Çуркунне çитичченхи пахча ĕçĕсем

16 Фев, 2017

Хĕлле сад-пахча канура, унта çуркуннеччен мĕн ĕç пултăр текен сахал мар пирĕн хушăмăрта. Улма-çырла йывăçĕсене те хăшĕ-пĕри çуркунне шыв-шур типсен шуратма пуçлать вĕт, тепри шуратмасть те.

Владимир Алексеевич Богатов /сăнÿкерчĕкре/ ученăй агроном, дендролог сада хĕлле те манма юраманнине, хальхи сад-пахча ĕçĕсем кĕркунне тулăх, ăнăçлă тухăç илме май панине аса илтерет. Раççейĕн пахчаçăсен чăваш уйрăмĕн пĕрлешĕвĕнче наука енĕпе ĕçленĕ майăн час-часах ятарласа пахчаçăсем валли лекцисем вулать. Теоретик çеç мар, ăста агроном пулнине унăн сад хуçалăхĕ çирĕплетет. Унта вăл пахчаçимĕç, улма-çырла туса илет çеç мар, сайра тĕл пулакан ÿсен-тăран ĕрчетет, тĕпчевсем ирттерет. Тус-юлташне сад ĕрчетмелли паха материалпа тивĕçтерет, сĕнÿ-канаш парать. Унăн сĕнĕвĕсем вулаканăмăршăн кăсăк пуласса шанатпăр.

— Сада çуркунне-çулла çеç мар пăхмалла, хĕлле те тимлĕх уйăрмалла. Çĕр çырли, хăмла çырли, иçĕм йăранĕсене пăхса тухмалла, юр сахал пулсан ытти çĕртен илсе сапмалла. Гортензи, роза, клематис чечекĕсене, ытти тĕме юр ытларах пулни пăсмĕ.

Нарăс уйăхĕнче тăман вĕçтересси, йĕпе юр çăвасси час-часах пулкалать. Кун пек чухне нÿрĕк юр йывăç турачĕсем çине çыпçăнса ларать. Уйрăмах лăсăллă йывăçсемшĕн япăх вăл, туратсем йывăра тÿсеймесĕр хуçăлма пултараççĕ. Нумайăшĕн пахчинче халĕ поликарбонат теплица пур. Сивĕпе патракланнă поликарбонат нÿрĕк юра пула çĕмĕрĕлсе анас хăрушлăх пур. Теплица çинчи юра сирмеллех. Çирĕп поликарбонатран мар пулсан теплица тăррине шăчăпа, пăрăс таткипе тĕревлемелле. Юр айне пулнă туратсем çуркунне юр ирĕлнĕçемĕн аялалла туртăнаççĕ. Ахаль те юрпа усăннăскерсем ирĕлекен пăрланчăк туртнипе хуçăлса анаççĕ. Туратсене юртан хальтерех тасатмалла.

Лăсăллă йывăçсен вулли çуркунне ытларах аманать. Мĕншĕн? Çулçăллă йывăç юр ирĕлсе пĕтнĕçемĕн çеç вăранать, лăсăллин вара хĕвел ытларах лексенех нÿрĕклĕхĕ пăсланма пуçлать, тымарĕ вара юр айĕнче, шăн çĕрте, кирлĕ чухлĕ сĕткен парса çитереймест. Каçхине хытă шăнать, кăнтăрла вара хĕвелпе пиçет. Хĕвел пайăрки юр çине ÿксе тата вăйлăрах хĕртет. /Иксоляци пулăмĕ теççĕ ăна/. Вулă аманать, пиçсе каять.

Йывăçсен вуллисене /лăсăллине çеç мар/ хĕвелтен хÿтĕлеме шăлапирпе /мешковина/ чĕркемелле, вăл лайăх сывлать. Тĕртмен материалсем — лутрасил, спанбонд — сывлăша пăчăхтараççĕ, вĕсенчен сиенĕ ытларах пулма пултарать. Тепĕртак ăшăтсан, юр ирĕлме пуçласан вулă таврашĕнчен юра сирмелле. Çĕр хăвăртрах ăшăнтăр, тымарсем вăранччăр тесе çĕре вĕрирех шывпа сапмалла. Çак меслет иçĕмшĕн те юрăхлă. Унăн вулли сивве аванах чăтать.

