Пирĕн куракансем чунпа ăшăрах

21 Фев, 2017

Ялта ÿссе çитĕннĕ çыншăн балет чăннипех асамлă тĕнче пек туйăнать. Халăх ташшисене е гимнастикăпа акробатикăна вăл "сăмсана чикме" май тупнă-ха темелле, балет вара пирĕншĕн пурнăçланма пултарайман ĕмĕт шутланнă. Çавăнпа телекуравпа кăтартакан "Акăш кÿллине" /"Лебединое озеро"/ е "Жизеле", ыттине киленсе пăхаттăмăр. Тем пек тăрăшсан та унти балеринăсем пек хусканусем тăваймастăмăр, çавна май тата ытларах кăсăклантаратчĕ çак искусство.

Чăвашра вăл аталанма пуçланăранпа шăпах çур ĕмĕр çитрĕ. 1966 çулта Ленинградри хореографи училищинче пĕлÿ илнĕ чăваш ачисем музыка театрне таврăннă, куракансене хăйсен пĕрремĕш ĕçĕпе — "Жизель" балетпа /А.Адан/ — паллаштарнă. Çакăн хыççăн республикăри темиçе ăру çак искусствăпа киленсе çитĕннĕ. Халĕ Чăваш Ен ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе Шупашкар çыннисене кăна мар, тĕнчене тĕлĕнтереççĕ. Çакна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балет труппи юлашки вăхăтра çулленех Европăна гастроле кайса килни лайăх çирĕплетет. Кăçалхи кăрлач вĕçĕнче вăл черетлĕ çулçÿреврен таврăнчĕ. Гастрольти тата театрти ĕç-пуç пирки балет труппин пултарулăх ертÿçипе, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕпе Данил Салимбаевпа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Данил Вахаджанович, эсир Шупашкарта ĕçлеме пуçланăранпа пилĕк çул çитрĕ. Унччен ăçта пулнă, хăш театрта ташланă? Вулаканăмăрсене хăвăрпа тĕплĕнрех паллаштарсамăрччĕ.

— Эпĕ балет династийĕнче çуралса ÿснĕ. Аттепе анне балет артисчĕсем пулнă, кайран — балетмейстерсем. Тĕрлĕ хулара ĕçлесе пурăннă. Атте Чулхулари оперăпа балет театрĕнче тĕп балетмейстерта çичĕ çул ĕçленĕ, унта лартнă "Любовью за любовь" спектакльшĕн Патшалăх премине тивĕçнĕ. Çывăх тăванăм халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Анне вара халĕ те Пермьре педагог-репетиторта вăй хурать.

— Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени сирĕн пиркиех пулса тухать. Ăсталăха ăçта туптанă?

— Пермьри хореографи училищинче. Унти П.Чайковский ячĕллĕ оперăпа балет театрĕнче ташларăм. Каярах Питĕре куçрăм, Михайловка театрĕнче ĕçлерĕм. А.Ваганова ячĕллĕ Вырăс балечĕн академийĕн балетмейстер уйрăмне /РСФСР халăх артисчĕн Николай Боярчиков профессор класне/ пĕтертĕм. Санкт-Петербургри Н.Римский-Корсаков ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн оперăпа балет театрĕн балет труппин директорĕ те, çамрăк хореографсен Ф.Лопухов ячĕллĕ виççĕмĕш уçă конкурсĕн ĕç тăвакан директорĕ те пултăм. Мариинка, Михайловка тата çĕршыври хореографи шкулĕсемпе театрĕсенче 50 ытла концерт номерĕ лартнă.

— Шупашкара мĕнле майпа лекнĕ?

— Балет фестивалĕ валли спектакль лартма тивнĕччĕ. Унтан ĕçе чĕнчĕç.

— Питĕр хыççăн Шупашкара... кичем пулмарĕ-и?

— Ĕçсĕр çынна кăна кирек ăçта та кичем пулĕ. Отпуск вăхăтĕнче Нева çинчи хулана таврăнатпăр, унта пирĕн хваттер пур, Шупашкарти симĕс йывăçсемшĕн чăннипех тунсăхлатпăр. Сăмах май, мăшăрăм та, Юлия Рункина, ташăçă, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солистки. Аслă хĕрĕм Питĕрте институтра вĕренет. Çук, балеринăна мар, драма актриси пуласшăн. Кĕçĕнни Агата пиллĕкре çеç-ха, ача садне çÿрет.

