«Халăх пулсан хаçат та тухĕ»

22 Фев, 2017

Ун патне пулăшу, канаш ыйтма çÿрекен нумай. Ахальтен мар паллах: Николай Самсонов — Шупашкар районĕнчи Ишек ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Чаканар ялĕн старостинче 19 çул тăрăшать. Уçă кăмăллă, вашават, салтак пек тÿп-тÿрĕ утса çÿрекенскере никам та 70 çул тултарнă теес çук. Ял мĕнле пурăннине Николай Владимировичран лайăхрах кам каласа пама пултарĕ.

— Ертÿçĕ пулма чăтăмлăхпа вăй-хал сахал мар кирлĕ-тĕр?

— Ăçта-ши вăл çăмăл ĕç? Ял-йыш суйласа лартнă та — унăн шанăçне пултарнă таран тÿрре кăларас тесе тăрăшатăп. Пирĕн тăрăхра çынсем туслă, сăпайлă. Кăкăр каçăртса çÿрекен çук. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине ним те çитмест. Ялта урăхла май килмест. Йышпа тумалли ĕç тупăнсах тăрать. Урам хушшинчи шăтнă шыв пăрăхне юсамалла-и, утă-улăм кĕртмелле-и, вутă çурмалла-и, çурт никĕсне ямалла-и... — халăх кар тăрса ĕçлет, пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра пулăшать. Ниме тени йăлтах манăçа тухман-ха.

Темиçе çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса çĕнĕ палăк лартрăмăр. Халĕ ун тĕлĕнчен иртсе çÿреме кăмăллă. Сăваплă ĕç тума ял-йыш укçа пуçтарчĕ. Çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисен ят-шывне хитре, курăнмалла çырса хунă. Сăмах май, тăватă урамран пĕрне Афганистанра пуç хунă Геннадий Калинин ятне панă. Саманисем çăмăлрах чухне ăна асфальтпа витеймерĕмĕр. Пĕлтĕр вак чул сарса тикĕслеме пуçларăмăр. Кăçал, çĕр типерехпе, ку ĕçе вĕçлесшĕн. Ял хушшипе пылчăк çăрса çÿренĕ вăхăт иртрĕ. Вăл илемленсе, çĕнелсе пыни чуна савăнтарать. Унта та кунта çĕнĕ çурт çĕкленет. Икшер хутлисем те йышлансах пыраççĕ. Кашни килех çут çанталăк газĕ, 54 метр тарăнăш пăраласа тунă çăлран шыв кĕртнĕ. Икĕ лавкка, медпункт пур. Кăçал фельдшерпа акушер пункчĕ уçма палăртнă. Пурăнма условисем аван, анчах ĕç çук. Çавăнпа çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ. Хамăр та — мăшăрăмпа Зоя Владимировнăпа — Шупашкарта ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрăмăр. Ача шучĕ чакса пырать. Пуррисене, 20 шăпăрлана, автобус ирсерен шкуллă яла турттарать. Ĕлĕкрех килĕрен сак тулли ача-пăчаччĕ.

— Чаканар тени мĕне пĕлтерет?

— Ял историйĕ хама та кăсăклантарать. Чаканар ятлисем тата Красноармейски, Элĕк, Етĕрне районĕсенче пур. Александр Миронов таврапĕлÿçĕн "Седой Ишакский край" кĕнекине пушă вăхăтра уçкаласа ларатăп. Унта Ишек тăрăхĕнчи кашни ял аваллăхĕпе унăн паллă çыннисем çинчен кĕскен каласа кăтартнă. Шел те, ял хăçан пуçланса кайни паллă мар. Унăн ячĕ Хусан кĕпĕрнин XVIII ĕмĕрте кăларнă картти çинче çырăнса юлнă. Сĕм авал яла никĕсленĕ çын ятне час-часах панă. Тен, Чаканар та — этем ячĕ. Тепĕр легенда тăрăх — вăл финн-угор сăмахĕ: чакан /хăмăш/, ар /юханшыв/. 1897 çулта пичетленнĕ "Хусан кĕпĕрнинчи ялсен списокĕнче" Чаканарта 414 çын пурăннине палăртнă. Халĕ — икĕ хут сахалрах. Пирĕн ялран паллă ăсчахсем, культура ĕçченĕсем, çар çыннисем, спортсменсем сахал мар тухнă. Эпир вĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланатпăр.

— Раççейре 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ял тăрăхне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе мĕн тăватăр?

— Чăваш ялĕсем нихçан та йывăç-курăксăр пулман, ытларах айлăмра, шыв-шур хĕрринче вырнаçнă. Чаканар пирки те çавнах каламалла. Хитре вырăнта ларать. Çумĕпе Ункă, Ăшнавăш шывĕсем юхса иртеççĕ. Йĕри-тавра — кÿлĕ, вăрман тăрăхĕ. Пулă тытма таçтан та килеççĕ. Ял хушши — таса. Ăпăр-тапăр йăваланса выртмасть. Çÿп-çап пĕчĕккĕн пуçтарăнать. Ăна тăкма тимĕр контейнерсем ларттарнăччĕ. Юрăхсăр япалана нумайăшĕ çывăхри çырмана мар, унта пăрахма вĕренчĕ. Каярахпа тем пулчĕ: каяш тиесе кайнăшăн пĕри те тепри тÿлеме пăрахрĕ. Укçи пысăк марччĕ. Пурăна киле тăкмалли савăтсемсĕр тăрса юлтăмăр. Кунта, тен, ман айăп та пур-тăр: çынсене кирлĕ пек ăнлантарса парса ÿкĕте кĕртеймерĕм. Çивĕч ыйтăва çывăх вăхăтрах ял пухăвĕнче тепре çĕклесшĕн. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ йĕрке тума хушать.

— Николай Владимирович, "Хыпар" хаçата 2017 çулхи иккĕмĕш çурринче йÿнĕрех хакпа çырăнса илмелли тапхăр малалла пырать. Эсир хаçат-журналпа туслă-и?

— Мăшăрăмпа иксĕмĕр "Хыпара" тахçантанпах юратса вулатпăр. Пĕри кăна кăмăлсăрлантарать: çыхăну уйрăмĕсене пĕрлештернĕренпе хаçат-журнал ик-виç кун урлă килсе тăма пуçларĕ. Почтальон — темиçе яла пĕрре. Роза Гаврилова хаçат сумки йăтма пуçланăранпа шыв-шур нумай юхса иртрĕ. Хĕлле йĕлтĕрпе чупать, çулла велосипедпа вĕçтерсе çÿрет. Пурпĕр çирĕплетсе панă кашни яла кунсерен çитсе ĕлкĕреймест. Кивелнĕ хыпар вара никама та кирлĕ мар. Радио, телевидени политика, экономика çинчен кунĕн-çĕрĕн каласа, кăтартса хăлхана йÿçĕхтерет. Ман шутпа, вĕсем сахалрах пулмалла.

Почтальонран хаçат çырăнтарас ĕç мĕнлерех пынипе кăсăклансан вăл "Хыпар", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Çамрăксен хаçачĕ", "Хресчен сасси", "Кил-çурт хушма хуçалăх" хаçатсене ялта çырăнса илнине, çынсем кăларăмсемпе малашне те çыхăну тытас кăмăллине пĕлтерчĕ. Шанатăп: халăх пулсан — хаçат та пулĕ.

Василий СОРОКИН калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.