Укçа килет - хысна тулать

21 Фев, 2017

Чăваш Енĕн Финанс министерстви районсемпе хуласен хыснинче мĕн чухлĕ укçа пуçтарăннине тишкернĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджета налук тата налук мар тупăш пурĕ 544,9 млн тенкĕ кĕнĕ. Асăннă суммăран 399,9 миллионĕ - налук. Ăна пухасси çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче 8,3 процент хушăннă.

Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан тупăш шайне 19 районта ÿстернĕ. Уйрăмах аван ĕçленисен шутĕнче Çĕрпÿ (ÿсĕм 64,1%), Шупашкар (33,0%), Йĕпреç (17,2%), Красноармейски (17,0%) тата Шăмăршă (16,6%) районĕсене палăртнă. Хăйсем туса илекен тупăш виçи çичĕ муниципалитетра чакнă. Пĕлтĕрхи январь уйăхĕпе пăхсан, Улатăр хулинче бюджета тултарасси 15,9%, Элĕк районĕнче 11,5% сахалланнă.

Рубрика: 

Комментировать

Новости по теме