Ах, ачам...

18 Фев, 2017

Нумай амăшĕ пекех эпĕ те хамăн телее ачара тупрăм, ĕмĕтсене те унпах çыхăнтартăм. Ăна пĕчĕкрен лайăххипе япăххине уйăрма, ĕçе хăнăхтарма ăнтăлтăм. Анчах яланах эпир палăртнă пек пулмасть çав. Тепĕр чухне хавшакрах ача та çуралать. Апла пулин те ашшĕ-амăшĕн яваплăх туйăмне çухатмалла мар. Ачан шăпи паллă мар пулин те аслисен унăн пурнăçĕшĕн кĕрешмелле.

Мĕнле пулсан та ачапа уçă сывлăшра ытларах пулмалла. Çакă кĕлеткене çирĕплетме пулăшать çеç мар, тавралăха сăнаса унпа киленме те хăнăхтарать. Пепкен сисĕм-туйăм тĕнчи вăрантăр. Çутçанталăк илемĕ тем тесен те вăй-хăват хушать.

Ывăлăм ыттисенчен уйрăлса тăнишĕн малтан чунран кулянтăм-ха, çапах вăл ÿснĕçемĕн пурнăç çине йывăррăн пăхма ан хăнăхтăр тесе йывăрлăхĕсене пайлама ăнтăлтăм. Анчах тимлĕх çителĕклех уйăртăм пулин те унăн ыйтăвĕсене пĕччен татса пама пултараймасса туйрăм. Айккинчен пулăшу кирлехчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ — амăшĕ — халтан кайнăччĕ, тĕрекĕм çукчĕ.

Турра шĕкĕр, çул çинче лайăх çынсем тĕл пулчĕç. Ача-пăча поликлиникинче тухтăрпа паллашрăм. Çемьери лару-тăрăва ăна тĕплĕн каласа патăм. Манăн хуравсенчен вăл чир пуçламăшĕн сăлтавне тупма тăрăшрĕ. Сиплемелли майсене палăртнă май психотерапи сеансĕсем кирлине систерчĕ.

Вăхăт иртрĕ. Ачам вăхăт çитсен те чĕлхе туянма васкамарĕ. Калаçма пуçласан та сăмахĕсем пăлханчăк тухрĕç. Шкула кайма вăхăт çитсен унта çÿреме кăмăлĕ çуккине каларĕ. Ăшă сăмахпа хавхалантарса йывăррăн пулин те ÿкĕте кĕртнĕччĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта кĕçĕн класра вĕреннĕ май тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупайманран /ютшăнатчĕ/ тухтăр сĕнĕвĕпе ятарлă шкулах куçарма тиврĕ. Кайран та, аслă класра, çывăхри шкулсенче ăс пухакан ачасемпе хутшăнасшăн пулмарĕ. Психиатр ачана пĕччен хальлĕн вĕренмелли справка туса пачĕ. Каярах каллех ятарлă шкулах каймалла пулчĕ.

Ачана сусăр тесе йышăнас пулсан кунпа килĕшме сĕнчĕ психиатр. Çакă пурлăх енчен çăмăллăх çеç кÿрессе ĕнентерчĕ. Сăмахран, ачана капăртарах тумлантарма та май пур ун пек. Пуç мимине ĕçлеттерекен усăллă апат-çимĕç хатĕрлеме те ансатрах. Пурте çителĕклĕ шалу илеймеççĕ вĕт. Пушшех те, чирлĕ ача амăшĕн ытларах килте ларма тивет.

Людмила Николаевна пĕтĕмлетнĕ тăрăх, ывăлăн нерв тытăмĕ хавшакрах. Йывăр лару-тăруран хÿтĕлеймерĕм çав... Хирĕçÿ-харкашусăр çемьере ÿснĕ ачасем сăпайлăрах, ăслăрах çитĕннине илтнĕччĕ.

Ывăл чĕмсĕр те хăюсăр пулнă пирки чунĕ ĕмĕрлĕх аманса юласран шиклентĕм. Кăмăл-туйăмне çывăх çынна та пулин уçма вĕрентĕр тесе ытларах унпа пулма тăрăшрăм.

Халĕ ывăл 8 класра вĕренет. Вĕренÿре хам пулăшмасăр ĕлкĕрсе пыраймасть. Анчах тантăшĕсемпе хутшăнни те, парта хушшинче хăйне лăпкă тытма пултарни те савăнтарать мана. Вĕрентекене итлемеллине, хушнине пурнăçлама тивнине, шкул хыççăн малалла вĕренмеллине халех ăнлантаратăп. Малтанлăха 9 класс пĕтернине çирĕплетекен аттестат кирлĕ-ха. Ывăла хăйĕн вăй-халне шанмаллине, çынпа хутшăнса пурăнмаллине те тăтăшах çирĕплететĕп. Пурнăçăн чăнлăхне ăшне хывма та тăрăшатăп. Кĕнеке вуламаллине, çакă ăс-тăна аталантарнине те тăтăшах аса илтеретĕп. Пĕчĕккĕн пулса пырать пек...

Психиатр патне кайма, йывăрлăха уçма, пулăшу ыйтма пачах шикленмелле мар тесшĕн эпĕ. Вăл чăнлăхпа çыхăнăва çухатасран пулăшать. Ним тума пĕлмесĕр аптранă вăхăтра çул кăтартать.

Елена НИКОЛАЕВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.