Лав пуçĕнче - хĕрарăм

11 Фев, 2017

Çемьери йĕркесĕрлĕхе, мăшăрсенчен пĕри ĕçке ернипе, кулленхи ĕçе тĕрĕс татса пама пултарайманнипе тата ăнланулăх çитменнипе паянхи çемьесем тепĕр чухне саланса каясси патнех çитеççĕ. Мăшăрсен çемье лавне пĕр пек туртмалла. Темле пулсан та арçыннăн ытларах пайне хăйĕн çине илмелле. "Ку сан ĕç" е "ку ман ĕç мар" тесе хирĕçмелле мар. Пĕр-пĕрне ăнланмалла. Нумай çул ертÿçĕре тăрăшнă май çакнашкал самантсене час-часах хутшăнма тÿр килнĕ. Арçынсене кÿрентересшĕн мар эпĕ, тĕрĕс ăнланăр. Анчах хăшĕ-пĕри килти ĕçе хĕрарăм çине тиеме тăрăшать. Пушă вăхăт тупăнсан та пулăшма васкамасть.

Чăваш Сурăмĕнче ĕçленĕ çулсенче пĕррехинче çуллахи ир паркра пухăнса ларнă механизаторсем ватăраххине юлташла: "Шăнкăрч, сан пахча хыçĕнче карта йăтăнса аннă, выльăх кĕрсе çÿрет. Мĕншĕн юсамастăн?!" — терĕç. Вăл кăштах шухăшласа ларчĕ те васкамасăр: "Карта тытасси ман тивĕç мар, хĕрарăм ĕçĕ", — терĕ. Пурте ахăлтатса кулса ятăмăр.

Кунашкал шухăшлакан арçын татах та пур. Ялта пĕр хĕрарăм кашни ир сĕт витри йăтса /тепĕр чухне икĕ витрепе/ утнине асăрхатăп. Пĕррехинче урампа иртсе пыракан упăшкинчен: "Мĕншĕн сĕт пама хăв каймастăн?" — тесе ыйтрăм. "Вăл сĕт сутса тунă укçине мана памасть", — хуравларĕ хайхи. Кĕмĕлĕ ăна хĕрнĕ пырне лăплантарма çеç кирлĕ-ха. Арăмĕн вара йышлă çемйине тăрантармалла.

Киле газ кĕртиччен халăх ял çумĕнчи вăрманта ÿкнĕ туратсене пухса хатĕрленĕ вутăпа пурăннă. Пĕррехинче пĕрисем урам хушшине пĕр трактор турат-çатрака килсе тăкрĕç. Татса пухса хуриччен вăхăт чылай иртрĕ. Эпĕ хамăн ĕç тивĕçĕпе урамра пирус туртса ларакан арçынна: "Çатракана мĕншĕн пуçтармастăр?" — терĕм. "Вутă татасси вăл — хĕрарăм ĕçĕ, эпĕ кÿрсе килсе панă", — татса хучĕ вăл. Куратăп: темиçе кунтан мăшăрĕ ачисемпе çатракана татса купаласа лартнă. Арçын вара пачах та хутшăнмарĕ.

Паянхи пурнăçра нухрат çитсе пыманнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Тепĕр чухне йышлă çемьесенче шăпăрланĕсем валли васкавлă укçа кирлĕ пулсан кивçен ыйтма яланах арăмĕсем пыраççĕ. Кил хуçисем вара кăштах именеççĕ пулас. Енчен те хăйсен пырĕсене хĕртес шухăш çуралсан кунне темиçе пыма та вăтанмаççĕ. Çапла мăшăрĕсем хыçĕнче пытанса пурăнакансем те пур.

Хуçалăхсем арканнă хыççăн ял çынни çулла ытларах килте ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕх тытакан çемьесенче хĕрарăм ĕçĕ ирхи 4 сехетрех пуçланать. Ĕнине сумалла, мухмăрла выртакан арçыннисем пур çĕртенех выльăхне кĕтĕве ăсатмалла, каçхине кĕтсе илмелле, касу черечĕ çитсен кĕтÿ пăхма каймалла, сунă сĕтне урам тăрăх йăтса машина патне çитерсе памалла... Унтан чăххи-чĕппине, хур-кăвакалне, шкула çÿрекен шĕвĕрĕсене тăрантармалла. Ирхи апат хыççăн арçынĕсем ирĕкелле тухса утаççĕ. Киле юлнă хĕрарăмăн хуçалăхри ытти ĕçе кÿлĕнмелле. Пахчара лартнă çимĕçсене шăвармалла-кăпкалатмалла, çум курăкран тасатмалла, сăтăрçăсенчен сыхламалла... Выльăх апачĕ тавăрса-типĕтсе-пухса кĕртесси каллех ытларах арăмсемпе ачасем çине тиенет. Арçыннисене вара эрех-сăра илĕртет. Эпĕ пурне те кÿрентересшĕн мар-ха, япăххисен хушшинче пурнăçа ăнланма пултаракансем те пур.

Вăрçă хирĕнчен таврăнайман салтаксен мăшăрĕсем йывăррине пăхмасăр 3-4 ача çитĕнтернĕ. Çĕршыва юрăхлă, пултаруллă çынсем ÿстернĕ. Пĕр тĕслĕх: пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Виталий Сергеев профессор кăçал 70 çул тултарчĕ. Вăл ашшĕ фронта тухса кайнă вăхăтра амăшĕн варĕнче юлнă. Пĕччен ÿстернĕ ăна хĕрарăм. Патшалăх нимĕнле те пулăшман. Çурма тăлăххăн ÿссе Чăваш Республикинче паллă çын пулнăшăн эпир, Мартынкассисем, унпа мухтанатпăр, мăнаçланатпăр, савăнатпăр.

Паян та пĕччен кун кунлакан хĕрарăмсем те пурнăç лавне ăнăçлă туртса пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, çуртне-йĕрне çĕнетеççĕ, ачи-пăчине пулăшаççĕ. Общество ĕçĕсене те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене ырăпа асăнмалла. Л.Владимирова, О.Алексеева, А.Андреева, Г.Ястрева, А.Ястрева тата ыттисем. 93 çулти М.Владимирова мăшăрĕ вилнĕренпе 40 çул ытла пĕччен пурăнать. 5 ача çуратса ÿстерсе пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. 80 çула çывхаракан Л.Давыдова та ĕмĕрне пĕччен ĕмĕрлерĕ. Ашшĕ фронтран таврăнайман, амăшĕ те нумай çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Йывăр пулсан та йывăçран çĕнĕ пÿрт лартма вăй-хал çитерчĕ. Ялта 90 çула çывхарнă Т.Фирсова тата Р.Семенова та ĕмĕрĕсене хăраххăн пурăнса ирттерчĕç.

Хĕрарăм çемьене сыхласа хăварас тĕлĕшпе çаврăнăçуллăраххине туятпăр. Тепĕр чухне мăшăр хушшинче сăмах май килменрен хирĕçнĕ самантсем те пулаççĕ. Çав тавлашусене хутшăнса лăплантарма мана та тÿр килнĕ. Хĕрарăмсем ырланине кăмăллаççĕ. Эпĕ те сире пултаруллă, ăслă, йăваш кăмăллă пулнишĕн мухтатăп!

Вениамин АРХИПОВ.

Элĕк районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.