Тĕнчипе паллă Асламассем
Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, сăпайлă, çав вăхăтрах хăйнеевĕрлĕ, Атăл тăрăхĕнчи чи талантлă композиторсенчен пĕриччĕ Чăваш АССР тата РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ А.В. Асламас. Вăл Етĕрне районĕнчи Вăрманкас-Асламас ялĕнче 1924 çулта çуралнă. Ялти çичĕ класлă шкула пĕтернĕ хыççăн 15 çултах Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Каярахпа, 1942 çулта, Хĕрлĕ Çара лекнĕ. Малтанах пехота училищинче пĕлÿ илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Анисим Васильев связист-телефонист Брянскпа Орел хутлăхĕнчен пуçласа Беларуç, Прусси, Польша çĕрĕсем витĕр Германие çитнĕ. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ултă медале тивĕçнĕ.
Ачаранах чăваш юррисемпе тĕрлĕ халăх кĕввине юратса ÿснĕ Анисим Асламас малтан Киеври, унтан Мускаври консерваторисенче вĕреннĕ. Профессионал композитор, пианист хăй вăхăтĕнче Шупашкарти музыка училищинче тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче, çавăн пекех республикăри пултарулăх коллективĕсенче вăй хунă. Унăн мăшăрĕ Мария Васильевна Васильева та /Тăвай районĕнчи Çăлпуç ялĕнче çуралнă\ республикăри культурăпа искусство аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă. 1950 çулсен пуçламăшĕнче вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлеме пуçланă. Мария Асламас, Тамара Чумакова, Вера Корнишина тата Зоя Денисова хĕрсен квартетне чăмăртанă. 1957 çулта çак ушкăн Мускавра иртнĕ çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнче лауреат ятне çĕнсе илнĕ, ылтăн медальпе дипломсене тивĕçнĕ.
"Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнĕ пултаруллă çак хĕрарăмпа эпир Чăваш телерадиокомпа- нийĕнче пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Анисим Асламас композиторпа вĕсен ачисем те, хăй вăхăтĕнче Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ Татьянăпа Алексей, час-часах килетчĕç. Пурте хаваспах тĕрлĕ кăларăма хутшăнатчĕç. Анисим Васильевич хайланă "Астăватăп", "Етĕрне сачĕсем", "Тупата", "Юрăпа çĕнтертĕм вилĕме", "Эп пултăм сан кĕрекÿнте", "Нарспипе Сетнер" вокал сюитинчи, "Шуршăл тăхлачи" музыка камитĕнчи тата ытти вун-вун çепĕç те чуна тыткăнлакан юрра ĕлĕкрех Чăваш телекуравĕпе тата радиопа тăтăшах паратчĕç. Анисим Васильевичăн оперисемпе пысăк калăплă хайлавĕсене оперăпа балет тата драма театрĕсенче, культура керменĕсенче час-часах кăтартнă.
Çакна та палăртма кăмăллă: Анисимпа Мария Васильевсен ачисемпе мăнукĕсем те хăйсен пурнăçне пĕтĕмпех музыкăпа искусствăна халалланă. Шел, пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мария Асламас яланлăхах пиртен уйрăлса кайрĕ. Ăна юлашки çула ăсатма Чехирен килнĕ ывăлĕ Алексей те тепĕр пилĕк кунранах сарăмсăр вилчĕ. Тĕлĕнмелле йывăр çухату…
Алексей Анисимовичпа мăшăрĕ Инна Игоревна Ленинградри консерваторие пĕтернĕ хыççăн чĕрĕк ĕмĕр каяллах юлташĕсен йыхравĕпе Чехие ĕçлеме кайнă. Вĕсем Брно хулинчи консерваторире тата Леош Яначек ячĕллĕ музыка академийĕнче вăй хунă. Вĕсен ывăлĕсем те — Алексейпе Антон — аслă пĕлÿ илнĕ музыкантсем, композиторсем. Вĕсем — тĕрлĕ çĕршывра иртнĕ конкурссемпе фестивальсен лауреачĕсем.
Иртнĕ эрнере Брнора пурăнакан Асламассем çывăх тăванĕсене асăнма Шупашкара килчĕç. Вĕсем хулара тĕрлĕ тĕлпулупа асра юлмалли мероприятисем йĕркелерĕç. Наци библиотекинче вара "Несĕлсен юррисем" асăну каçĕ ирттерчĕç.
Вăл пысăк концертпа вĕçленчĕ. Унта Анисим Васильевичăн тата унăн мăнукĕн Антон Асламасăн, СССР халăх артисчĕсен Георгий Свиридовăн, Сергей Рахманиновăн, Рустем Яхинăн тата ытти композиторăн илемлĕ те асамлă хайлавĕсем янăрарĕç.
Петр СИДОРОВ.
Комментировать