СТРЕСРАН, ДИАБЕТРАН - ЧЕЧЕК ЧЕЙĔ

15 Фев, 2017

Эмел курăкĕн /ромашка лекарственная/ чечекĕнчен хатĕрленĕ чейе температура ӳссен, пуç ыратсан, ывăнсан малтанхи пулăшу вырăнне ĕçме сĕнеççĕ.

  • Пуç ыратни, мигрень аптратсан кашни кун эмел курăкĕн чейне вĕрилле ĕçмелле. Приступсем сахалланаççĕ.
  • Эмел курăкĕн чейĕ пĕвере çемçен тасатать.
  • Вар-хырăм чирĕсем пулсан та çак чечек чейĕ пулăшать. Вăл пыршăлăхра газ пухăнассине чакарать, наркăмăшсене кăларать, варвиттие ирттерет.
  • Фильтр-хутаçсемпе сутакан эмел курăкĕн чейне туянмасан, вĕтетнĕ типĕ курăкпа усă курсан лайăхрах. Чейе тĕрĕс хатĕрлемелле. Вĕрекен шывпа пăшăхласа илнĕ заварка чейникне 2 чей кашăкĕ типĕ чечек хумалла, питĕ вĕри шыв 1 стакан ямалла, 10-15 минутран вĕтĕ ала витĕр сăрăхтармалла.
  • Эмел курăкĕн чейĕ диабетпа аптракан çынсене те усăллă. Вăл юнри сахăр шайне чакарма пулăшать.
  • Стресс сывлăха япăх витĕм кӳрет. Эмел курăкĕн чейĕ çак тĕслĕхре те лайăх, лăплантарать, пăшăрхантаракан пулăм çинчен манма пулăшать. Экзамен е пĕлтерĕшлĕ ытти мероприяти умĕн эмел курăкĕн чечекĕнчен пĕçернĕ пĕр чашăк вĕри чей ĕçме сĕнеççĕ.
  • Уйăх хушши вăхăтĕнче ыратнипе нушаланакан хĕрарăмсене те эмел курăкĕн чейĕ усăллă. Тин пĕçернĕ чей амалăх хутланнине, ыратнине ирттерет.
  • Шăнса пăсăлсан эмел курăкĕн чейне пыл хыпа-хыпа ĕçсен лайăх. Кăштах лимон, лайм сĕткенĕ е çак çимĕçсен çиелти çӳхе хуппине хушма юрать. Эмел курăкĕ ытти ӳсен-тăранпа та — сар çип утипе /зверобой/, матрӳшкепе /душица/, чапăрпа /чабрец/ — килĕштерет. Тухтăрсем кунне 1-2 чашăк чей ĕçни организма ырă витĕм кӳрет тесе шухăшлаççĕ.

Ан сиенле

  • Кирек мĕнле ӳсен-тăран пекех эмел курăкĕ те хăш-пĕр çынна аллергие яма пултарать. Аллерги паллисем: вар-хырăм пăсăлать, пит, ӳт-пӳ çине шатра тапса тухать, канăçсăрлантарать. Апла тăк сире эмел курăкĕн сиплевĕпе усă курма юрамасть.
  • Эмел курăкĕн чейне лăплантаракан, шăк хăвалакан препаратсемпе пĕр вăхăтра ĕçме хушмаççĕ. Сăлтавĕ — эмел курăкĕ те çак препаратсем пекех лăплантарнинче тата пӳрене вăйлăрах ĕçлеттернинче.
  • Антидепрессантсемпе сипленнĕ чухне те эмел курăкĕн чейне ĕçмелле мар, ку эмел витĕмне ытлашши хăватлатма пултарать.
  • Эмел курăкĕн чейне нумай вăхăт ĕçсен пуç ыратма, вăй чакма пултарать. Çавăнпа тăхтав тумалла, организм хăйне мĕнле туйнине шута илмелле.
  • Юн пусăмĕ пĕчĕк çынсене эмел курăкĕн чейне кăшт кăна ĕçме юрать, мĕншĕн тесен вăл юн пусăмне чакарма пултарать.
  • Гастрит е язва диагноз лартсан та асăрхануллă пулмалла: эмел курăкĕн чейĕ апат хуранĕн лăймака сийне вĕчĕрхентерме пултарать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.