Анне тата çăкăр, е выçлăх çулĕсене аса илсен чун ыратни çинчен
Йывăрлăх хыççăн — йывăрлăх. Халăха тин çеç вăрçа тÿссе ирттерни те çителĕклĕччĕ — Атăл тăрăхне 1921 çулта шăрăх çу килсе çапрĕ тата.
Юр часах ирĕлсе пĕтрĕ те хресчен акана тухрĕ. Халăх тыр-пула вăхăтра акса хăварма васкарĕ. Хире тухма хăшĕ лав çине вырнаçрĕ, йăрăраххи янаварĕ çине утланчĕ. Урапа çинче стариксемпе ачасем хăяккăн ларчĕç. Темиçе лав харăс пырать. Эпир те аттепе акапуçне тăратнă. Атте — малта, вăл тилхепе тытнă. Эпĕ айккинче ура усса ларнă. Хĕвел хĕртет, куçа йăмăхтарать, сывлама йывăр, аякра ăрша вылять. Çаран çинчи пĕтнĕкпе эрĕм таврана ырă шăршă сараççĕ.
Çурхи тырăсемпе ĕç пĕтернĕ хыççăн кантăр акмалли тата çĕрулми лартмалли юлнăччĕ. Юр шывĕпе çурхи тырă аван шăтса тухрĕ, пăхма та кăмăллăччĕ. Малалла хăрушши пуçланчĕ. Çуркуннеренпе çумăр пĕрре те çумарĕ, шăтса тухнă тырă кĕске те сайра ÿсрĕ, пучахсем пушăччĕ. Пĕлĕт те хĕрлĕ тĕслĕ — пăхма йывăр, хĕрнĕ сывлăш ирччен те сивĕнмест. Кураксемпе çерçисем типсе сарăхнă курăк çинче çуначĕсене сарса лараççĕ, анчах çимелли нимĕн те çук. Çу кунĕсем иртсех пыраççĕ — çумăр пачах çумасть. Тыр-пул пуçтарма та никам та хатĕрленмест — хирте пуш-пушă. Халăхăн саппасра тырă та çук.
Кĕркунне халăх çăка çулçи, юман йĕкелĕ пуçтарма çемйи-çемйипе вăрмана каятчĕ. Вăл çулхине, телее, йĕкел вăйлă пулчĕ, миххи-миххипе хатĕрлерĕç ăна. Типĕтсе хуппине тасататчĕç, авăртса çăнăх тăватчĕç. Мăяна та пуçтаратчĕç, вăл та питĕ сахалччĕ. Эпир те темиçе михĕ юман йĕкелĕ пуçтартăмăр. Кашни кун атте, Личук аппа тата эпĕ вăрмана ир кайса каç пулсан таврăнаттăмăр. Анне пĕчĕккисемпе килте юлатчĕ.
Пĕррехинче пĕрисем тарăн пĕр варта çимелли хĕрлĕ тăм тупнă. Ку хыпар яла çиçĕм пек хăвăртлăхпа çитнĕ, кĕçех таврара та сарăлнă. Атте тÿрех лаша кÿлчĕ, Личук аппа тата эпĕ тимĕр кĕреçе, витре, михĕ илсе ир-ирех тухса кайрăмăр. Тип Тимеш ялĕ пирĕн ялтан 6-7 километрта вырнаçнă. Эпир çитнĕ çĕре лавсен черечĕ çухрăма яхăн пуçтарăннăччĕ. Эпир те черете тăтăмăр. Вăл питĕ майĕпен шăвать. Киле каçпа çеç çитрĕмĕр. Хĕрлĕ тăма çур михĕ ытларах илсе килтĕмĕр. Личук аппапа иксĕмĕре атте çул çинчех пĕрер татăк пачĕ, хăй те çирĕ. Ăна часах чăмласа та ятăмăр, кунĕпех нимĕн те çимен-çке, хырăм пушă. Вăл чуста пек, пĕр хăйăр пĕрчи те çук, шăл хушшинче те кăчăртатмасть, тути чĕрĕ çĕрулмие аса илтерет. Пирĕн татах та çиес шухăш пур, атте урăх памарĕ. "Вăл тăма шеллет пуль" тесе шухăшларăмăр.
