Амăшне пепки кирлĕ пулман
Кăçалхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрмар район сучĕ 27 çулти хĕрарăма икĕ çулти ывăлĕ тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă.
Тăвай район администрацийĕ район прокуратурине ыйтупа тухнă, ачине пăхман амăшне ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма, ăна алимент тÿлеттермелле тума ыйтнă.
Суд ларăвĕнче палăртнă тăрăх, амăшĕ кăкăр ачине пăхассишĕн пачах та талпăнман. Пушшех те, çак тивĕçĕнчен май пур таран пăрăнннă та. Ĕçлеменскер киревсĕр пурнăçпа киленнĕ. Эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхнĕренех ача сывлăхĕпе пурнăçĕ те темиçе хутчен те хăрушлăхра пулнă.
Тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне те унăн килĕнче тăтăшах тирпейсĕрлĕх хуçаланнă, урайĕнче пирус тĕпĕсем выртнă. Ача валли апат та пулман, таса кĕпе-йĕм те... Ывăлĕн хуралнă кипкисене те улăштарман вăл. Кил умĕнче те пĕрмай эрех-сăра пушă кĕленчи йăваланнă.
Ачине пăхас тивĕçне пурнăçламаншăн районти çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси ăна виçĕ хутчен те штраф тÿлеттермелле туса административлă явап тыттарнă, хĕрарăм тыткаларăшĕ пирки пĕрре мар калаçнă. Анчах амăшĕ хăнк та туман.
2015 çулти çĕртме уйăхĕнче хĕрарăм ачине больницăра пĕчченех пăрахса хăварнă, каçхине хăй ÿсĕр таврăннă. Ку кăна çитмен — кăшкăрма, вăрçăнма тытăннă, ачи хăйне япăх туйнине пăхмасăрах больницăран кăларма ыйтнă.
Çакăн хыççăн ачана амăшĕнчен илсе ача çуртне вырнаçтарнă. 2015 çулхи авăн уйăхĕнчи суд йышăнăвĕпе унăн ашшĕ-амăшĕн правине чакарнă. Суд ăна тÿрленме шанăç панă.
Çак тапхăрта вăл йĕркене кĕме пултарнă, ачине ÿстерсе воспитани парас ыйтăва та тишкерейнĕ. Анчах хĕрарăм кирлĕ пĕтĕмлетÿ туман. Опекăпа попечительство органĕсенчен те тарса çÿренĕ. Малтанхиллех эрех-сăра ĕçсе пурнăçпа киленнĕ. 1,5 çулталăкри ачипе те пĕрре те кăсăкланман. Вăл ăçта пурăннине пĕлме те ăнтăлман.
Район прокурорĕ хĕрарăма ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтармалла тесе палăртнине, администраци те çакнах ыйтнине шута илсе суд 27-ри хĕрарăма ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарса ун тĕлĕшпе алимент тÿлемелле тума йышăннă.
Оксана ЯСТРЕБОВА,
Тăвай район прокурорĕ.
Комментировать