«Несĕлсен юррисем» Европăра янăраççĕ
Çак кунсенче Наци библиотекинче Мария Васильевнăпа Алексей Анисимович Асламассен асăну каçĕ иртрĕ. Вулакансем астăваççĕ пулĕ-ха: иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче ЧАССР тава тивĕçлĕ ĕçченне Мария Асламаса юлашки çула ăсатма Чехирен килнĕ ывăлĕ Алексей те çĕре вăхăтсăр кĕнĕччĕ. Шăпах салху çак самант пуçтарчĕ те вĕсен тăванĕсене тата Асламассен пултарулăхĕпе кăсăкланакансене вулавăша.
Тĕлĕнмелле пултаруллă çак çемье. Анисим Асламас — профессионал композитор, «Священная дубрава», «Прерванный вальс», «Çеçпĕл», «Вера Сарьялова», «Салампи», «Евчĕ», оперăсен, вун-вун юрă, симфони оркестрĕ, кларнетпа фортепиано, гобойпа оркестр, сĕрме купăспа фортепиано валли çырнă произведени авторĕ. Хорсемпе романссем те питĕ нумай унăн.
Мария Асламас — Анисим Асламасăн мăшăрĕ. Вăл 1946 çулта Мефодий Денисовпа, Феликс Мокеевпа, Иван Калентьевпа тата ыттисемпе пĕрле Саратоври Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторин Чăваш опера студине вĕренме кĕнĕ. Унтан таврăнсан 1952 çулта ЧАССР юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме вырнаçнă. Çакна палăртма кăмăллă: 1951 çулта Мария Асламас, Тамара Чумакова, Вера Корнишина тата Зоя Денисова хĕрсен квартетне чăмăртанă. Коллектив репертуарĕнче чăваш, вырăс юррисем пулнă. Квартет валли Анисим Асламас та юрăсем çырнă. Вунă çул пĕрле юрланă пикесем. Çав тапхăрта 10 пластинка кăларнă. Ентешсем 1957 çулта Мускавра иртнĕ çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн культура программине илем кÿнĕ.
Асламассен ачисем — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна /1954 ç.ç./ тата Алексей /1959 ç.ç./. Татьяна Анисимовна — пианистка, концертмейстер. Шупашкарта пурăнать.
Алексей Анисимович пирки ылтарах чарăнса тăрăпăр. Ун ячĕпе те çыхăннă вĕт-ха асăну каçĕ. Ывăл çуралсан Асламассем ăна мĕнлерех ят парасси çинчен чылай пуç ватнă пулмалла. Ашшĕне Алексей ят питĕ килĕшнĕ, амăшне — Леня. Пĕр шухăш патне килсе тухайман пулĕ вĕсем, арçын ача паспортра Алексей пулса тăнă, çемьере — Леня.
Шупашкарти музыка училищине пĕтерсен йĕкĕт Хусан консерваторийĕн фортепиано класне вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен тăван училищĕне таврăннă. 1988 çулта Алексей Анисимович Питĕре çул тытнă, унти Н.А.Римский-Корсаков ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн оперăпа симфони дирижерĕн класĕнче ăсталăха ÿстерме пуçланă. Шăпах çакăн хыççăн вăл çемйипе Чехие пурăнма куçнă. Тÿрех Теплице хулинчи консерваторие ĕçе вырнаçнă, çавăн пекех Усти хулинчи театрта та ĕçленĕ. Часах ăна Брно хулинчи Наци театрне ĕçлеме чĕннĕ. Юлашки 20 çул хушшинче вăл çавăн пекех асăннă хулари консерваторире те, Яночек ячĕллĕ музыка академийĕнче те вĕрентнĕ. Ăста пианист тата дирижер Чехири, Германири тĕрлĕ хулара иртнĕ концертсене хутшăннă.
Алексей Анисимовичăн мăшăрĕ Инна Игоревна та пианистка. Ачисем те — Алексейпе Антон — музыкантсем. Алексей — сĕрмекупăсçă, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ, Прага консерваторине, Швейцарири Пĕтĕм тĕнчери музыка академине пĕтернĕ.
Антонра аслашшĕн генĕсем вăйлăрах палăраççĕ, вăл — композитор.
Пултарулăхпа çыхăннă самантсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç те Наци библиотекинче иртнĕ каçра. Шупашкартан инçетре пурăнакан Асламассем чăваш композиторĕн произведенийĕсене итлекен патне çитерееççĕ-ши? Инна Игоревна пĕлтернĕ тăрăх — Анисим Асламасăн гобойпа камерлă оркестр валли çырнă «Несĕлсен юррисем», «Пушнар юррисем» Чехире кăна мар, Германире, Францире, Венгрире, Испанире янăранă. Вăл çавăн пекех кашни концерт умĕн Анисим Асламас, Чăваш Ен çинчен каласа кăтартнине те асăнчĕ. Асламас-кĕçĕннисем чи çывăх тăванĕн произведенийĕсене темиçе инструментпа пĕр харăс каласа итлекене тĕлĕнтернĕ. Антонăн хальлĕхе чăваш темипе çырнă хайлавсем çукрах-ха, вăл паянхи кун «Раççейри çулçÿревсем» ярăмпа ĕçлет.
Асăну каçĕнчи концертра Анисим Асламасăн çак ĕçĕсем — «Шуршăл тăхлачи» музыка камитĕнчи Надя юрри, «Нарспипе Сетнер» вокал сюитинчи Сетнер ариози, «Юрăпа çĕнтертĕм вилĕме», «Тăван ялта» сюитăсенчи произведенисем янăрарĕç. Вĕсене куракан патне пĕртăван Асламассем тата Дмитрий Семкин, Марина Саприко, Динара Федотова çитерчĕç.
Надежда СМИРНОВА.
Зоя ЯКОВЛЕВА сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать