Чăваш эстрадине çĕнĕ варкăш кĕртнĕ Фарида

17 Фев, 2017

Питĕ кĕске тапхăртах пĕтĕм чăваш халăхĕ паллакан пулчĕ ăна. Паллакан пулчĕ кăна та мар, куракан-итлекен юратăвне вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, чуна пырса тивекен тарăн шухăшлă юррисемпе çĕнсе илчĕ. Юрă валли кашни сăвва тĕплĕ суйлакан юрăçăн сасси те хăйнеевĕр, вăл таçтан шалтан сăмахăн-сăмахăн хускалса тухса куракан ăсне пырса тивет, иртнине вĕçĕ-хĕррисĕр шухăшсен авăрне путарса аса илтерет, пурнăç ыйтăвĕсене куç умне яр уççăн кăларса асаплантарать, çав вăхăтрах хавхалантарса çÿл тÿпене ăмăрткайăкла вĕçтерсе хăпартать, ырă та çутă малашлăха ĕненме вăй-хăват хушать. «Хыпар» тĕпелĕнче паян — чăваш эстрадине çĕнĕ варкăш илсе кĕртнĕ, халăхра ырă ят-сум çĕнсе илнĕ Фарида. Мĕнле хаклать вăл хальхи чăваш культурине? Мĕнлерех тĕллевсемпе пурăнать?..

Виçĕ çулта — тăватă альбом

 

— Фарида, иртнĕ çул вĕçĕнче эсĕ «Татар-информ» информаци агентствин ыйтăвĕсене тĕплĕ хуравларăн, чăваш культури, эстрадипе чĕлхи çинчен питĕ кăмăллăн каласа кăтартрăн, репертуарунти «Самана» юрра акапелла юрларăн. Питĕ пысăк тав сана куншăн! Журналистăн хăш ыйтăвĕ асра юлчĕ?

— Пĕтĕм калаçу кăмăла килчĕ, ыйтăвĕсем кăсăклă пулчĕç. Видеоинтервьюпа Интернет урлă паллашнисем ăна хĕрÿ сÿтсе явма пуçларĕç. Паянхи кун та комментарисем çыраççĕ. Журналист эпĕ мĕншĕн тутар эстрадинче юрламаннипе интересленчĕ. Икĕ эстрадăра пĕр харăс аталанма çук, Чăваш Ене килĕштертĕм. Чăваш эстради мана лайăх йышăнчĕ, кураканăмсен йышĕ те часах çирĕпленчĕ. Çавăнпа чăваш халăхĕ умĕнче пуçăма таятăп.

— Чăваш эстрадине çил хăвăртлăхĕпе вĕçсе кĕнĕренпе виçĕ çул кăна хыçа юлчĕ-ха, çапах та хальхи кăмăл-туйăма ун чухнехипе танлаштарсамччĕ. Уйрăмлăх пысăк-и?

— Чи малтанах пултараятăп-ши тесе шухăшлаттăм, чăваш ачисемпе чăвашла калаçса ÿснĕ пулин те тăванлă халăх юррисене нумай çул юрламаннипе иккĕленÿ туйăмĕ самаях амаланнăччĕ. Репертуар хатĕрлемелле, çĕнĕ юрăсем хайламалла. Этемĕн кашни утăма тĕплĕ шухăшласа тумаллине асра тытса сăвăсене тĕрлĕ енлĕн виçсе-хакласа суйлама тытăнтăм. Ĕçлесе кайрăм — виçĕ çулта тăватă альбом тухрĕ. Малашне те лайăх сăвăсенчен лайăх юрăсем хатĕрлесчĕ. Кашни юррăм халăх кăмăлне тивĕçтертĕр. Концертсене çÿрекен нумайланнă май яваплăхăм та ÿсрĕ. Халĕ хамран тата ытларах ыйтатăп.

