Фермера мĕн çитмест?

10 Фев, 2017

Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи Анатолий ИГНАТЬЕВ хресчен-фермер хуçалăхĕ — Красноармейски районĕнчи ăнăçлă ĕçлекен ХФХсенчен пĕри.

Ертӳçĕпе «Нива» ЯХПКран туяннă сысна ферминче тĕл пултăмăр. Пĕлтĕр вите тăррине юсанă, чӳречесем лартнă. Кунта сăвакан ĕне 10 пуç тата пăрусем çавăн чухлĕ.

— Вĕсем валли сенаж, утă 35 гектар çинче çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр, — пĕлтерчĕ Анатолий Николаевич. — Тата фураж, жмых, фабрикăран пылак апат турттарса çитеретпĕр, шыв ăшăтса ĕçтеретпĕр. Ĕне шутне ӳстерес шухăш пур. Пĕлтĕр 350 гектар çинчен тырă пухса кĕртнĕ. Кăçал унăн лаптăкне 600 гектара çитересшĕн. Çĕре сухаламалли, кăпкалатмалли, акмалли, ытти ĕç тумалли трактор-машина пайтах.

Ăна хамăн куçпа курса хаклас килчĕ. Кăтартма ыйтрăм. Анатолий Николаевич килĕшрĕ, техника паркне ертсе кайрĕ. Куç умне тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелли «Класс» комбайн, Китайра туса кăларнă «Фотон», Т-150, гусеницăллă тата МТЗ тракторсем /кашни 2-шер/, погрузчик, бульдозер, косилка, дискатор, пресс-подборщик, бензовоз, 4 автомашина, электродизель, электроарман, ытти техника тухса тăчĕ. Хуçалăхăн мастерской, кĕлетсем, тырпула типĕтмелли агрегат пур.

— Çĕртен, выльăхран продукци илме пурте пур. Мĕншĕн производствăна ӳстерместĕн? — ыйтрăм фермертан.

— Ӳстерĕттĕм, — хуравларĕ вăл. — Анчах тĕллеве пĕр-икĕ çул хушшинче пурнăçлама 10 миллион тенкĕрен кая мар укçа кирлĕ. Унпа çĕнĕ ферма тăвăттăм, унта çĕнĕ технологие ĕçе кĕртĕттĕм, пурăна-киле вите тулли ĕне усрăттăм. Проект ĕç вырăнĕсем тума май парĕ.

— Тин çеç мана кăтартнă вите выльăх ытларах усрама юрăхлă мар-им?

— Кивĕскертен тислĕке сенĕкпе кăларатпăр, сĕт пухмалли пăрăхпа цистерна вырнаçтарман — ĕç условийĕсем япăх. Юхăннăскерте паянхи пурнăçа тивĕçтерекен оборудовани вырнаçтарса тăкакланиччен çĕнĕ ферма хăпартсан, ĕçпе кану условийĕсем тусан йӳнĕрех ларать. Федерацин «Çемье ферми» программипе патшалăхран 10 миллион тенкĕлĕх субсиди илсе ĕç пуçласа ярасшăн. Эпир аталанма никĕс хывнă. Фермăна асфальт çул, электричество пырать, шыв уçлама башня вырнаçтарнă.

А.Игнатьев çуракине хатĕрленсе бензин-дизтопливо, минерал удобренийĕ çителĕклĕ турттарнă. Кăçал 1,4 миллион тенкĕ тăракан сеялка /сарлакăшĕ 6 метр ытла/ туянма банкран кредит илес ыйтăва татса панă. Ял тăрăхĕн администрацине юртан çул уçма пулăшать, шăрăхра пушар тухасран сисчĕвленсе çуллен 12 тонна шыв хатĕрлет.

Патшалăх А.Игнатьев хуçалăхне курттăммăн пулăшу кӳрсе тепĕр шая хăпартсан ял тăрăхĕн экономикипе социаллă пурнăçне ырă витĕм кӳме пултарать.

 Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.