— Чăвашри ĕçе мĕнрен пуçларăр, çивĕч ыйтусем пурччĕ-и?

— Шанчăклă, чăн-чăн труппа йĕркелеме 5-7 çул кирлĕ. Эпĕ кунта килнĕ чухне ташлакан 8 каччă тата 18 хĕр пулнă. Халĕ труппăра — 46 çын, çав шутра арçынсем — 18. Эпĕ ăрусен ылмашăнăвне çаклантăм, чылайăшĕ, пултарулли, чаплăрах театрсене тухса кайнăччĕ. Хореографи училищине хупнăччĕ. Пĕрремĕш тапхăрта йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе ытларах ĕçлеме тиврĕ. Шупашкара ĕçлеме чĕнекен ташăçсенчен чылайăшĕ унта аталанма май çук теме пăхатчĕ. Халĕ акă хăйсем килес тесе театр ертÿлĕхĕ патне тухаççĕ.

— Хăш спектакльсене лартма мехел çитертĕр?

— Пĕрремĕш спектакль "Труффальдино. Слуга двух господ" пулчĕ, унтан — "Кармина Бурана", "Спящая красавица" ĕçсем, иртнĕ çул вĕçĕнче "Золушка" тухрĕ. Малтанхи темиçе спектакле çĕнетсе кăлартăмăр.

— Сăмахăмăра чикĕ леш енчи гастроль çине куçарар-ха. Хăçантанпа инçе çула тухма пуçланă?

— 2012 çултанпа. Ытларах Германи, Австри тăрăх çÿренĕ эпир. "Щелкунчик", "Лебединое озеро", "Спящая красавица", "Золушка" ĕçсене илсе кайрăмăр. Малтанхинче импресарио пирĕн пултарулăх пирки иккĕленнĕ-ши, çавăнпа спектакльсене стадионсенче, спорт комплексĕсенче, клубсенче йĕркеленĕччĕ. Кăçал вара уйăх çурăна тăсăлнă гастрольти ĕçсене пурне те театр сценисем çинче кăтартрăмăр. Чи малтанах Берлинта йышăнчĕç. Аншлаг пулчĕ. Ытти чухне унта ĕçлесе пурăнакан юлташсене спектакльсене йыхрав билечĕпе кĕртеттĕм, кăçал вара хушма пукан лартма тиврĕ. Германире, Лихтенштейнра тата Австрире пурĕ 50 ытла спектакль кăтартрăмăр.

— Кунти тата чикĕ леш енчи куракан... Уйрăмлăх пур-и?

— Паллах. Пирĕн куракансем чунпа ăшăрах. Нимĕçсем туйăма ытлашши палăртмаççĕ. Паллах, пирĕн ташăçăсене лайăх йышăнчĕç, алă çупрĕç, "Маттур!" тесе те кăшкăрчĕç, çапах та вĕсем "чикĕ" мĕнне пĕлеççĕ. Ĕнер хамăрăн театрта "Золушкăна" кăтартрăмăр, пирĕннисем чунра мĕн пуррине çийĕнчех палăртма тăрăшрĕç, спектакль пынă вăхăтрах алă çупса тав турĕç, вĕçленсен те артистсене сцена çинчен час ямарĕç.

— Ака уйăхĕнче йăлана кĕнĕ балет фестивалĕ иртĕ. Мĕнпе савăнтарĕ вăл хальхинче?

— Ăна чăваш балечĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнине халаллатпăр. Телее, театрта малтанхи ушкăнри ташăçăсем те ĕçлеççĕ-ха. Вĕсем — Чăваш халăх артистки, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Галина Васильева, Чăваш халăх артисчĕ Юрий Свинцов.

Фестивале пĕрремĕшсен пĕрремĕш ĕçĕпе — "Жизель" оперăпа — уçасшăн. Çавна май ăна тепĕр хут çĕнетсе "тасатасшăн". Малтанхи тум та кивелнĕ ĕнтĕ. Тĕп партисене пирĕннисемпе пĕрле Пысăк, Мариинка, Михайловка театрĕсен солисчĕсем ташлĕç.

Сезон вĕçлениччен çавăн пекех пултарулăх каçĕсем те иртĕç. Сăмахран, Анастасийăпа Дмитрий Абрамовсем, Анна Серегина пысăк сцена çине тухнăранпа 10 çул çитнине паллă тăвĕç. Марианна тата Андрей Субботинсен те хăйнеевĕрлĕ юбилей пулĕ.

Надежда ГЕОРГИЕВА

калаçнă

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.