Йӳçкасси ачисем тĕрĕ çеç тĕрлемеççĕ

9 Фев, 2017

«Асамлă çип» ăстисем

Пиллĕкмĕш класс хĕрачисем Алена Потапова, Таня Яковлева, Маша Александрова, Саша Федорова, Ангелина Григорьева «Асамлă çип» кружока хаваспах çӳреççĕ. Ара, унта вĕсем Елена Сергеевна Шумилова педагогпа вĕтĕ шăрçасемпе мĕн тĕрлĕ япала тумаççĕ пулĕ? Авă, çӳлĕксем те вĕсен ылтăн аллисене пула кунсеренех хитреленсе пыраççĕ. Куçа илĕртекен тĕрлĕ тĕслĕ çеçкесем, пуканесем, брелоксем, чĕрчунсем камăн кăмăлне çĕклемĕç-ха? Е тата куравсенче кашниех вĕсен ĕçĕсемпе хавхаланать, тапса тăракан пултарулăхĕсенчен тĕлĕнмеллипех тĕ-лĕнеççĕ.

— Епле чăтăмлăх çитереççĕ-ши? Кунта ĕçлемелли тем чухлех-çке, — теççĕ тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе паллашнă май.

Вĕренекенсем кунашкал сăмахсене илтсен йăл! кулаççĕ те:

— Пирĕншĕн вăйă çеç ку. Кружокра ал ĕçĕ тунă самантра калаçу çăмхине сӳтме те ӳркенместпĕр. Çывхарса килекен кашни уяв валли парнесем хатĕр-летпĕр эпир. Умра — юратакансен, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕсем. Çак праçниксем кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çывăх çынсене парнесемсĕр хăвармăпăр. Мартăн 8-мĕшĕ валли вара йăлтах çеçкесем хатĕрлетпĕр. Ун чухне юратнă аннесене, асаннесемпе кукамайсене, аппасемпе йăмăксене тата педагогсене епле саламламăн-ха? Вĕсене чи-чи ырă та çепĕç сăмахсемпе хăпартлантарнисĕр пуçне сăвă-юрăпа та сцена çине тухăпăр, — теççĕ вĕренӳре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан хĕрачасем хаваслăн.

Ачасен хастарлăхĕнчен Елена Сергеевна хăй те тĕлĕнет.

— Хăш-пĕр ĕçсене манран малтан пурнăçласа пĕтереççĕ! Аллисем выляса çеç тăраççĕ вĕт! Тĕррисене пăхса ытармалла мар, пăхнăçемĕн пăхас килет тата! Ан тив, паянлăха пĕчĕк япаласем çеç тăваççĕ вĕсем. Пĕчĕк юханшыв сиксе-сиксе, шăнкăртатса-шăнкăртатса, малтан мала юхать-юхать те Атăл пулать. Çавăн пекех, пĕчĕк ĕçрен пысăкки пуласса пĕрре те иккĕленместĕп, — çирĕплетет ачасемшĕн çунакан хастар педагог.

Кружока çӳрекен хĕрачасем ытти çĕрте те пултарулăхĕсемпе палăраççĕ. Спортра та, вĕренӳре те. Ăмăрту-конкурсра çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пулни вĕсене пурнăçра ӳсĕм хыççăн ӳсĕм тума пулăшать.

— Таçта çитсен те, çут çанталăк темле куçа тыткăнласан та тăван ялаллах, шкулаллах туртăнăпăр. Кунта хамăр ăсталанă тĕрлĕ тĕслĕ чечексем те хит-ререх, илемлĕрех, кантăкран курăнакан пĕлĕтсем те çăмăллăнах шуса иртеççĕ, куллен çăвакан юр пĕрчисем те илĕртӳллĕрех, сывлăш та сиплĕрех. Педагогсем те ачасене тарăн пĕлӳ парас тесе тăрăшаканнисем, — терĕ хавассăн туслă пиллĕкмĕш класс.

Класрисемшĕн шанчăклă тус

Пĕрремĕшĕнче вĕренекен Ульяна Федорова класра чи пултаруллисенчен пĕри. Шкула кайичченех вулама вĕреннĕскер паян та библиотекăна кăмăлпа çӳрет. Лавккана кайсан та амăшне кĕнеке илсе пама йăлăнать. Чăвашла, вырăсла шăкăртаттарса вулать. Çавăн пекех акăлчан чĕлхи те уншăн ют мар, акăлчан юмах-халапĕпе, сăвви-калавĕпе те кăмăлтан паллашать.

— Анне, Надежда Витальевна, акăлчан чĕлхи вĕрентнĕрен çак предмета та чунтанах юрататăп, — тет сăпайлă хĕрача.

Тус-юлташĕ ăна ырă кăмăллă пулнăран, йывăр вăхăтра сĕнӳ-канаш панăран юратать те, хисеплет те. Хăш чухне урока хатĕрленсе килеймен ачасемпе тăхтавра калаçу ирттерет.

