Шăнман пăр çине лартайса хăвараççĕ

17 Фев, 2017

Ют укçана хăйсен тумашкăн ултавçăсем мĕнле кăна мелпе усă курмаççĕ! Вĕсен фантазине Уголовлă кодексăн хаяр санкцийĕсем те чараймаççĕ. Интернет аталаннă май ултавçăсем пушшех иртĕхеççĕ.

Суя чаршавĕ сирĕлнĕ

Пĕлтĕрхи çулла Вăрнар поселокĕн 26-ри çамрăкĕ хыпарсăр çухалнă. Мăшăрĕ, çывăх çыннисем хуйха ÿкнĕ. Арçын тин кăна Липецк облаçĕнчен таврăннă. Унта кайăк-кĕшĕк фабрикисенчен пĕринчен хур чĕпписем леçсе панă, инçетрен илсе килнĕ 340 пин тенке вара фабрикăна тавăрса паман. Ăна полици те шырама пуçланă ĕнтĕ, анчах темиçе кун иртсен çамрăк çын хăех тупăннă. Предприниматель ăнлантарнă тăрăх — укçаллăскере такамсем вăрласа кайнă, çавăнпа вăл канăçне çухатнă тăванĕсене нимĕн те пĕлтереймен.

Полицире арçын хăйне вăрласа кайнипе çыхăннă историе темиçе хут та каласа панă. Çапах ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн сотрудникĕсем ĕç-пуçпа тĕплĕнрех те тĕплĕнрех интересленнине кура унăн кăмăл çирĕплĕхĕ те чакса пынă. Хăй каланă тăрăх — унăн ГАЗ-2217 автомобильне Вăрнар районĕнче азиат сăнлă палламан икĕ арçын чарнă. Пистолетпа хăратса Мускавалла çул тытма хистенĕ. Кайран вара машинăна Владимир облаçĕнче çунтарса янă-мĕн...

Çак "юмах" çулçÿревçе хăйне ĕненмелле пек туйăннă пуль. Анчах оперативниксем пăтăрмахлă историре пĕр-пĕрне хирĕçлекен самант нумаййине туйса сисчĕвленнĕ, арçынна полиграфпа усă курса тĕрĕсленме сĕннĕ. "Суя детекторĕ" сыщиксен иккĕленĕвне çирĕплетнĕ: арçын пĕтĕмпех шухăшласа кăларнă!

Вăл укçана хăйĕн нушисем валли тăкакласа пĕтернине, кайăк-кĕшĕк фабрикин ертÿçисене улталама шут тытнине йышăннă хыççăн ун пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕп хула полицийĕн 1-мĕш пайĕн следователĕ Любовь Богатырева каланă тăрăх — суеçĕ следстви ыйтнипе суд штрафĕпе кăна хăтăлса юлма та пултарнă. Анчах вăл суд ларăвне пыман. Кун хыççăн штраф пирки калаçу пулма та пултараймасть — преступлени пирки суйса пĕлтернĕшĕн саккунпа килĕшÿллĕн çирĕп яваплăх пулĕ.

Путин килет!

Шупашкар хĕрарăмĕ пĕлмен-туман çынсене укçа куçарса пама килĕшмен те — ăна Путин килессипех хăратнă. Чăн та, вăл ултавçăсене хăйĕн пĕтĕм укçине панă хыççăн кăна тăна кĕнĕ.

67 çулти пенсионерка телеэкран урлă сиплевçĕсем пулăшнипе сывалма шут тытнă. "Тÿрĕ" эфирта кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравланă. Инçетрен "сиплекен" Эльмира пулăшуçи ăна черете тăратнă. Тепĕр эрнерен вара чирлĕскер банк урлă укçа куçарса дистанци мелĕпе сиплев сеансĕсене йышăнма тытăннă. Айван хĕрарăм тĕрлĕ шут çине çур миллион тенкĕ ытла куçарнă. Ултавçăсем каялла темиçе хут ытларах тавăрса пама шантарнă-ха та... Машинăпа укçа та, чикĕ леш енче хатĕрленĕ амулет та пулать тенĕ. Эльмира ун патне Шупашкара килмешкĕн çула та тухнă-мĕн, анчах аварие лекнĕ те — çитеймен иккен. Палламан çынсем хĕрарăмран тата 200 пин тенке яхăн куçарса пама ыйтнă — "амулетшăн страховка илме". Унсăрăн тĕнче шайĕнчи хирĕçÿ-пăтăрмах пулассипе сехĕрлентернĕ. Куçаратчĕ те пуль, анчах çак вăхăт тĕлне хĕрарăмăн укçи пĕтнĕ çав. Çавна май темле "генерал" шăнкăравласа Путин килесси çинчен каласан та "сипленсе çитнĕ" çын укçа тÿлеме килĕшмен, полицирен пулăшу ыйтнă.