Çуркунне енне юр хытать. Улма-çырла йывăçĕсене касса сайратма меллĕ, юр путмасть, туратсем те çÿлте мар.

Çуркунне енне талăкри сывлăш температури вăйлă улшăнать. Кăнтăрла йывăç вулли хĕвел çапнипе 15 градуса çитиех ăшăнма пултарать, каçхине хăвăрт сивĕнет — 15 градуса çити анать. Çакна çамрăк вулăсем тÿсеймеççĕ, çурăлса каяççĕ, унта каярахпа чир-чĕр спорисем лексе аталанма пуçлаççĕ. Вулла сывлакан шурă материалпа чĕркемелле. Вулăна, пысăк туратсене кĕркунне шуратман пулсан халĕ, çанталăк ăшăтма пуçласан, шуратмалла. Юр ирĕлсе пĕтсен шуратнин усси çук, илемĕшĕн ĕçлени çеç пулĕ.

Йывăçсене сыпмалли сапансене, кĕркунне хатĕрлемен пулсан, халĕ касса хума юрать. Сапан валли пĕр çулхи чĕрĕ туратсене, кăнтăр енчен касмалла, шăши çимен материалпа чĕркесе юр вăрах выртакан çĕре, юр айне хумалла. Турат чĕрĕ пулнине тĕрĕслемелле: хуппине кăштах касса сирмелле, вăл çутă симĕс тĕслĕ пулмалла.

Çуркунне çитеспе кăшлакан чĕрчунсем хытă тапăнма пуçлаççĕ. Хăйсен çывăхĕнчи çимелли пĕтнĕрен мулкачсем те шăпах халĕ пахчасене çул хываççĕ. Ăшăрах çанталăкра вулă тавра юр таптамалла, çамрăк йывăçсене кивĕ капрон колготкипе, полипропилен михĕсемпе /сахăр песукĕн миххи/ чĕркемелле. Михĕре çăнăх пулнă тăк унпа усă курсан шăшисем шăрша пула пушшех явăçма пултарĕç. Мулкачсене йывăçа нафталин, креалин шĕвекĕпе çĕтĕке йĕпетсе чĕркени, пулă, йытă çăмĕ хуни хăратать.

Йывăç-тĕм вăрăран акса ÿстерес тесен вăрлăха стратификацилеме хумалла. 1 пай вăрă, 3 пай хăйăра хутăштарса нÿретмелле, пусма таткипе чĕркесе холодильника е 2-3 градус ăшă нÿхрепе хумалла, çуркуннеччен тытмалла.

Сад-пахчан ĕç хатĕрĕсене пăхса тухмалла, юсамалла, туянмалла, вăрлăха тĕрĕслемелле. Пахчаçимĕç ăçта лартасси-акассине йĕркелеме хăш культурăна мĕнпе черетлентерессине палăртмалла, ăна хут çине ÿкерсех хатĕрлесен аван.

Хĕлле кайăксене çитерни те çулла лайăх тухăç илме пулăшĕ. Хăвăр пахчана хĕвелçаврăнăш вăрри, тăварламан салă, кивелнĕ какай татки хурса парăр, çулла вара вĕсем хĕлле çÿренĕ вырăнах пырĕç, сад-пахчана сиенлĕ хурт-кăпшанкăран тасатĕç.

Çак асăннă ĕçсене чылайăшĕ пĕлет те пулĕ. Аса илтерни алла ĕç тытма хистĕ. Халĕ çĕр ĕçченĕ хуçалăхĕнче улмуççи-груша çеç мар, унччен сайрарах тĕл пулнă улма-çырла та ĕрчетме тăрăшать. Владимир Алексеевичăн ку енĕпе опыт самаях пысăк. Районланă тĕрлĕрен иçĕм, абрикос, айва таранах ĕрчетет. Вăл акса ÿстернĕ, сыпса культурăланă йывăç-тĕм тус-юлташĕн пахчисене те илем кÿрет. Сад-пахчана планлама та пулăшать вăл. Вулаканпа пĕлĕвне пайлама хатĕр. Кирек камăн та пахча ĕçĕнче сиксе тухнă ыйтăвне хаçат урлă хурав пама шантарчĕ.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.