— Каласам, мĕншĕн урока хатĕрленсе килмерĕн? Сăлтавĕ мĕнре? — кăсăкланать самантрах ăна хăйпе юнашар лартса. — Атя, пулăшатăп сана. Анчах асту, урампа утнă чухне те, киле çитсен те, çывăрма выртсан та, вĕренӳ шухăшĕ пултăр пуçра. Вĕренӳ, пурнăçра чи кирли. Çавăнпа темиçе ыйтуран пĕрне те пулин татса пама тăрăшăп, çĕннине ĕçе кĕртме пулăшăп.

Е тата, тепĕр чухне класс шавласа кайсан:

— Ачасем, атьăр юратнă педагогăн кăмăлне хуçмастпăр. Эпир капла ларни ăна урок ирттерме чăрмантарать. Çавăн пекех хамăр та çĕнĕ темăна ăнланса юлаймастпăр та каллех килти ĕçе пурнăçлаймастпăр, — тесе асăрхаттарать сасартăк.

Пĕрле вĕренекенсем унăн сăмахĕн-чен иртмеççĕ, вăл мĕн каланине кашниех ăша хывать.

Шкула, тус-юлташне чунтан юратакан хĕрачан кăçал пысăк ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ.

— Çĕнĕ çулта юратнă çыннăмсем пысăк парнепе савăнтарчĕç. Мана пӳртре пурăнакан пĕчĕк йытă çури парнелерĕç. Мĕн тери юрататăп эпĕ ăна! Шкултан таврăнсан тӳрех чупса пырать те йăттарасшăн тавралла чупкалать Рекс. «Ну, Ульяна, паянхи кун епле иртрĕ? Каласам», — тенĕн куçран чăр! пăхать. Эх, калаçатăп вара унпа темчченех! Уроксем епле иртнине, тăхтавра мĕнпе кăсăкланнине, пӳлĕмри чечексене шăварнине тата аквариумри пулăсене епле апатлантарнине, рисовани урокĕнче мĕн ӳкернине — йăлтах-йăлтах хавасланса каласа паратăп. Вăл вара: «Маттур, маттур!» — тенĕн малти урисене çӳлелле çĕклет, — тет Ульяна.

Ытти ачасем каникула чăтăмсăррăн кĕтеççĕ пулсан, Ульянăна кану кунĕсем пачах кăсăклантармаççĕ.

— Каникул... Кан та кул тенинех пĕлтерет. Кашни ача кану пирки ĕмĕтленнине пĕлетĕп-ха, анчах манăн вара вĕренес те вĕренес çеç килет. Кашни кун урокра мĕн те пулин çĕннине пĕлсе хăпартланатăп. Çавăнпа шкулти вăхăт иртнине сиссе те юлаймастăп. Канмалли кунсенче пĕрле вĕренекенсемшĕн çав тери тунсăхлатăп. Тунтикун çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп, — тет тухтăр пулма ĕмĕтленекен хĕрача хăпартланса.

Йăл кулăллă Данил

Çăмăл атлетикăра пĕрре мар çитĕнӳ тунă Данил Григорьев пиллĕкмĕш класра вĕренет. Чăнах, спорт уншăн — чун уççи. Физкультура урокĕсенче, футболла вылянă чухне, хапхана мечĕк тапса кĕртме пĕтĕм вăйран талпăнать. Спорт передачисене пăхма та кăмăллать.

Ӳссен кам пулассине хальлĕхе татăклăн калаймасть-ха мал ĕмĕтлĕ те пултаруллă çамрăк.

— Тен, спорт çулне суйлатăп, тен... Тепĕр тесен, кам пĕлет-ха пулас вăхăта. Ара, тепĕр чухне эпир шухăшланă пек пурнăç урапи кусмасть-çке, — тет йăл кулăллă арçын ача.

Вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренекен Данил математика, географи урокĕсене кăмăллать.

— Тĕрлĕ уравнени, задача шутласси маншăн пĕрре те йывăр мар. Кун пек ĕçе кăмăлпах пурнăçлатăп. Пĕрле вĕренекенсене те пулăшма тăрăшатăп. Пулăшу ыйтакана яланах сĕнӳ-канаш паратăп, — тет Данил. — Унсăр пуçне çут çанталăкра уçăлса çӳреме кăмăллатăп. Мана çулталăкăн кашни вăхăчĕ килĕшет. Паянхи кун йĕлтĕрпе ярăнатпăр пулсан, çуркуннепе çулла, кĕркунне юлташсемпе мечĕк хăвалатпăр. Каникулăн çуллахи хаваслă кунĕсенче хул-çурăма çирĕплетме шывра та ишетпĕр. Пулла çӳреме те ӳркенместпĕр.

Элиза ВАЛАНС.

Муркаш районĕ,

Йӳçкасси.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.