Анне - кил ăшши, атте - çемье тĕрекĕ

14 Фев, 2017

Çемьери килĕшÿпе çураçу, ăшпиллĕх, туслăх нимĕнрен малтан амăшĕпе ашшĕнчен килет, çакă ачасене те тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен те типтерлĕ, малĕмĕтлĕ пулма ырă витĕм кÿрет. Туслă та çирĕп çемье кăна кирек епле йывăрлăха та çăмăллăнах тÿссе ирттерме пултарать. Çирĕп çемье пурнăçа çутă кÿрет. Ырă амăшĕпе ашшĕ ачасемшĕн те паха тĕслĕх. Мăн Маркари Спортовсем шăпах çавăн пеккисен йышĕнче. Эпĕ тирпейлĕ çурт умне çитнĕ чухне çемье пуçĕ Валериан Петрович юр хыратчĕ. Пирĕн сасса илтсе часах урама мăшăрĕ Нина Николаевна тухрĕ.

Çемье 1975 çулта сирень чечеке ларнă вăхăтра чăмăртаннă. Çамрăксене Мăн Маркари ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Захаров çырăнтарнă. Туйне чăвашла кĕрлеттернĕ. Çĕнĕ çынсем ял çыннисене сăрапа хăналаса çÿреççĕ. Эх, çав ĕлĕкхи ырă йăла-йĕрке пĕтсе пыни чуна хурлантарать-çке…

Нина Çатра Марка ялĕнче 1953 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Çемьере асли пулнă майăн ăна йывăртарах та килнĕ ĕнтĕ. Ашшĕ Николай Федорович çăматă йăвалама маçтăр пулнă. «Сакай тулли çăм çакăнса тăратчĕ. Нÿрĕ çĕрте тăратсан çăматă йăвалама лайăх тетчĕ атте», — аса илет çав вăхăта Нина Николаевна. Амăшĕ Екатерина Матвеевна пурнăç тăршшĕпех вырăнти хуçалăхри фермăра, парникре ĕçленĕ. Нина Мăн Марка шкулĕнче 8 çул ăс пухнă хыççăн Шупашкарти пĕр заводра ĕçлет. Анчах ăна амăшĕ яла чĕнсе илет. Вара теплицăра 5 çул ĕçлет, унтан фермăна пăру пăхма куçать, кайран Ишек салинче ĕне сунă çĕрте тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. Фермăра ĕçленĕ вăхăтра ăста доярка районта иртекен конкурсра икĕ çул хушши иккĕмĕш вырăн йышăнать. Пенсие тухсан та ĕçчен хĕрарăм ахаль лармасть, Чаканарти мамăк фабрикинче 6 çул ĕçлет. Унăн ĕç стажĕ 40 çул ытла. Нина Николаевна — ĕç ветеранĕ.

Паллах, хĕрарăма çăмăл пулман. «Çав вăхăта аса илсен шутсăр тĕлĕнетĕп. Фермăна 5 сехете çитмелле. Унччен вуттине хутмалла, ачасем валли апат пĕçерсе хăвармалла, ĕнене сумалла та Ишек фермине чупмалла. Кайран киле çитсе 7 сехет валли ачасене автобус патне илсе тухса Ишекри садике ăсатмалла. Çулла уйра пай илсе çум çумлама та ĕлкĕрнĕ вĕт-ха. Халь пулсан ĕлкĕрес те çук», — ăшă кулăпа аса илет Нина Николаевна. Совхоз укçа парайман вăхăтра /хаçат вулакансем çав йывăр вăхăта астăваççĕ-ха/ Муркаш районĕнчи Чемен ялне тулă авăртма ирхи 3 сехетре те тухса кайма тивнĕ хĕрарăмăн. Арманĕнче халăх нумай пулнă пирки каялла çĕрле çеç таврăннă. Ачасем валли çăкăр пĕçерме çăнăх кирлĕ пулнă-çке.

Çак йывăрлăхсене тÿссе ирттерме, паллах, мăшăр юнашар пурри пулăшнă. Валериан Петрович çара кайиччен электрика вĕреннĕ. Ăна пĕр хушă Туркмен Республикинче те пурăнма тÿр килнĕ. 3 çул хушши «Слава» совхозри Мăн Марка фермин заведующийĕнче ĕçленĕ. Халĕ вăл та тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çемье 1985 çулта çĕнĕ йывăç çурт лартать, тепĕр çулне кирпĕчрен хăпартать. Спортовсем 5 ача çуратса ура çине тăратнă, 4 хĕр те 1 ывăл. Асли Людмила строитель ĕçне суйласа илнĕ, Светлана хăйĕн пуласлăхне суту-илÿпе çыхăнтарнă, ывăлĕ Александр — полици лейтенанчĕ, Ольга — çĕвĕç, кĕçĕнни Надежда учителе вĕренсе тухнă. Пурте çемье çавăрнă, уйрăм хваттерсенче пурăнаççĕ. Канмалли кунсенче 9 мăнук хăнана килсен Спортовсен икĕ хутлă çурчĕ ача сассипе тулать.

Ĕçчен çемье халĕ те алă усса лармасть, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Сысна çăвăрлаттарма та ÿркенмеççĕ.

Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕринпе, ачасемпе килĕштерсе пурăнсан çеç пурнăç тума пулать. Çĕр чăмăрне илем упраса тăрать. Тата — юрату!

Екатерина Григорьева.

Шупашкар районĕ,

Мăн Марка.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.