Пӳртри панча

9 Фев, 2017

Тымарлантарма лартнă хунава панча условийĕ туса памалла. Капла вĕсем лайăхрах аталанаççĕ. Пысăкрах савăта лартнă сапана çиелтен çутă пластик стаканчикпе витсессĕн пĕчĕк парник пулать те. 100 е 200 грамм кĕрекен пластик стакана лартнă хунава çиелтен тепĕр стаканпа хуплама йывăртарах. Ал айĕнчи япаласенчен парник хатĕрлеме пулать. Тĕссĕр, витĕр çутă яракан кирек мĕнле пысăкрах савăтран та парник тума май пур. Тĕслĕхрен, кивĕ аквариум. Вăл чат юсавлă пулни кирлĕ те мар. Аквариума пысăкрах турат лартнă савăтсене йĕркипе вырнаçтарса лартатпăр та çиелтен полиэтилен пленкăпа витетпĕр.

5 литрлă пластик савăтран та панча тума лайăх. Унăн пĕр аякне касса кăлармалла, шала сапанлă стакансене вырнаçтармалла, çиелтен пленкăпа хупламалла. Панча хатĕр те.

Нӳрĕклĕхсĕр пуçне тымарлантарма çутă çителĕклĕ кирлĕ. Хĕвел çине панчана лартма юрамасть. Хĕвел пайăрки панчари сывлăша ытлашшипех вĕрилентерсе яма пултарать. Ятарлă фитолампăсемпе çутатса йĕркелени, светодиодлă е люменисцент лампăсен çути ӳсен-тăраншăн лайăх.

Çутă вăхăчĕ 12 сехете яхăн пулмалла. Çĕрле тĕттĕм кирлĕ, çутă вăхăтне каçхине çутă çутса тăсмалла. Ятарлă таймер лартсан чăрмав пулмĕ.

Ӳсен-тăрана ты­марланма 25 градуса яхăн ăшă кирлĕ. Сивĕрех çĕрте тымар аталанасси вăраха каять.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.