— Юррусем халăх кăмăлне тивĕçтереççĕ, ахальтен-им концертусене лăк тулли зал пухăнать? Куракансем кашни юрă хыççăн ытама кĕми чечек çыххи тухса параççĕ. Хăвна вăрттăн тем пăшăлтатнине те сăнама тивет пултарулăх каçĕсенче. Куракансем мĕн калаççĕ?

— Муркашра пултăмăр. Çанталăк питĕ япăхчĕ: çил-тăман кустарать, çулсем пăрлак. Халăх ниме пăхмасăр пухăннă. Нина аппа та /Фаридан пултарулăхне кăмăллакан кинемей, Шупашкарта иртекен пĕр концертран та юлмасть — авт./ больницăран тин кăна тухнă пулин те концерта пынă. «Ватлăхра çак хĕре, çак йăпанăçа тупрăм», — тет. Пĕлетĕр-и: унран ăшă та ырă хумсем килеççĕ... Ĕнер те шăнкăрав янăрарĕ. Телефон номерне ăçтан тупнă — пĕлместĕп. Сассине илтсен 80 çултан иртнĕ пек туйăнчĕ. Ватă хĕрарăм хăй йывăр чирленине, юррăмсем çеç пурăнма хавхалантарнине каларĕ, ырă сунчĕ. Вăл кăна мар, ыттисем те манăн юрăсенче «Турă» сăмах тăтăш тĕл пулнине асăрхаççĕ, çакă килĕшнине палăртаççĕ.

— Анчах кураканусен йышĕнче православи тĕнне пăхăнса пурăнакан ытларах. Хăв вара — мăсăльман хĕрĕ, сирĕн турри те — урăх. Юррусенчи «Турă» сăмаха еплерех кăмăлпа юрлатăн? Çав самантсенче чунунта мĕнле туйăмсем хуçаланаççĕ?

— Маншăн урăх турă ниепле те пулма пултараймасть. Турă пĕрре кăна. Вăл маншăн — çут çанталăка, пĕтĕм тĕнчене тытса тăракан, пурнăç паракан ырă хăват. Çав сăваплă вăй кураканăмсемпе итлекенĕмсене те хальхи çăмăл мар пурнăçра вăй парса тăнине шанса тăратăп.

 

Халăхсен туслăхне çирĕплетме

— Шупашкарти концертсенче чăвашла, тутарла, вырăсла юрлатăн. Куракансен йышĕнче те çак виçĕ халăх çынни ытларах. Çавна май эстрадăри тĕллевÿ те, ыттисеннипе танлаштарсан, пархатарлăрах пек туйăнать: эсĕ кÿршĕллĕ пурăнакан халăхсен туслăхне çирĕплетме килнĕ.

— Чăваш концерчĕсене чăвашсем пурпĕрех йышлăнрах çÿреççĕ. Юлашки вăхăтра Комсомольски, Патăрьел районĕсенче, Тутарстанри Пăва районĕсенче лартнă концертсенче тутарсене ытларах та ытларах асăрхатăп. Манăн пултарулăхăм халăхсене туслă пурăнма çул уçнине шанатăп. Чăвашла ытларах юрланăран тутарсенчен: «Мĕн те пулин ăнлантăр-и?» — тесе ыйтатăп. «Ăспа-тăнпа ăнкарса çитереймесен те чунпа ăнланатпăр», — хуравлаççĕ вĕсем. Ăшран тухакан туйăмсене чĕре сăмахсен пĕлтерĕшне ăнкармасăрах лайăх туять. Вырăсла мĕншĕн юрлас мар? Вырăсла пĕлнĕренех тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕр-пĕрне ăнланма пултарать. Куншăн савăнмалла пирĕн.

— Фарида, репертуарунти кашни юрру — ахах пĕрчи. Валерий Раштав, Альбина Юрату, Василий Шихранов сăввисене кĕвве хыватăн. Вĕсем çеç кăмăлна тивĕçтереççĕ-им?

