Юрă çапла çуралнă

10 Апр, 2014

2014 çулхи нарăс уйăхĕнче музыка искусствине юратакансем Раççейĕн паллă композиторĕ Аркадий Ильич Островский çуралнăранпа 100 çул çитнине палăртрĕç. Шел, унăн кун-çулĕ 53 çул çурăрах татăлнă. Çапах та кĕске ĕмĕрĕнче вăл халăх асне ĕмĕрлĕх кĕрсе юлнă сахал мар вилĕмсĕр юрă-кĕвĕ çырса хăварма ĕлкĕрнĕ. Юбилей çулĕнче композитора аса илни вырăнлă.

2006 çулта Мускавра «Терра» издательство 62 томпа пичетлесе кăларнă Пысăк энциклопедире ун пирки çапла çырнă: «Островский Аркадий /Аврам/ Ильич - Раççей композиторĕ. Калама çук çивĕч хăлхаллă пулнă. Çичĕ çулта фортепианопа калама вĕреннĕ. 1929 çулта фабрикăпа завод училищин тимĕрç уйрăмне вĕренме кĕнĕ, И.Белоземцевпа И.Браудо патĕнче вĕреннĕ.

1940-1947 çулсенче Л.Утесовăн джас-оркестрĕнче пианинăпа, аккордеонпа каланă. 1943 çулта çĕнĕ концерт программи валли увертюра çырнă, ăна «Паттăрла фантази» ят панă. Пĕрремĕш юррине, «Я демобилизованный» ятлине, Утесов оркестрĕнчи И.Фрадкин тромбонист сăмахĕсем тăрăх çырнă. 1948-1952 çулсенче композиторта тăрăшнă. Крушевицкий ертсе пынă эстрада оркстрĕпе ĕçленĕ.

А.Островский пултарулăхĕ жанр енĕпе тĕлĕнмелле пуян. Вăл - ача-пăча валли çыракан чи лайăх композиторсенчен пĕри. Общество ĕçне хастар хутшăннă. Композиторсен пĕрлĕхĕнче тата Пĕтĕм Раççейри хор обществинче ĕçленĕ, музыкăпа çут ĕç мероприятийĕсене йĕркелесе ирттернĕ, Пĕтĕм Союзри тата пĕтĕм тĕнчери музыка конкурсĕсен жюри членĕ пулнă.

2004 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче Мускаври Çăлтăрсен лапамĕнче унăн ячĕпе Асăну плити уçнă».

А.Островский юррисем кивелме пĕлмеççĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕ паян çырнă пекех пысăк. Çакна çирĕплетме «А у нас во дворе» ярăмри, «Как провожают параходы» тата ытти юрра аса илни те çителĕклĕ. «Песня остается с человеком» юрă çулталăкри чи лайăх юрăсен конкурсĕн элемĕ пулса тăнă. Кам пĕлмест тата пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă «Пусть всегда будет солнце!» юрă сăмахĕсене! Вăл Çĕр планета çинчи мĕн пур ырă кăмăллă çынна пĕр-пĕринпе татуллăн, килĕштерсе пурăнма, тĕнчери миршĕн кĕрешме чĕнет.

Миршĕн кĕрешекенсен гимнĕ пулса тăнă юррăн историйĕ питĕ кăсăк.

Ку вăл иртнĕ ĕмĕртех пулнă. Пилĕк-ултă çулти шĕвĕр амăшĕ патне чупса пырса пач кĕтмен çĕртен ыйту панă:

- Ялан тени мĕн вăл?

- Епле ăнлантарас-ши сана? «Ялан» сăмах ĕмĕрлĕхе тени пулать. Паян та, ыран та, виçмине те, çулсем, ĕмĕрсем иртсен те... Ак çак сенкер тÿпе пек... Унта ялтракан сарă хĕвел пек... Тÿпе те, хĕвел те ялан пулнă, пур, малашне те пулĕç. Çын ĕмĕрĕ акă апла мар. Вăл самай кĕске. Çын килет те каять, çук пулать. Шел те, вăл çĕр çине яланлăха килмест.

Çапла вара ача «ялан» сăмах мĕне пĕлтернине лайăх тавçăрса илнĕ. Кăмăлĕ çĕкленнипе çав самантра хĕвеллĕ тÿпене савăнăçлăн тинкерсе: «Çут тÿпе çутă пултăр!» - тесе хыттăн кăшкăрса янă. Шартарса пăхакан хĕвеле курса епле савăнмăн-ха! «Яланах хĕвел пултăр!» - хушса хунă çавăнтах. Амăшĕн ăшă кулли те унăн кăмăлне çĕкленĕ. Çакă çутă тĕнче амăшĕсĕр епле хитре пултăр-ха? «Манăн анне ялан пултăр! Ман пуласчĕ ялан!» - çĕкленÿллĕ сăмахсем те илтĕнсе кайнă çав самантра. Çапла вара хăй тĕллĕнех сăвă йĕркисем çуралнă. Çакăн çинчен 1928 çулта «Ĕç ачисен шкулĕнчи тăван чĕлхепе литература» журнал çырса пĕлтернĕ.

Мускав ÿнерçисенчен пĕри 1962 çулта паллă мар ачапа унăн сăввине хăйĕн плакатĕнче сăнарламан тăк çак пулăм манăçа та тухнă пулĕччĕ-и тен? Çав ÿкерчĕке Хĕрлĕ тÿремри уявра кăтартнă. Журналистсем хăйне евĕрлĕ çак плаката асăрхаса хаçатра çырнă. Хаçатри репортажа Аркадий Ильич Островский композитор ăнсăртран вуланă. Ăна ача сăмахĕсем калама çук килĕшнĕ. Сăвва юрă хывма ятарласа çырнă пекех туйăннă.

Ирпе ирех вăл çакăн çинчен Лев Ошанин поэта шăнкăравласа пĕлтернĕ. Лешĕ, урăх ĕçе кÿлĕннĕскер, тÿрех çĕнĕ юрă çырма хатĕр пулман. Çапах та паллă мар ача сăмахĕсем хушса юрламалли çаврăм валли питех те вырăнлă пулнине йышăннă. Композитор çине тăрса ÿкĕтленĕ хыççăн çĕнĕ юрă çырăннă.

1962 çулта хывăннă юрă çулталăкран Польшăра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ăна унта Тамара Миансарова юрланă.

Юрă концертсенче халĕ те час-часах янăрать. Çапла вара паллă мар пĕчĕк ача ăнсăртран хайланă сăвă йĕркисем ялан пирĕнпе. Композитор хăй те юррисенче пурăнать.

 

 

Чĕмпĕр облаçĕ,

Чăнлă районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.