Çамрăк, пултаруллă

9 Фев, 2017

Кăçал республикăри чи хастар, пултаруллă, вăтăр çула çитмен 994 çамрăк Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрĕ. Çав шутра Йĕпреç районĕнчи "Трудовик" агрофирмăра вăй хуракан Яков Ерилеев та пур.

Ачаранах ĕçре пиçĕхсе ӳснĕ Яков шкултан вĕренсе тухсан та ытти яш-кĕрĕм пек хулана тухса кайма васкаман. Механизатора вĕренсе тухнă, вырăнти хуçалăхра вăй хума тытăннă. Ашшĕ çул-йĕрне суйласа илнĕскере йывăр ĕç хăратман. Çемьере техникăна, çĕре юратни каччăна та куçнă. "Тăван тăрăхрах лайăх, — тет вăл. — Пурте хулана тухса кайсан ялта кам юлĕ?"

Кĕске хушăрах вăл тăрăшулăхпа, ĕçе тĕплĕ тунипе палăрнă. Аслисем каланине ăса хывма тăрăшать. Пултаруллă каччă иртнĕ çул районти сухаçăсен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Хуçалăхра çулленех вырмана хутшăнать. Пĕлтĕр Яков Ерилеев "Агрос 530" комбайнпа 870 тонна "сарă ылтăн" вырса çапнă.

Хĕлле те кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук унăн. Халĕ ĕçченсем вăрмантан йывăç турттараççĕ. Хуçалăхра производство обĕекчĕсене юсаса çĕнетмелли тупăнсах тăрать. Хăйсем хатĕрленĕ строительство материалĕ вара тăкака чакарма пулăшать. Яков та хутшăнать çак ĕçе. Пушă вăхăтра çамрăксемпе спортзала çӳрет, ăмăртусене хутшăнать.

— Каланине яланах итлет. Сăпайлă, маттур каччă. Техникăна та юсавлă тытать, ыттисене пулăшма тăрăшать. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вăл, — терĕç хуçалăх ертӳçисем.

Ĕçчене иртнĕ çул ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне парса чысланă.

Яков çемье çавăрайман-ха. Вăл хăй пек ĕçчен те пултаруллă пикепе "çемье вучахне" чĕртме ĕмĕтленет.

Лариса НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.