— Сăвă вĕçне çитиччен вуламасăрах килĕшме пултарать, хăшпĕр чухне пирвайхи йĕркиех чуна тыткăнлать. Акă пĕррехинче Альбина Юрату «Пурнăç çулĕ» сăввине ярса пачĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «Çын ку тĕнчере хăналăх çеç Саманан сакки пулсан та сарлака, Пурнăç çулĕ юплĕ — мĕн теес? Пурнăç пахчинчи çĕр пирĕн пĕр лапка». Питĕ салху сăвă. Ăна вуласанах хурланса кайрăм, куççуль те капланчĕ. Çийĕнчех ун валли кĕвĕ çуралчĕ. Юрра халăх умне кăлартăм. Зал шăп итлесе ларать. Ахăртнех, куççульленекенсем те пур. Шухăшлатăп: ахаль те пурнăç çăмăл мар, халăха кун пек юрăсем кирлех-ши? Кирлех иккен. Нумаях пулмасть Етĕрнере пултăм, концерт хыççăн икĕ хĕрарăм пычĕ те: «Мĕншĕн «Телей кайăкĕ» юрра шăрантармарăр? Ыран тата килĕпĕр, юрлăр-ха», — терĕ. Эпир ку тĕнчере хăнара анчах иккенне пурте пĕлетпĕр, çавăнпа кашнинех çынна ытларах ырă тума тăрăшмаллине, пархатарлă тĕллевсене пурнăçа кĕртмеллине аса илтерни вырăнлă. Юррăн шухăшĕ çакă! Сăвă авторĕсем пирки калас пулсан, хăйсен лирика хайлавĕсене сĕнекен йышлă, вĕсен хушшинче профессионалсем те пур. Анчах хальлĕхе эпĕ çак поэтсемпе кăмăлтан ĕçлетĕп. Вĕсем пурте пурнăçăн хура-шурне курнă, ăраскал мĕнне лайăх ăнланаççĕ. Малашне, тен, çĕнĕ авторсем те хушăнĕç?

— Пултарулăх çыннисем тĕр­лĕ­­­рен: хăшĕсем чунра савăк кăмăл хуçа­лан­нă чухне хайлавсем шăр­çалаç­çĕ, теприсем — хурлăхлă самант­­сенче. Кĕвĕсем хăçан çура­лаççĕ?

— Кăмăл пусăрăнчăк пулсан кĕвĕ хайлама лармастăп та. Сăвă хурлăхлă пулсан та кĕвве савăнăçлă туйăмпа çырмалла, мĕншĕн тесен тунсăха та куракан патне çăмăллăн илсе çитермелле. Манăн кăмăл ялан тенĕ пекех çĕкленÿллĕ — ку йăлтах хамăртан килет-çке. Кĕвĕ хăçан çуралать тетĕр-и? Вăл пĕр кĕтмен-шухăшламан çĕртен килет. Сăмахран, гардеробри тумсене тăхăнса пăхнă чухне. Пĕр-пĕр çи-пуçа уртса яратăп кăна — пуçа кĕвĕ сăрхăнса кĕрет. Часрах ларса çыратăп. «Хамăнах-ши е урăх композитор кĕвви вĕçсе кĕчĕ-ши?» — тесе тишкеретĕп. Хамăнах иккен. Е тата машинăра чÿречерен тавралăха пăхса пынă самантра кĕвĕ тĕвĕленет.

 

Наци тумне тăхăнĕ-и?

— «Çÿл тÿпере миçе çут çăлтăр, Анлă тинĕсре миçе тумлам — Çавăн чухлĕ кăшт та ывăнмасăр Чуп тăвасчĕ çепĕç тутунтан», — Валерий Раштав сăввипе хайланă юрра Стас Владимировпа иксĕр шăрантаратăр. Ку дуэтшăн эсир 2014 çулта ЮТВ премине те тивĕçнĕччĕ.

