĕх кашни çынна тĕрлĕ витĕм кÿрет. Вĕсене пула кăкăр хĕртме, вар-хырăм ыратма, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлма пултарать. Çак техĕмлĕхсем вара усăллă: импĕр, кумин, хĕрлĕ пăрăç апат ирĕлессине лайăхлатаççĕ.

9. Хĕрлĕ какай сахалрах çимелле.

Хĕрлĕ какай, аш çимĕçĕсем /сосиска, тĕтĕмленĕ кăлпасси/ апат ирĕлтерекен органсен онкологи чирĕсем аталанас хăрушлăха ÿстереççĕ. Тĕнчери усал шыççа тĕпчекен фонд кăтартăвĕсем тăрăх, какай деликатесĕсене килĕштерекенсем хырăмлăхпа пыршăлăх ракĕпе вегетариансенчен 20 процент тăтăшрах аптраççĕ. Сывлăха упраса хăварас тесен консервантсем хушнă какай çимĕçĕсене пачах çимесен лайăхрах.

10. Шыв ĕçмелле.

Ирхине выç хырăмла, апатсен хушшинче, апат хыççăн пĕр сехетрен тата каçхине çывăрма выртас умĕн 1-ер стакан шыв ĕçмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.