СЫВЛĂХШĂН СИЕНЛĔ ХĂНĂХУСЕМ
Пирĕн сывлăха сиенлĕ витĕм кÿрекен йăнăшсемпе апатлану хăнăхăвĕсем пур. Мĕнлисем тата вĕсенчен мĕнле хăтăлмалла? Çак сĕнÿсем уйрăмах вырăнлă пулĕç.
1. Калори нумай тесе какай, пулă çиместĕр, сĕт ĕçместĕр. Кăлăхах! Вĕсенче япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатакан белок пуринчен те нумайрах. Ку калорисенчен спортзала каймасăрах, апат ирĕлтернипех хăтăлма май парать.
2. Çăкăр пачах çиместĕр-и? Чăн та, шурă çăкăр, булка — пилĕк тăшманĕ. Тулли тĕшĕллĕ /цельнозерновой/ çăкăр вара сиен кÿмест. Вăл инсулина вăраххăн хăпартать, кĕлетке виçи ÿсес хăрушлăха чакарать.
3. Сыпкалама юратсан мĕнле? Шĕвек мĕн чухлĕ хăватлăрах, калори унра çавăн чухлĕ ытларах. Алкоголь хырăм выçнине ирттерме пултараймасть, инсулин шайне вара ÿстерет. Ĕçесех килсен типĕ хĕрлĕ эрехе суйламалла, унра çу клеткисене ÿсме чăрмантаракан япала пур.
4. Лавккара сутакан соуссемпе усă куратăр. Вĕсенче сахăр, çу, хими хушăмĕсем çав тери нумай. Соуса килте хатĕрлĕр.
5. Çусем пурте сиенлĕ мар. Диетологсем салата олива çăвĕ хушма, мăйăрпа усă курма сĕнеççĕ.
6. Хăрпăксем пурте усăллă тесе шухăшлатăр-и? Лавккара сутакан типĕ апатсене çу çинче ăшаласа типĕтеççĕ. Ун пек мюслире е хăрпăкра сахăр пончикринчен те ытларах. Хывăх хушнă сĕлĕ хăрпăкĕ е геркулес кĕрпе туянăр.
7. "Çăмăл" сăмах илĕртет-и? Майонез, чăмлак, газировка, ытти çимĕç çине çапла çыраççĕ. Анчах хатĕрленĕ чухне сахăр вырăнне синтетика аналог хушнине пула вĕсем аппетита вăйлатнине тĕпчесе пĕлнĕ. Хырăмлăха "ултавлă" çимĕç лекнĕ май организм пылака туять, анчах глюкоза илейменнипе углевод ыйтать, апата сахăр шайĕ ÿсичченех çиме хистет.
Комментировать