ВĂРĂМ ĔМĔР ÇĂЛКУÇĔСЕМ
Тухтăрсем сывлăха упрама, ĕмĕре тăсма пулăшакан йĕркесене шута илсе пурăнма сĕнеççĕ. Вĕсем кăткăс та мар.
Хăпармалла мар, анмалла
Сывлăхшăн, чĕрешĕн усăллине пĕлсех кашни кун картлашкапа çÿлелле темиçе хут хăпарма килĕшекен сахал пулĕ. Ывăнтарать те, вăхăт та нумай иртет. Çавна май хăшĕсем виççĕмĕш хута та лифтпа кăна хăпараççĕ. Çав вăхăтрах картлашкапа аялалла анни те хăпарнă чухнехи пекех усăллă иккен: ку тĕслĕхре пĕтĕм мышцăпа юн тымарĕ ĕçлеççĕ. Апла тăк çуранах анса хăвăра хăвăр пулăшма тăрăшăр.
Кăранташа шăлпа çыртса
Компьютер умĕнче нумай ларакан çын мăйĕ хытă ывăнать, хытать, ку хулпуççисем ыратнипе, пуçа çавăрнă чухне шатăртатнипе палăрать. Мăя пулăшма кунне пĕр хут та пулин шăлпа хĕстернĕ кăранташпа сывлăшра пĕтĕм алфавита, А-ран пуçласа Я-ччен, çырса тухмалла. Çурăм шăммин мăй пайĕшĕн çак хăнăхтару питĕ усăллă.
Тинĕс шывĕпе чÿхемелле
Тинĕс тăварĕ туянмалла. Кашни кун ирхине е каçхине 1 стакан ăшă шывра 1 апат кашăкĕ тинĕс тăварĕ ирĕлтерсе пыра чÿхемелле. Ку шăла, миндалинăсене, карланкăн лăймака сийне лайăх витĕм кÿрет, ангинăран, ОРЗран хÿтĕленме пулăшать.
Çурăма авмалла
Тăватă уран тăмалла, çурăма çÿлелле май килнĕ таран авмалла. Купарчапа 2 минут çавра хусканусем тумалла. Ку пилĕк сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ.
Çывăрма выртас умĕн
Каçхине çывăрма выртас умĕн урасене чĕркуççи таран сивĕ шывпа сапмалла. Çак тĕллевпе душпа усă курма пулать. Пĕр минут сапни çителĕклĕ. Асăннă меслет хăвăртрах çывăрса кайма пулăшать, ура венисене ырă витĕм кÿрет.
Хытармалла, пăрмалла
Кĕлеткен кашни пайне — çурăма, мăя, алăсене, урасене, тутана, пÿрнесене — хытарма, пăрма, çавăрттарма тăрăшмалла. Çак ĕçе кашни мышца хутшăннине туймалла пултăр. Хăвăра мĕн чухлĕ кансĕртерех туятăр, мышцăсен “кахал” чĕлкемĕсем валли çавăн чухлĕ ытларах ĕç тупăнать. Çапла пĕр минут тытăнса тăмалла.
Çурăмпа сĕвенмелле
Стена çумне çурăмпа тата хулпуççисемпе çыпăçсах тăмалла. Унтан çурăма çакăн пекех тÿрĕ тытса стена патĕнчен каймалла, пуç çине кĕнеке хумалла, ăна ÿкермесĕр 10 хут куклене-куклене илмелле. Çак хускану та çурăм тÿрĕлĕхне пысăках мар, анчах кирлĕ витĕм кÿрет. Ку çурăм шăммишĕн пĕлтерĕшлĕ.
Куçа хупмалла
Пирĕн куçшăн чи лайăх кану — ниçта та пăхмасăр ларни. Куçсене хупмалла, вĕсене ал лапписемпе хупанкисене перĕнтермесĕр хупламалла. Хупă куçпа тĕссем курăнма пăрахиччен тăхтамалла та куç умне хура бархата кăларса тăратмалла. Пĕр-икĕ минутран компьютер умне каллех ларма юрать.
Хăлхана чĕпĕтсе
Хăлха чĕччи çинче чĕрешĕн, куçшăн, шăлшăн, пĕвершĕн, ытти органшăн яваплă 11 пăнчă пур. Вĕсене витерме хăлхана массаж тумалла. Çак массаж арçынсен импотенцийĕпе кĕрешме те витĕмлĕ пулăшать.
Комментировать