Йĕпреçсем – ял вăййисен çĕнтерÿçисем

21 Фев, 2017

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа республикăра хĕллехи ял спорт вăййисене йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă финалти ăмăртусем кăçал Хĕрлĕ Чутай салинче иртрĕç. Унта 450 яхăн тĕрлĕ çулти ял спортсменĕ хутшăнчĕ.

Ял спорт вăййисем механизаторсен, ĕне сăвакансен тупăшăвĕнчен пуçланчĕç. Кире пуканĕ йăтакансем — пысăк залра, шахматла тата шашкăлла вылякансем уйрăм пÿлĕмсенче ăмăртрĕç.

Чăваш Енри, Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенче механизаторсен ăмăртăвĕсенче Çĕмĕрле районĕнчи «Комбинат» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекен арăмĕпе упăшки — Надеждăпа Андриян Концовсем — малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. Ку хутĕнче Андриян Николаевич турникрен 44 хут туртăнса тĕлĕнтерчĕ, анчах тракторпа япăхрах çÿрерĕ, йĕлтĕрпе чупассипе 20-мĕш вырăнпа çырлахрĕ. Полиатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ, республикăн нумай хут чемпионĕ А.Концов хальхинче Комсомольски районĕнчи С.Пыркина тата В.Яндрова, Муркаш тăрăхĕнчи Г.Черепанова тата Вăрнарти В.Тикинева выляса ярса пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕ. Хĕрарăм механизаторсен ушкăнĕнче чемпион ятне шкулта вĕреннĕ чухнех тракторпа туслашнă Муркашри Алена Никитина тивĕçрĕ. Вăрнарти Э.Чугунова — иккĕмĕш, Н.Концова виççĕмĕш результат кăтартрĕ.

Дояркăсен ушкăнĕнче те — çĕнĕ чемпионка. Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче темиçе хутчен малти вырăнсене йышăннă Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова хальхинче Етĕрне районĕнчи «Дружба» хуçалăхри Надежда Петровăна выляса ячĕ. Доярсен тупăшăвĕнчи малти виçĕ вырăна А.Политов /Вăрнар/, А.Степанов /Çĕрпÿ/ тата А.Михопаров /Хĕрлĕ Чутай/ йышăнчĕç.

Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче те кăсăклă самантсем пулчĕç. Арçынсен хушшинче хăйсен виçисенче ял спорт вăййисен чемпионĕн ятне Елчĕк районĕн каччисем Андрей Кузнецов, Василий Кириллов, Николай Петров, Йĕпреç районĕнчи Иван Майоров, Шăмăршăри 46 çулти Константин Кусаинов, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Михаил Прокопьев, Леонид Ярадов тата Николай Борисов çĕнсе илчĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче чи вăйлисен ятне Ольга Пашкова /Йĕпреç/, Анастасия Барминова /Муркаш/, Людмила Вениаминова /Етĕрне/ тата Светлана Сандыркина /Патăрьел/ тивĕçрĕç. «Тимĕр вăййине» юратакансен тупăшăвĕнче Елчĕк районĕн команди хастар пулаканччĕ. Хальхинче — тăваттăмĕш вырăнта кăна. 1-3-мĕш вырăнсене Йĕпреç, Патăрьел тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен пăхаттирĕсем йышăнчĕç.

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче иртнĕ çулхисенчи пекех — Муркаш районĕн, полиатлонистсен тупăшăвĕнче Йĕпреç районĕн командисем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Шахматистсемпе шашкăлла вылякансен турнирĕсенче Шупашкар районĕн туслă командисем çĕнтерчĕç.

Спорт çемйисен ăмăртăвĕсенче амăшĕсемпе ашшĕсем тата вĕсен вунтăватă çултан кĕçĕнрех ачисем хăйсен ăсталăхне йĕлтĕрпе чупса, дартс вăййинче тата эстафетăра кăтартмалла. Кăсăклă тупăшура Вăрнар районĕн чысне пилĕк çул ытла Мăньял Хапăс ялĕнчи Тикиневсен çемйи хÿтĕлет. Çемье командине ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Юрий Александрович хатĕрлет. Вăл, унăн мăшăрĕ Надежда Владимировна тата вĕсен хĕрĕ Валя ылтăн медаль çĕнсе илчĕç. Пĕрремĕш вырăнсене çавăн пекех Хĕрлĕ Чутайри Мурайкинсен, Канаш районĕнчи Павловсен, Йĕпреç тăрăхĕнчи Ефремовсен çемйисем тивĕçрĕç.

Кăçалччен республикăри хĕллехи ял спорт вăййисен программинче хоккей та пурччĕ. Вĕсен турнирĕ кашни уявах илемлетет. Юлашки çулсенче Етĕрне, Йĕпреç, Патăрьел тата ытти хăшпĕр районти ялсенче хоккейла выляççĕ. Шел те, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче хоккейла вылясси хисепре мар курăнать.

Юлашки вунăçуллăхра республикăри хĕллехи ял спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕсенче Ял хуçалăх министерствин тĕп парнине Йĕпреç районĕн спортсменĕсем ытларах çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле зачетра Йĕпреçсем хальхинче те пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Вăрнар, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай тата Канаш районĕсем — 2-5-мĕш вырăнсенче. Шел те, Шăмăршă, Вăрмар, Куславкка, Комсомольски тата Элĕк районĕсем хĕллехи спорт сезонне япăх кăтартусемпе вĕçлеççĕ.

Петр СИДОРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.