Çав каçах анне чуста хучĕ: ыраш çăнăхĕпе хĕрлĕ тăма çурмалла хушрĕ. Ирхине çăкăр пĕçерчĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ пиçрĕ вăл, тути аванахчĕ-ха. Эпир килĕштерсех çирĕмĕр. Тепĕр кун атте хырăмĕнче йывăррине каларĕ. Эпир, çамрăксем, çакна туймарăмăр. Иккĕмĕш кунне те çирĕмĕр çав çăкăра тăвар сапса. Темиçе кунран ял çинче темиçе çын вилни çинчен сас-хура тухрĕ. Хĕрлĕ тăмран пĕçернĕ çăкăр хырăмра чул пек хытса ларнă иккен. Атте михĕри пурлăха тислĕк купи çине силлерĕ. Пĕçернĕ çăкăра сĕтпе сыпса пĕчĕккĕн çисе пĕтертĕмĕр çапах та.
Выçлăхран пире кĕркунне хатĕрленĕ çăка çулçи, вĕлтĕрен, мăян, йĕкел хăтарчĕç. Анне çăка çулçипе юман йĕкелĕнчен авăртса тунă çăнăха хырнă çĕрулмипе пăтрататчĕ те ыраш çăнăхĕпе хутăштарса çăкăр пĕçеретчĕ.
Хĕл пуçламăшĕнче ялти хресченсем Василий Ашмарин, Тихон Сергеев, Александр Матвеев тата ыттисем тырă ăнса пулнă вырăнсене япалапа — тĕртнĕ пир тăрăхĕсемпе, çăпатапа, тăла чăлхасемпе, çăм нускисемпе — улăштарма тухса кайрĕç. Пирĕн атте те Ваççа тетерен темиçе япала парса ячĕ. Çавăншăн туллиех мар пĕр михĕ ыраш килсе пачĕç.
Выçлăх кăна мар, тиф чирĕ те килсе çакланчĕ. Мĕн чухлĕ çын вилчĕ! Мĕн чухлĕ тăлăх, çурма тăлăх юлчĕ. Атте те чирлерĕ, ун хыççăнах — анне те. Эпир, ачасем, йывăр пурнăçа çаклантăмăр. Личук аппа 11 çулта, эпĕ 9-та, Саша 4-ра, Маруç йăмăк 6-7 уйăхра ун чухне. Хуçалăха тытса пымалла: кăмака хутмалла, апатне пĕçермелле, урамри пусăран шывне те йăтмалла, выльăхсене шăвармалла-çитермелле. Чирлĕ атте-аннене те пăхмалла. Вĕсем аташса выртаççĕ, пуçĕсене çĕклеймеççĕ. Çынсем те пирĕн пата килме пăрахрĕç. Чирлĕ çын пуррисен килне кĕме мар, вĕсен умĕнчен иртсе çÿреме те хăранă. Урама шыв ăсма тухсан та кÿршĕсем пĕр-пĕринчен шăппăн кам сыввипе кам вилнине ыйтнă. Чÿречерен пăхмассерен тупăк турттарса каятчĕç. Кун каçипе 10-15 виле пытаратчĕç. Çĕрле аттепе анне Личук аппапа иксĕмĕре ыйхăран вăратрĕç, йывăрланнине туяççĕ пулĕ. Хăйсен çывăхне куркапа шыв лартма, турăш çывăхĕнчи лампадăна çутма хушрĕç. Ку ĕçсене веçех Личук аппа турĕ. Пире хăйсен умне чĕркуçленме хушрĕç. Çакăн хыççăн вĕсем юлашки сăмахĕсене калама тытăнчĕç, пире канаш пачĕç. Эпир аппапа йĕретпĕр, ним тума та пĕлместпĕр. Сашăпа Маруç лăпкăн çывăраççĕ. Хĕллехи вăрăм çĕре йывăррăн ирттертĕмĕр. Ирпе вĕсем çăмăлланчĕç, пире выртса çывăрма хушрĕç.
Çав вăхăтран вĕсем хускалкалама, шыв ыйтма пуçларĕç. Сахалтарах ахлатрĕç, тăнĕсене çухатни те сайраланчĕ. 15-20 кунран ура çине тăма пуçларĕç. Аттепе анне тĕрекленсе çитейменччĕ, Личук аппа вырăнпах выртакан пулчĕ. Вăл сывалса ĕлкĕреймерĕ, эпĕ те ураран ÿкрĕм. Нумаях выртмарăмăр эпир. Часах ура çине тăрса пÿртре çÿреме пуçларăм.
