Кивĕ çипуçран - кавир

9 Фев, 2017

Кивелнĕ япалана кăларса пăрахма шел, тепĕр енчен вăл вырăн йышăнать, тăвăрлатать. Хăй ĕмĕрне ирттернĕ футболка-свитертан килте усă курмалли пĕчĕк кавир çыхма е тĕртме пулать.

Çекĕлпе çыхмашкăн трикотаж «çип» аван — футболка, майка, кофта... Япала мĕн чухлĕ тĕслĕрех, кавир те тĕслĕрех, илемлĕрех пулĕ.

Кивĕ футболкăна сарса хуратпăр, çавăрса çĕленĕ хĕррине касса пăрахатпăр. Унтан 2,5-3 см сарлакăш хăюсем касатпăр. Çĕвĕ хĕрне çитме 3 см юлсан касмасăр хăваратпăр, çапла — çуха авăнчăкĕ тĕлне çитичченех. Унтан çĕвĕ тĕлне алă çине хуратпăр та касăксене тĕлме тĕл мар, чалăшла йĕрпе касса кăларатпăр. Тепĕр енне те çапла касса тухатпăр — пĕр вăрăм хăю пулать. Çак мелпе кирек мĕнле япалана та — ача колготкине те касса хăюлама пулать. Хăю анлăшне пусма хулăнăшне кура илмелле. Хулăнрах пусмана çӳхерех хăюласа касмалла. Юлнă пайсене спираль евĕрлĕн, пĕр хăю туса, касмалла. Пулнă хăюсене çĕлесе пĕрлештеретпĕр, çăмхалатпăр. Тепĕр кивĕ япалана касса хăюлатпăр. Тĕрлĕ тĕслĕ темиçе çăмха тусан çыхма пуçлатпăр. Кавир çыхма 7 номерлĕ е унран пысăкрах çекĕл кирлĕ. Çыхиччен кавире ăçта сарассине шута илме тăрăшăр, вара хăш тĕссем ытларах кирлине, кавир виçине палăртма çăмăлрах.

Кирлĕ чухлĕ куç шутласа çыхатпăр та каллĕ-маллĕ ахаль кăна çыхса пыратпăр. Малтан тăваткăл кавир çыхса пăхăр, ăна çыхма çăмăлрах. Унтан çавра кавир çыхма пултаратăр. Çыхнăçемĕн куçсем хушса пымалла.

Кавир тĕртме вара асанне-кукамайсен пир вырăнĕ чылайăшĕн çук. Хашак кирлĕ пулать, тĕслĕхрен 30х45 см тейĕпĕр. Хире-хирĕçле пĕр-пĕринчен 2,5 см хăварса пĕчĕк пăтасем çапса тухмалла. Вĕсене йĕркипе тĕссĕртерех çип карăнтарса çыхса тухмалла. Тĕртнĕ чухне урлă выртакан çипсене тачăрах хурса пымалла. Хăвăра килĕшекен тĕссемпе, çипсене черетлентерсе çĕклесе пырса урлă хурса пымалла. Пĕрре — çиеле, тепре — аяла. Тĕртнĕ майăн тĕл пулакан çĕвĕ вырăнĕсене, тĕвĕсене кавирĕн аял енне пытарса пыма тăрăшăр — вăл тӳнтер енĕ пулĕ. Кавире шерепеллĕ тумашкăн ĕçлекен çип вĕçĕсене кăштах хăварса пымалла, вĕçĕсене пĕрлештерсе çыхмалла та касса ямалла. Шерепе пулать. Тĕртнĕ майăн çипсене хытарса пымалла. Хашак тулсан йĕри-таврари çипсене йăлтах пăхса тухатпăр, кирлĕ пулсан çыхатпăр та кавире пăтасем çинчен вĕçертетпĕр. Пукан çине е урайне сармалли кавир хатĕр.

Çак тĕслĕхсем ансат, çемьепе ĕçлеме аван. Ачасене кăсăклантарса ĕçе явăçтарма, вĕрентме лайăх мел вăл. Пĕрлехи ĕçре ача кулленхи пурнăçа йĕркелеме, вак-тĕвеке асăрхама, перекетлĕхе, усăсăр выртакан япалана ĕçе кĕртме хăнăхать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.