Ăратлă ĕнен усси пысăк
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх — лайăх пăхсан та ăратсăр ĕне çулталăкра 3 пин çеç килограмм сĕт парать. Çавнашкаллине виçесĕр нумай çитернин усси çук, апат ахаль пĕтерни тата продукцин хăйхаклăхне ÿстерсе яни кăна.
Ăратсăр ĕнерен 1 литр сĕт суса илме 0,5-1 апат единици вырăнне 2-2,5 тăкакланать. Ăратлă выльăх çавăн чухлĕ тăрантарнипех 5-7 пин литр сĕт антарать. Анчах ăна пĕтĕлентерме качака пек вăкăр юрăхлă мар. Лайăххине усрама чылай тăкакланмалла. Çавăнпа искусствăлла майпа йăхлантарасси ял хуçалăх предприятийĕсенче те, уйрăм çын хуçалăхĕнче те анлă сарăлчĕ. Ар вăрлăхне аçалăх выльăхран харăсах нумай ĕне валли илни инфекциллĕ чирсенчен — бруцеллезран, лейкозран, лептоспирозран, вибриозпа трихомонозран — сыхланма пулăшать, çулталăк тăршшĕпех пăрулаттарма май парать. Хальлĕхе пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе пур çĕрте те кирлĕ пек йĕркелесе ярайман-ха. Ĕне-выльăх ытларах çуркунне енне тапратать. Çавна пула çулла сăвăм пысăк, хĕлле сисĕнмеллех чакать. Апла пулсан ку вăхăтра хуçалăх енчĕкне тупăш та сахалрах кĕрет.
Техник-осеменатор пĕтĕлентериччен выльăхăн ар органĕсене тĕрĕслет, çăмарталăхри фолликулсен тăрăмне кура, амалăх мĕнле уçăлнине шута илсе пĕтĕлентермелли вăхăта палăртать. Чир паллисем тупăнсан сиплеме пулăшать.
Пĕтĕлентермелли пунктсем кашни районтах пур. «Пирĕн тăрăхра — 9, — тет Йĕпреç район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов. — Ял хуçалăх предприятийĕсенче — 4, ветеринари участокĕсенче — 3, хресчен фермер хуçалăхĕсенче — 2. Пур пунктра та кирлĕ оборудовани-инвентарь вырнаçтарнă. Опытлă ветеринари специалисчĕсем ĕçлеççĕ. Халăха выльăх чирлесрен мĕнле сыхланмалли çинчен ăнлантарса параççĕ. Районти Ветеринари службин, фермерсен специалисчĕсем çынсене пулăшаççĕ. Ĕне шутне ÿстерни продукци ытларах туса илме май парать. Сăмахран, «Красный партизанăн» сăвакан 308 ĕне. Ăратлăха лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ахальтен мар иртнĕ çул 1306 тонна /виçĕмçулхипе танлаштарсан — 102 процент/ сĕт сунă. Кунти искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен пункта уçнăранпа 50 çул та çитрĕ. Икĕ ветеринар-осеменатор ĕçе пĕлсе, тĕплĕ тăваççĕ. Çавăнпа ĕнесем хĕсĕре юлмаççĕ».
Хальхи вăхăтра республикăра хура-шурă голштин, хĕрлĕ горбатов, симменталь ăратсене ытларах ĕрчетеççĕ. Вăрлăхне «Чувашское» ОАОра туянаççĕ. Пĕр ĕнене пĕтĕлентерме 840 тенкĕ тÿлемелле. Ял хуçалăх министерстви килти хуçалăхсене 224 тенкĕлĕх субсиди парса саплаштарать. Асăннă ĕнесен лайăх енĕсем нумай. Голштин — çĕр чăмăрĕ çинче чи анлă сарăлнă ăратсенчен пĕри, Голландире шухăшласа кăларнă. Пăхма пĕлсен çулталăкра 10 пин килограмм таран сĕт парать, унти çу хисепĕ — 3 процент. Америкăра ăна ĕрчетекенсен пĕрлешĕвне 150 çул каяллах йĕркеленĕ.
Пĕчĕк пуçлă, çÿллех мар, 500 килограмм таякан горбатов текен хĕрлĕ ăрата вара пирĕн кÿршĕрех, Чулхула кĕпĕрнинчи Горбатов уесĕнче ĕрчетме пуçланă. Темиçе пăруланисем 7 пиншер килограмран кая мар сĕт антараççĕ.
Симментальсене чи малтан Швейцарире хунаттарма тытăннă. Раççейре XIX ĕмĕр варринче сарăлнă. 6 пинрен пуçласа 14 пин килограма çити сĕт парать.Пысăкскер 550-900 килограмм туртать. Хăйне кура 34-46-шар килограмм таякан пăрусем тăвать. Вĕсем ултă уйăхра 180-225, çулталăкра 230-350 килограмм ÿт хушаççĕ.
Василий СОРОКИН
Комментировать