Пахча та тупăш кÿрет
Вăрман хуçалăхĕн питомникĕнче те вăл сахал мар калча ÿстернĕ. Унăн алли витĕр чăрăш, хыр, çăка, юман хунавĕсем тухнă. Халĕ те Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Галина Малова пĕр вĕçĕмсĕр калча çитĕнтерет, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, выльăх кăшманĕн вăрлăхне хатĕрлет. "Санран туянсан çимĕç тутлă пулать", — теççĕ ял çыннисем. Çавăнпа лавккана чупиччен вăрлăха унран илме тăрăшаççĕ.
Тăрăшуллă çемье
Галина Сергеевна паян вун çиччĕри çамрăк хĕр мар ĕнтĕ, вун икĕ çул каяллах тивĕçлĕ канăва тухнă. "Ара ватă тесе урамра алă усса лармалла-и? Чуна йăпатмалăх пахчаçимĕçе хамăн çитĕнтерес килет. Халĕ ĕлĕкхи пек нумай акмастпăр", — тет хĕрарăм.
Çамрăк чухне мăшăрĕпе пĕрле ĕç хыççăн пахчара чăннипех те пуç çĕклемесĕр тăрăшнă, пайтах пилĕк авнă. Тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерсе ывăлне çурт лартма пулăшнă. Икĕ хутлăскер паян инçетренех курăнса ларать. Малтан ку вырăнта ялти ватă мăшăр пурăннă, вĕсен ачи-пăчи пулман. "Кама парса хăварăпăр ĕнтĕ çĕре?" — тесен Галина Сергеевна икĕ ывăлĕ çинчен шухăшланă. Çакăн хыççăн ватăсене мĕн пурнăçран уйрăличченех пăхнă. Пĕри — 91-ре, тепри 72 çулта ĕмĕрлĕхех куç хупнине палăртрĕ вăл. Çĕнĕ çурт çĕкличчен çĕре ахаль вырттарать-и вара ĕçчен? 30 сотăй лаптăк çинче кишĕрпе хĕрлĕ кăшман ÿстернĕ. Мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Çавăн чухлĕ лаптăка çумкурăкран тасатасси мĕне тăрать! Питомникра калча çумласа ывăннă хыççăн килти пахчара халран кайиччен ĕçленĕ. Кăларнă чухне кăна тракторпа усă курнă. Пахчаçимĕç сутса тунă укçапа ăстасене пÿрт тăрри виттернине халĕ те астăвать хĕрарăм.
Паян çĕнĕ çуртра ывăлĕ хăйĕн çемйипе пурăнать. Мăшăр ир пуçласа каçченех хулара ĕçленĕрен сăвакан икĕ ĕнене, ытти выльăха пăхма каллех ашшĕпе амăшĕ çÿреççĕ. Анчах çурт хăпартмалăх тупăш панă пахчара халĕ кинĕ хуçаланать. Хула хĕрĕ пулсан та маттуррине палăртать хунямăшĕ, хăйĕнчен тĕслĕх илнĕшĕн савăнать.
Акă мăнукĕ Юля ĕнер кăна асламăшĕ патне пынă. Урай çÿплĕреххине кура тÿрех алла шăпăр тытнă. Пĕчĕклех ĕçе юратнăшăн та хĕпĕртет ватă.
Ĕçлесе канать
"Пахчаçимĕçе лартса ÿстерме пулĕ, анчах нумаййине вырнаçтарма кансĕр-çке", — тейĕ тепĕр çын. Маловсем те малтанах чикансем пек лавккасене кĕрсе: "Сире пахчаçимĕç кирлĕ мар-и?" — тесе пайтах ыйтса çÿренĕ. Пасарта сутă тăвакансене те парса хăварнă. Çемье çулсерен ĕнесĕр пуçне икшер вăкăр самăртнă. Паян та 10 пуç ытла сурăх, сысна, чăх-чĕп усраççĕ.