— Хĕрарăмпа арçын хутшăнăвне, черчен те асаплă туйăмĕсене дуэт урлă уçса пама, куракан чунне витерме, паллах, çăмăлрах. Ку юрра халăх питĕ кĕтет. Анчах пĕр юрăшăн тава тивĕçлĕ артиста районсене пĕрле ялан илсе çÿрейместĕн. Шел те, дуэт икĕ юрăçа çыхăнтарса хурать, çавăнпа иккĕн юрлассипе ытлашши иртĕхме çук.

— Эсĕ чăвашла юрлатăн-ха, анчах тумусенче чăвашлăх палăрсах каймасть. Çитес вăхăтра сцена çине пирĕн наци çи-пуçне тăхăнса тухма кăмăл пур-и?

— Тутар наци тумне халăх юррисене шăрантаракан юрăçсем тата фольклор ушкăнĕсем çеç тăхăнаççĕ. Чăваш Ене килсен пачах урăх ÿкерчĕк куç умне тухса тăчĕ: çап-çамрăк юрăçсемех сцена çине чăваш тумĕпе тухаççĕ. Хăйсен юрламалăх юрри те çук, пĕрре-иккĕ кăна. Е тата куракан умне сумлă тумпа тухса çăмăл шухăшлă юрă шăрантараççĕ. Манăн шухăшпа, халăх тумне тăхăнасси — калама çук пысăк яваплăх. Чи малтанах юрăçăн ăна тăхăнма тивĕç пулмалла, çакна ăспа-тăнпа, чунпа-чĕрепе ăнланса илмелле. Кашни юрăç сцена наци тумĕпе тухни унăн пĕлтерĕшне ÿстермест. Сцена çине тин çеç тухнă çав чиперукран кĕпи çинчен эреш мĕне пĕлтернине ыйтăр-ха — ахăртнех, вăл хуравне пĕлмест те. Наци тумĕн кашни тĕрринче халăхăн йывăр кун-çулĕ, хурлăхĕпе асапĕ, савăнăçĕпе телейĕ сăнланнă. Хальлĕхе эпĕ чăваш тумне тăхăнма чунпа-ăспа хатĕрленсе çитмен. Унччен манăн чăваш халăхĕшĕн, эстрадишĕн пайтах ĕçлемелле-ха. Хальхи сцена çинче хĕрлĕпе шурă тĕс питĕ нумай, çут çанталăкра вара ку тĕссем çеç мар-çке. Хĕвел, шурăмпуç, чĕрĕлĕхе кăтартакан çуркунне тĕсĕсене те кăтартас килет манăн.

— Эсĕ çут çанталăкра пур тĕссене кăтартатăн та: пĕр концертрах питĕ нумай тум улăштаратăн. Йăлтах пĕр дизайнер патĕнче çĕлеттеретĕн-и?

— Шупашкарта ку енĕпе питĕ лайăх ăстасем пур. Маргарита Дуброва нумай çи-пуç çĕлерĕ. Халĕ урăх дизайнерпа тачă çыхăнса ĕçлетĕп. Кашни тумах питĕ тĕплĕ калаçса хатĕрлетпĕр.

— Пытарма кирлĕ мар: Фари­да концерчĕсем ытти чылай юрă­çăн­нинчен уйрăлса тăраççĕ: сценари пуянлăхĕпе тата хăйнеевĕрлĕхĕпе, сцена капăрлăхĕпе...

— Кашни куракан концерт хыççăн киле тулли кăмăлпа таврăнтăр тесе тăрăшатпăр. Паллах, çак тĕллевпе режиссера, ертÿçе, ытти специалиста программа хатĕрлеме явăçтаратпăр.

— Фарида, хальхи чăваш культуришĕн нумай ĕç тăватăн, сумлă ятсене те çывăх вăхăтрах тивĕçмелле пултăр!

— Тавах ырă сăмахсемшĕн.

Дмитрий МОИСЕЕВ калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.