Çуракине кĕтет ĕçчен

16 Фев, 2017

Çуркунне çывхарнă май хуçалăхсенче хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Акă Патăрьел районĕнчи "Батыревский" пĕрлешÿре те ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Тĕрĕссипе, механизаторсем техникăна хĕлĕпех юсанă. Çавна май культиваторсемпе сеялкăсене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Çав шутрах сÿресене те.

"Иртнĕ çул сеялкăсене тĕплĕн юсарăмăр пулсан кăçал культиваторсене черет çитрĕ, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе Федор Тарасов тĕп инженер. — Паллах, вĕсем çĕнĕ мар, хăш-пĕр деталь авăнса пĕтнĕччĕ. Вĕсене пурне те хулăн тимĕрпе улăштартăмăр. Мĕншĕн тесен ĕç вăхăтĕнче культиваторăн пĕр лаппи сиксе кайсанах вăрлăх шăтаслăхне чакарать. Çавăнпа та çак кăлтăксенчен чăн малтан хăтăлма тăрăшрăмăр. Паллах, хальхи вăхăтра çĕнни туянма та тăкаклă. Юсасан вара киввипе те ĕçлеме пулать".

Федор Александрович каланă тăрăх — халĕ 5 тракторист кашни кунах рейса тухать, тепĕр 5-ĕшĕ вара мастерскойĕнче тăрăшать. Вĕсемсĕр пуçне кунта токарь тата сварщик вăй хураççĕ. Юсав ĕçĕсем вĕçленсе пынине пĕлтерчĕ Николай Викторов инженер-механик. Çамрăксен опычĕ сахалрах пулсан та тăрăшни паха. "Вĕсем çуракине тухăçлă ирттерессишĕн вăй-халне шеллемеççĕ. Ара, кашни механизатор ака-суха пирки ĕмĕтленет-çке. Акă эпĕ, сăмахран, кăçал 41-мĕш çуракине ирттеретĕп çак хуçалăхра", – терĕ вăл.

Николай Владимирович "Батыревский" пĕрлешĕве хĕсметрен килнĕ хыççăн вырнаçнă. Çавăнтанпах унта вăй хурать. Вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларать.

Геннадий Жидков та чылай çул водительте ĕçленĕ. Халĕ сварщикре тăрăшать. Трактористсемшĕн вăл питĕ кирлĕ çын. Юрăхсăра тухнă детале те шăратса çыпăçтарать.

ДТ-75 тракторсене кĕркуннех юсанине пĕлтерчĕ тĕп инженер. Çавна май пурне те сÿтсе çĕнĕрен пуçтарнă механизаторсем, çитменлĕхсене, кăлтăксене пĕтернĕ. Кустăрмаллисем те юсавран тухнă. Вĕсене каярахпа çуса тасатаççĕ, сăрлаççĕ, техосмотра хатĕрлеççĕ.

Тракторсене çеç мар, ĕне выльăха курăк çулса çитермелли агрегата та тÿрлетме тытăннă, анчах саппас пайĕ çителĕксĕр иккен. Ăна саккас панă, вăл çитсенех юсав ĕçне малалла тăсма палăртрĕ Федор Тарасов.

Хăй çавăнтах хуçалăх кăçал выльăх апатне вĕтетекен агрегат тата К-700 трактор туянасси пирки каларĕ. Çĕрулми лартакан-кăларакан техникăна та /ют çĕршывра кăларнăскерсем\ хăйсемех юсаса тăнине пĕлтерчĕ.

"Пирĕн пата çамрăк механизаторсем килме пуçларĕç. Кăçал çеç йыша 3 яш хушăнчĕ, — савăнăçне манпа пайларĕ Федор Александрович. — Тем тесен те Мускав укçи тертлĕ-нушаллă пулас. Тăрăшсан вырăнта та аванах ĕçлесе илме май пур". Сăмах май, "Батыревский" пĕрлешÿ ĕçченсене ку тĕлĕшпе кÿрентермест.

Механизаторсенчен чи ватти — Валерий Раков /58 çулта\. Апла пулсан та хастарлăхпа, патварлăхпа палăрать вăл.

Паллах, вăрлăх хатĕрлес енĕпе те ĕлкĕрсе пырать асăннă хуçалăх. Пĕрчĕллĕ культурăсене кашни 2-3 çултан çĕнетме тăрăшаççĕ. Çĕрулми вăрлăхĕ хăйсен те çителĕклĕ. Унсăр пуçне элита йышшине туянма палăртнă. Кăçал та "иккĕмĕш çăкăра" 300 га кая лартасшăн мар. Анана вара кĕркуннех сухаласа хăварнă.

Тухăç ытларах вăрлăхран, юсавлă техникăран килнине лайăх ăнланаççĕ Патăрьелсем.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.