Экзаменра - ашшĕ-амăшĕ...
Юлашки çулсенче пурнăçа кĕнĕ çĕнĕлĕх — Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ — халăха çаплах калаçтарать. Мĕнле иртет вăл? Ачасем хăйсене тĕрĕслев тапхăрĕнче мĕнле туяççĕ? Çак ыйтусен хуравне шыраса ашшĕ-амăшне экзамен тытса пăхма сĕнчĕç. «ЧХ» корреспонденчĕ хăйне тĕрĕслесе пăхма тĕв турĕ.
— «Анне, намăс куратăн вĕт, кĕнеке уçкаласа пăхкала-ха», — терĕ ывăлăм. Итлемерĕм. Шкул пĕтерни тахçанах та — правилăсем манăçаççĕ иккен. Апла пулин те килнишĕн ÿкĕнместĕп. Халĕ, чăн та, ывăлăм экзаменра еплерех лару-тăрура ларасса, мĕн пулса иртессе хам куртăм, — терĕ Шупашкарта пурăнакан Галина Волкова.
Алексей Филиппов вара тест ĕçĕсемпе паллашнине, вĕсене пăхса тухнине пĕлтерчĕ.
— Хĕрĕме пачах пăлханмалла маррине ăнлантарăп. Вĕреннĕ пулсан ним хăрамалли те çук. Пĕтĕмпех — шкул программинчен, — терĕ ашшĕ.
Чылай ашшĕ-амăшĕ кунашкал тĕрĕслев витĕр тухман. Эпĕ вара — ППЭ тытнă ÿсĕмрисен йышĕнче. Апла пулин те 11 çулта йĕрке нумай улшăннă, çирĕпленнĕ. «2» илес пулсан та никам та вăрçмасса пĕлни те хумханăва кăштах çеç пусарчĕ.
Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççейре «Ашшĕ-амăшĕн ППЭ тытмалли пĕрлехи кун» акци иртрĕ. Рособрнадзор шухăшне чылай регион ырланă. Акцие Чăваш Ен те хутшăнчĕ. Ывăл-хĕрĕ экзаменра хăйне епле туйнине хăйсем тĕрĕслес текенсем Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче пухăнчĕç. Унта хутшăнма ыйту çырнă 30 çынран 23-шĕ çеç пĕлĕве тĕрĕслеме кăмăл турĕç: журналистсем, педагогсем, общество хастарĕсем... Тăвай, Куславкка районĕсенчен килнисем те пулчĕç. Раççейре акцие 50 регионтан 3 пин ытла çын хутшăннă.
Аслисен экзамен тытмалли йĕрке май пур таран ачасеннипе çывăх пулчĕ. Пÿлĕмсене металл шыракан аппаратпа тĕрĕслесе çеç кĕртрĕç. Алăра паспорт çеç пулмаллине те аса илтерчĕç. Шывпа пылак çимĕç илсе кĕме чармаççĕ. Хура тĕслĕ çыракан калем кирлине те кашниех ас тăвать-тĕр. Тĕрлĕ предметпа хăш-пĕр ытти хатĕре илсе кĕме юрать. Хăшĕ-пĕри сумка таврашне пĕрлех йăтнăччĕ те, уйрăм пÿлĕмре хăварма ыйтрĕç. Кĕсьери телефонсемпе диктофон-фотоаппарат таврашне илсе кĕме те çирĕппĕнех чарчĕç. Куçса çÿреме, пĕр-пĕринпе калаçма юраманнине асăрхаттарчĕç — видеосăнав ĕçлет. Ачасемпе танлаштарсан ĕç сахалрах пулчĕ. Пурĕ те — 14 ыйту. Унсăр пуçне сочинени çырмалла. Вырăс чĕлхипе тĕрĕслев çыратпăр-çке. Анчах уйăрнă вăхăт — 40 минут çеç. Ачасен вара вăл 3,5 сехет тăсăлать.
Аттестат илме хатĕрленместпĕр пулин те тĕрĕслев çырасси хăйне май хумхануллă. «Палăртнă вăхăтра ĕлкĕрсе пыратăп-и?» тесе пуçа та темиçе те çĕклесе пăхрăм. Хумханнине экзамен умĕн те, хыççăн та ыттисем те палăртрĕç. ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев та пытармарĕ çакна. Акцие вăл та хутшăнчĕ. Кунашкал мероприятие малашне те ирттерессе палăртрĕ. Ара, шкултан вĕренсе тухакансен йышĕ çуллен улшăнать-çке. Халăха ытларах явăçтарас тĕлĕшпе экзамена улшăнусем те кĕртĕç, сăмахран, канмалли кун йĕркелĕç...
2017 çулта ППЭ 14 предметпа иртет. Аттестат илме яланхи пекех вырăс чĕлхипе математика предмечĕсемпе тĕрĕслев ĕçĕ çырмалла. Ытти предмета кашни хăй палăртать. Общество, физика, историпе биологи, хими суйлакан çулсерен йышлă. Акăлчан чĕлхисĕр пуçне нимĕç, испан тата франци чĕлхине суйланă ачасем. Кăçалхи çĕнĕлĕх — тест пайĕ ют чĕлхесенче çеç юлни. Ытти предметпа пулмĕ вăл. Ĕçсене те кăçалтан ачасен куçĕ умĕнче пичетлесе кăларĕç. Ку тĕллевпе хăватлă техникăпа усă курĕç. Çакă хут перекетлеме те май парать. Ытти енчен пĕтĕмпех малтанхиллех темелле.
Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли Рособрнадзор ятарлă порталсем йĕркеленĕ Федерацин педагогика институчĕн /http://www.fipi.ru/ тата ППЭ сайтĕнче /http://ege.edu.ru//ru/ тĕрлĕ информаципе тата экзаменри евĕр ĕçсемпе паллашма пулать. «Хĕрÿ телефонсем» те ĕçлеççĕ: Çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсен центрĕпе /8/352/ 57-21-60/ е Рособрнадзорпа /8/495/ 984-89-19/ çыхăнса тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатма пулать.
Татьяна НАУМОВА.
Олег МАЛЬЦЕВ сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать