Миçе кунран шăтса тухать?
Вăрлăхăн шăтаслăхĕ мĕнлине епле пĕлмелле? Хăçан акмалла, вăрă миçе кунран шăтса тухать? Шăтса тухнă хыççăн миçе кунран çимĕç пулать? Çакнашкал ыйтусем пахчаçăна кăсăклантарма пуçланă та ĕнтĕ. Ӳсен-тăран мĕнле аталаннине пĕлни пахчаçимĕç вăрлăхне хăçан акмаллине палăртма май парать. Вăрлăх епле шăтасси унăн пахалăхĕнчен, ăна акма хатĕрленинчен те килет. Таблицăра килте аксассăн шăтас вăхăта илсе кăтартнă.
Культура
|
Вăрлăх
шăтас вăхăт
|
Шăтма кирлĕ температура to C
|
Çимĕç илес тапхăр /кун/
|
||
|
|
|
ирхи сорт
|
вăтам сорт
|
кĕрхи сорт
|
Пăрăç тутли тата хаярри
|
8-15
|
10-15 градус
|
95-110
|
110-135
|
135 кунран ытла
|
Помидор
|
4-10
|
10-15
|
75-100
|
100-120
|
120-рен ытла
|
Кабачок, патиссон, кавăн
|
4-8
|
12-14
|
35-50
|
50-70
|
70-рен ытла
|
Дыня
|
5-8
|
15-17
|
45-75
|
75-95
|
100-тен ытла
|
Арпус
|
7-12
|
15-17
|
55-85
|
85-105
|
100-тен ытла
|
Пуçлă купăста
|
4-7
|
3-4
|
45-90
|
90-130
|
130-180
|
Чечеклĕ купăста
|
4-6
|
3-4
|
55-85
|
85-100
|
110-ран ытла
|
Баклажан
|
6-10
|
13-14
|
90-110
|
110-130
|
135-рен ытла
|
Хăяр
|
4-7
|
13-15
|
40-45
|
45-50
|
50-ран ытла
|
Сельдерей
|
7-14
|
4-5
|
80-90
|
130-175
|
180-200
|
Кишĕре, хĕрлĕ кăшмана, пăрçана, салата, шпината, шалча пăрçине ирĕке акатпăр. Кишĕрĕн шăтас вăхăчĕ вăрах — икĕ эрне яхăн, 10-16 кун. Шпинатпа салатăн — 8-10 кун, пăрçапа фасолĕн — 4-8 кун, хĕрлĕ кăшманăн — 10-16 кун. Вăрлăх шăтаслăхĕ ăна мĕнле упранинчен те килет. Хăшпĕр ӳсен-тăран вăрри вăрах выртсан та шăтать, хăшпĕр вăрлăх нумай выртсассăн шăтмасть.
Сельдерей, сухан, ревень, йӳç кăшкар вăрри 2-3 çул шăтма юрăхлă. Укроп, петрушка, помидор, баклажан, пăрăç, кишĕр вăрри — 3-4 çул, пăрçа, фасоль, купăста, редис, салат, çарăк — 4-6 çул, арпус, дыня, кабачок, кавăн, хăяр, патиссон — 6-8 çул, кăшман вăррин шăтаслăхĕ 10 çул упранать. Фасолĕн хăшпĕр тĕсĕсем 100 çултан та шăтаслăхне упранине палăртаççĕ ăсчахсем.
Акиччен вăрлăха суйламалла. Турилккене шыв яратпăр, тăвар хушса пăтрататпăр та унта вăрлăха ярса çур сехетрен пуçласа 2 сехет хушши тытатпăр. Путманнисем — пушă вăрăсем, вĕсене пăрахмалла.
Вăрлăх шăтаслăхне тĕрĕслеме ансат. 8-10 вăрă илетпĕр те йĕпе пусма таткипе чĕркесе ăшă çĕре хуратпăр. Вăрлăх пăнтăхасран кунне пĕр хутчен те пулин пусма таткине уçса уçăлтаратпăр, шăтма тытăннине тĕрĕслетпĕр, нӳрлететпĕр.
Комментировать