Хаçат - хыпарсен иксĕлми çăлкуçĕ, ăс-тăн апачĕ
Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат коллективĕ! Сире хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 20 çул çитнĕ ятпа саламлатăп.
Чăваш Енри хĕрарăмсен тĕп кăларăмĕ — «Чăваш хĕрарăмĕ» — хыпарсен, çивĕч темăсен иксĕлми çăлкуçĕ. Пире пурнăçри пулăмсем çинчен вăхăтра пĕлтерсе тăнисĕр пуçне вăл ăс-тăн апачĕ те пулса тăрать, шухăш-кăмăла тĕрĕс йĕркелеме пулăшать.
Сирĕн хăвăрăн илемлĕ сăн-сăпатăр пур. Ăна пурте пĕлеççĕ-паллаççĕ. Çирĕп те уçăмлă çырас ăсталăхăр йĕркеленнĕ, кăмăл-туйăмăр пиçсе çитнĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ — пултаруллă профессионалсен ушкăнĕ. Вĕсем кулленхи пурнăçшăн çивĕч ыйтусене туххăмрах çĕклеççĕ, уçăмлатса чĕррĕн çутатаççĕ.
«Чăваш хĕрарăмĕ» малашне те этемлĕхĕн черчен те илемлĕ пайĕн сасси пулса пытăр. Журналисчĕсем яваплăха ан çухатчăр, тĕрĕслĕхшĕн çунччăр, яланах çĕннине шыраччăр. Юрăри «хаçатри темиçе йĕркешĕн виçĕ талăк куç хупмасăр утас» сăмахсем профессин хăйне евĕр девизĕ пулса тăччăр.
Хаçат тиражĕ икĕ, виçĕ хут та ÿстĕр! Хавхалану ан иксĕлтĕр, пултарулăхра çĕнĕрен-çĕнĕ çÿллĕшсене парăнтарăр. Яланах актуаллă, телейлĕ те сывă пулăр!
Комментировать