Урамра — 1922 çулхи çуркунне. Хĕвел пăхать, тавралăх ешерет. Чÿречерен пăхатăп: кÿршĕ ачисем Евтук, Василий, Павел тата ыттисем урамра выляççĕ. Чăтаймарăм, вăрттăн тухса кайрăм, ура утасшăн мар хамăн, пĕр вăй та çук. Ачасем вылякан çĕре çитнĕччĕ кăна, ман хыççăн анне патакпа чупнине асăрхарăм. Вăл мана алăран тытрĕ те киле илсе кĕчĕ, хăй вăрçать:
— Мĕн тăватăн эсĕ, ухмах! Тепĕр хут выртас тетĕн-им?
Çакăн хыççăн мана пĕр эрне ниçта та кăлармарĕç. Эпĕ пăртак вăй пухрăм, çирĕплентĕм.
Кĕркунне ялта темиçе çĕрте апат çитерессине йĕркелерĕç. Хресна аттен Михаил Михайловăн 2 пÿртчĕ. Пĕринче хăйсем пурăнатчĕç, тепринче шурă çăкăр пĕçеретчĕç. Унта талăкра 3-4 хутчен Америка çăнăхĕнчен пĕçеретчĕç. Эпир ăна "калач" теттĕмĕр. Пĕçернĕ çĕре пырса тутлă шăршăпа киленеттĕмĕр. Çăкăр ытти хуçалăхра та пĕçернĕ, анчах ырашран кăна.
Эпир Личук аппапа хĕлле апат çиме темиçе кун столовăйне çÿрерĕмĕр. Унта тÿлевсĕр 100-150 грамм çăкăр, çуршар чашăк пулă шĕвĕ яшки паратчĕç, эпир уншăн та питĕ савăннă. Унта лекме кансĕрччĕ. Ытларах пуян тата хреснаттен тăванĕсен ачисем апатланнă.
Тăван çĕршыв пĕтĕм вăйпа выçлăха çĕнтерме, ачасене сыхласа хăварма тăрăшнă. Нумай хулара ача-пăча çурчĕсем уçнă, вĕсене "приют" тенĕ. Унта ывăл-хĕре укçасăрах усранă: тумлантарнă, çитернĕ, вĕрентнĕ. Пирĕн ялти темиçе ачана — Василий Петрова, Павел Кузьмина, пĕртăван Михаилпа Кузьма Смирновсене — илсе кайнăччĕ унта. Кузьма кайран та киле таврăнмарĕ. Вĕренсе тухса парти çынни пулса тăчĕ. Шăмăршăра нумай çул редакцире ĕçлерĕ.
Вăрлăх çитменнипе нумайăшĕ çурхи акана тухаймарĕ, чылайăшĕ çĕрĕсене çирĕп хуçалăх тытакансене 1-1,5 пăт тырăлла пачĕ — çĕнни пуличчен ачасем выçă ан вилччĕр тесе турĕç çапла.
Аттепе иксĕмĕр нушаланса та пулин акса хăвартăмăр. Тиф хыççăн ăна ĕçлеме йывăрччĕ. Сухапуçне тытса вăйран каятчĕ. Манăн ăна улăштарма вăй та, мел те пулман. Эпĕ сÿреленĕ çеç, анчах ку та пулăшу пулнă.
Выçлăх çулĕ хыççăнхи çуркунне мĕнле ырă ăшă хĕвел пăхать! Кун иртни те сисĕнмест. Картишĕнчи нÿхреп çумĕнчи çĕмĕрт чечеке ларса шурă тум тăхăнчĕ. Уçă чÿречерен пÿрте илĕртмелле шăршă кĕрет. Уçăп Иванĕсен садĕнчи улмуççисем кĕрен тĕслĕн курăнаççĕ, шăпчăксем юрлаççĕ. Тĕнче тĕрлĕрен тĕспе, шăршăпа, сасăпа тулнă. Киле кĕрес те килмест.
Çу каçипе çумăр та вăхăтлă çурĕ — савăнтăмăр. Тыр-пул ăнса пулчĕ. Ыраш пиçсе çитрĕ. Нумайăшĕ ăна вырма та тухрĕ. Çапаççĕ, типĕтеççĕ, авăртса çăнăх тăваççĕ. Çăкăр пĕçереççĕ!
Ман çултисен, çăкăр татăкĕн хакне пĕлекенсен, ăнсăртран çамрăксем хытнă çăкăр татăкне çÿп-çап купине пăрахнине курсан чун ыратать. Çăкăр! Çак сăмаха савăнса тăван аннепе танлаштаратпăр.
Геннадий ИЗОСИМОВ.
Елчĕк районĕ.
Комментировать