Вăрлăх тăвассипе Галина Сергеевна 15-мĕш çул тăрмашать. Хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар сорта тĕрĕсленĕ хыççăн пĕрер тĕрлине кăна хăварнă. Вĕсене хăй килĕштернĕ тăрăх суйласа илнĕ. Тĕслĕхрен, кишĕрĕн — "нантский", хĕрлĕ кăшманăн — "бордо" вăрлăхне хатĕрлет. Выльăх кăшманĕн сорчĕ те тухăçлă. "Пĕлтĕр хĕрлĕ кăшман вăрлăхне лавккара туянтăм. Тути килĕшмерĕ. Унсăр пуçне шурă йăрăмлă çитĕнчĕ. Выльăх кăшманĕпе юнашар лартса ÿстерсен çапла пулать теççĕ", — сăмах хушрĕ Галина Сергеевнăн вăрлăхне кăмăллакан хĕрарăм.
Севок сухана та килте хатĕрленĕрен ял çыннисем тăтăшах Маловсем патне пыраççĕ. Вĕсенчен илни кĕпçене каймасть иккен. Апла кил хуçи хĕрарăмĕ вăрлăха пахалăхлă хĕл каçарать. Хăяр, помидор сорчĕсем ытларах гибрид йышши пулнăран вĕсемпе ĕçлемест. Томат калчине ытларах лартсан кăна ял халăхĕ хапăлласах туянать.
Килте ахаль ларасран ялан мĕн те пулин тăвас килет хĕрарăмăн. "Пахчаçимĕçе малтанхи пек нумай лартманран ĕçлесе канатăп кăна", — тет вăл. Хальччен 80 сотăй çинче туса илнĕ çĕрулмине те тонни-тоннипе сутнă.
Юлашки çулсенче ыхра та самаях лартаççĕ. Кĕçĕн кинĕ лавккара тăрăшнăран вырнаçтарма меллĕ тата уншăн пысăк хак параççĕ. Вăл севок суханран та тупăшлăрах. Аслă ывăлĕ те çак çимĕç усăллине аса илтерсех тăрать.
Вăрман тăрантать
Галина Сергеевнăн мăшăрĕ Николай Петрович та канăçсăр чунлă. Нумай сăмах ваклама юратмасть, тÿрех ĕçе пикенет. Вун-вун сотăй лаптăк çинче пахчаçимĕç ÿстернĕ чух УАЗ машинин прицепĕ çине 200 л пичке лартса çырмаран пайтах шыв турттарнă. Унсăр пуçне вăл вăрмана юратать. Çуркуннерен пуçласа кĕр сиввичченех кун сиктермесĕр çÿрет. Автобус водителĕнче, ун хыççăн механикра ĕçленĕ чух та кайма вăхăт тупнă. Шăпăр, милĕк хатĕрлет, кăмпа-çырла, мăйăр пуçтарать. Вырăнĕсене пĕлет. Кутамкки-кутамккипе татса килнĕ кăмпана кунĕпе тасатса, тирпейлесе ĕшеннĕ мăшăрĕ ăна темĕн пек вăрмана ярасшăн мар. Анчах лешĕ килте лараймасть. Çавăнпа Маловсем йышлă тăванĕ-пĕтенне /хуларисене\ яланах хĕл валли тăварланă кăмпапа тивĕçтереççĕ. Ара, иккĕшĕ те ултшар ачаллă çемьесенче çуралса ÿснĕ.
Николай Петровича вăрман санитарĕ те теме пулать. Вăл çу тăршшĕпех хăрăк турат пуçтарнă. Хĕлле газ кăмакине чĕртиччен пÿртне саппасри вут-шанкăпа та хутса ăшăтаççĕ.
"Кĕçĕн ывăлăм та ашшĕ пек сăмах ваклама юратмасть, мĕнпе те пулин кăсăкланмасăр пурăнаймасть", — тет виçĕ ача амăшĕ. Хулара пурăнаканскер виçĕ çул каялла ялта çĕр илсе сад пахчи йĕркелемешкĕн тĕрлĕ улмуççи лартнă, йĕри-тавра карта тытнă. Вĕсем çитĕнсен вĕлле хурчĕ ĕрчетесшĕн.
Ирина НИКИТИНА.
Комментировать