Шупашкар районĕнче пурăнакан 76 çулти кинемей те машинăпа укçа кĕтсе илеймен. Вăл радиопа илтсе "паллашнă" экстрасенс патĕнче темиçе çул "сипленнĕ" — ăна çур миллион тенке яхăн куçарса панă. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче вара ун патне "Раççей Финанс министерствин сотрудникĕ" шăнкăравланă. Кинемей темиçе çул укçа куçарса парса тăнă экстрасенс ултавçă пулнă иккен — çакăн çинчен пĕлтерсе тĕлĕнтернĕ. Çавна май халь ватă çынна вăл тăкакланă укçана процентсемпех тавăрса параççĕ. Анчах "инкассацишĕн" 30 пин тенкĕ куçармалла. Пенсионерка каллех банка чупнă — укçа куçарнă. Шел, унăн миллионĕсене тиенĕ инкассатор машини Чăваш Енри яла килмен.

Ку тĕслĕхсемпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн ултавлă тĕслĕхсене уçса парас енĕпе ĕçлекен пайĕн сотрудникĕсем республика тулашĕнче оперативлă мероприятисем ирттереççĕ.

Алăксем ПАИне илсе каяççĕ...

Шупашкарти икĕ фирма автоинспекцин Богдан Хмельницкий урамĕнчи çуртĕнчи алăксене улăштармашкăн "ПАИ саккасне" йышăннă та — пысăк çухату тÿснĕ.

Алăк-чÿрече сутакан, лартса паракан организацире телефон янăраса кайнă. Линин тепĕр вĕçĕнчи çын хăйĕнпе ЧР ШĔМĕн çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пайĕсенчен пĕрин пуçлăхĕн заместителĕ тесе паллаштарнă. Фирма ĕçĕпе интересленнĕ, "Богданкăри" çуртра икĕ теçетке алăка улăштармалли пирки пĕлтернĕ. Çакăн валли спонсор укçи пур-мĕн — 800 пин тенкĕ.

Тупăшлă саккасшăн савăнса кайнă гендиректор алăксене виçмешкĕн ПАИ управленине хăй пыма шантарнă. Пакунлă çын унăн ят-шывĕпе интересленнĕ — "пропуск хатĕрлесе хумашкăн кирлĕ". Çула май коньяк туянма ыйтнă: "Тĕрĕслевçĕсем килнĕ те — вĕсене хăналамалла..." Çавăн пекех вĕсен телефонĕсен шучĕсем çине 4 пин тенкĕ укçа хума ыйтнă. Предприниматель "ПАИри Сергей Николаевич" ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçланă.

Анчах управление çитнĕ те — унти дежурнăй "сире улталанă" тенине, кунта тĕрлĕ пурлăх сутăн илес енĕпе ĕçлекен нимĕнле пуçлăх та çуккине ниепле те ĕненесшĕн пулман. Паллах, шар курнăскерĕн автоинспекцире пÿлĕмсене юсамашкăн телефонпа шăнкăравласа саккас пама пултарайманнине чухламалла пулнă. Патшалăх учрежденийĕсенче кунашкал ĕçсене пурнăçламалли регламент çирĕп. Эппин, предпринимателе ултавçăсем шăнман пăр çине лартса хăварнă. Вăл телефон номерĕсем çине хывнă укçа Пушкăртстана кайнă — çав номерсене унта регистрациленĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.