ÇӲÇ МĔН ПИРКИ СИСТЕРЕТ?

15 Фев, 2017

Çӳç организмра пурте йĕркеллех маррине, хăш органпа тимлĕрех пулмаллине чи малтан систерет. Темиçе тĕслĕх илсе кăтартатпăр.

1. Çӳç хытă тăкăнать, иквĕç­ленет. Сăлтавĕ мĕнре?

  • Стресс айăплă. Вăл çӳçе ӳсме кирлĕ гормонсем туса кăларассине вăйсăрлатать, çӳç тымарне апатлантаракан юн тымарĕсене хĕсет.

Мĕн тумалла? Нервсене лăплантарма, стресран хăтăлма вĕренĕр, вара çӳç каллех çăра та кăпăшка пулĕ.

  • Эндокрин тытăмĕн ĕçĕ пăсăлма пултарнă. Хĕрарăмсен час-часах ача çуратнă е ача пăрахнă хыççăн, юнра хĕрарăмпа арçын гормонĕсен шайлашăвĕ пăсăлсан, çӳç япăхать. Ан пăшăрханăр: майĕпен йăлтах йĕркене кĕрет, çӳç хăй тĕллĕнех тăкăнма пăрахать.

Анчах икĕ-виçĕ эрнерен те лару-тăру лайăхланмасан сахăр шайне пĕлме юн анализĕ памалла тата эндокринолог патĕнче тĕрĕсленмелле. Çӳç тăкăнни сахăр диабечĕн пĕрремĕш палли пулма пултарать.

  • Вăрах вар хытни аптратать. Пыршăлăх хăйĕн ĕçне тума ӳркенсен организм шлаксенчен урăх мелпе, тĕслĕхрен, çу парĕсем урлă, тăрăшсах хăтăлма пуçлать. Çӳç çулланать, хытă тăкăнать.

Мĕн тумалла? Купăста, кишĕр, панулми ытларах çимелле, кунне 1,5-2 литртан кая мар шĕвек ĕçмелле, нумай хускалмалла.

  • Мăй остеохондрозĕ. Ăна пула час-часах пуç ыратать, пуç çаврăнать, мăйпа хулпуççи мышцисем канăçсăрлантараççĕ, пуçа çавăрнă чухне шатăртатать.

Мĕн тумалла? Ĕнсене, хул­пуççисене куллен массаж тумалла, ыратакан пăнчăсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Процедура хыççăн вĕсене “Золотая звезда” бальзам сĕрмелле. Душ айне тăрсан ĕнсе-хулпуççи таврашне Караваев бальзамĕ сĕрмелле те 5 минут тăхтанă хыççăн вĕрирех шыв сирпĕтмелле.

2. Çӳç, уйрăмах тăнлавсем тĕлĕнче, çаралсах пырать, çӳлти тута, хул, ура туни çинче ӳсме тытăнать.

Хĕрарăмсен арлăх гормонĕсемпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ мар /тĕслĕхрен, çăмарталăхра киста пур/ чухне çапла пулать. Вăйлă тата хăвăрт кукшаланни подагрăпа ревматизмăн малтанхи палли пулма пултарать.

Мĕн тумалла? Гинеколог-эндокринолог тата ревматолог патĕнче тĕрĕсленмелле.

3. Лĕкĕ тухса тулчĕ-и?

Вар-хырăм çулĕ мĕнле ĕç­ле­­нипе тимлĕ пулăр, аллерги пуррипе çуккине палăртăр. Хул­пуççисене “юрпа” витекен типĕ лĕкĕ çӳç айĕнче питĕ пĕчĕк кăмпа ĕрчесен курăнма пуçлать. Вĕсемпе лĕкке хирĕçле шампуньсем витĕмлĕ кĕрешеççĕ. Çуллă лĕкĕ — /себорея/ хулăн пыршăпа ват çулĕсем сывă маррине, çав вăхăтрах çӳç те питĕ çуллă пулни хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви аптратнине систереççĕ. Гастроэнтерологпа канашламаллах.

Мĕн тумалла? Тăвар, сахăр, кофе, сĕт çимĕçĕсен виçине чакармалла. Газлă шĕвексене, консервсене /çав шутра консервланă сĕткене те/, çăра шӳрпене рационран кăлармалла. Какай çимеллех: выльăх белокĕ çӳçе питĕ кирлĕ. Активлă пурнăç йĕрки тытса пыракансен эрнере 500 грамран кая мар какай, килте ларакансен тата ăс-тăн ĕçĕнчисен 200 грамран кая мар какай çимелле. Çуркунне тата кĕркунне пĕверпе хырăм ай парĕн ĕçне йĕркелекен препаратсем ĕçмелле.

4. Çӳç тăрук кăвакарчĕ-и?

Терапевт патĕнче чĕрепе хырăм ай парне тĕрĕслеттермелле, щит евĕрлĕ пар мĕнле ĕçленине, гормонсен шайлашулăхĕ мĕнлине пĕлме эндокринолог патне каймалла.

Мĕн тумалла? Тăвар виçине чакармалла, йӳçĕ апатран писмелле, стресран, ытлашши ывăнасран сыхланмалла.

5. Çӳç çуталсах пырать-и?

Çӳç тимĕр çителĕксĕррине пула аталаннă анеми чухне тĕссĕрленет, ăна тĕксĕм тĕс кĕртекен меланина çухатать. Ку ытларах хĕрарăмсен тĕл пулать. Сăлтавĕ — уйăх хушши вăхăтĕнче юн нумай кайнинче, рационра какай сахал пулнинче, сахал хускалнинче. Çакна пула пĕтĕм организм, çав шутра çӳç тымарĕ те, кислород сахал илет.

Мĕн тумалла? Гемоглобин шайне тата эритроцитсен виçине пĕлме юн анализĕ памалла. Вĕсем сахалрах пулсан тимĕр препарачĕсене тин юхтарнă апельсин сĕткенĕпе сыпса ĕçме тытăнмалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.