Çунат сарнă "Ял пурнăçĕнче", вăй-хăват - "Чăваш хĕрарăмĕнче"
Çапла сăвăлла йĕркесемпе пуçларăм эпĕ çыру йĕркисене. Паллах, калас шухăш-кăмăл капланнипе пухăнчĕç хăпартлануллă сăмахсем. Вĕсем юратнă хаçатăмăрăн иртнĕ çулхи 41 /963/-мĕш номерĕнчи "Литература страниципе" паллашсан чун-чĕре вăркăшне вăратрĕç.
Трак тăрăхĕнчи Сунар ялĕнче ăшпиллĕх илсе поэзи лаççинче иксĕлми тăрăшакан Татьяна Борисовăна сăмах панă "Чăваш хĕрарăмĕнче". "Çилпе хурăн" сăвви кăмăл-шухăшĕпе те, поэзи туртăмĕпе те вулакан кăмăлне тивĕçтермелле пиçсе тухнă.
Татьяна Ивановна паянхи тапхăрăн тулли лавне тăвалла туртакан, малашлăха шыракан сăвăçсенчен, çыравçăсенчен пĕри пулса ырă йĕр хывать. Вăл — икĕ кĕнеке авторĕ тата районти Н.Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ час-часах шкулсене тухса çÿрет, çитĕнекен ăрупа асра юлакан тĕлпулусем йĕркелет.
"Чăваш хĕрарăмĕ" ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕпе татах та паллаштарасса, Татьяна Борисова вăй илсе пырасса, вулакан умĕнче сумлă авторитет çĕнсе илессе шанатăп.
Георгий ТУСЛИ.
Красноармейски районĕ.
***
Комментировать