ИРХИНЕ ХАСТАР, КĂНТĂРЛА ХАЛСĂР

1 Фев, 2017

Ирсерен энерги тапса тăрать, темиçе сехетрен вара ывăнчăклăх çавăрса илет, пукан çинчен тăма та вăй юлмасть. Сăлтавĕ япаласен ылмашăнăвĕ вăрахланнинче пулма пултарать. Япаласен ылмашăнăвĕ лайăх чухне калорисем хăвăрт çунса каяççĕ, çын сахалрах ывăнать, хăйне сывă туять. Сирĕн вара мĕнле?

Хăйне евĕр тест

Каçхине 300 грамм сĕлĕ пăтти хатĕрлемелле, 1 стакан шыва /сĕте мар!/ 8 апат кашăкĕ сĕлĕ хăрпăкĕ ярса пĕçермелле, сахăр, тăвар хушмалла мар. Ирхине гигиена процедурисем /душ кĕмелле мар/ хыççăн пӳлĕме уçăлтармалла, çӳхе тăхăнмалла. Пăтта пӳлĕм температури таран ăшăтса выç хырăмла хăвăрт çисе ямалла. Ним те ĕçмелле мар.

Хăвăра мĕнле туйнипе тимлĕ пулăр. Ӳт-пĕве вĕрилентерсен, ӳте тар тапса тухсан — япаласен ылмашăнăвĕ хăвăрт пулса иртет. Кăмăллă ăшша туйсан — вăл йĕркеллĕ шайра. Нимĕн те туймастăр пулсан — япаласен ылмашăнăвĕ вăрахланнă.

Цифрăсем тăрăх

Япаласен тĕп ылмашăнăвĕн хăвăртлăхне пĕлме каçхине çывăрма выртас умĕн туалета кайса килнĕ хыççăн тараса çине тăрса виçĕнмелле, кăтартăвне çырса хумалла. Ирхине тăнă хыççăн тӳрех виçĕнмелле. Каçхи цифрăран ирхи цифрăна кăлармалла. Нормăра кăтарту 500 грампа танлашмалла. Сахалрах пулни япаласен ылмашăнăвĕ вăрахланни çинчен калать.

Лайăхлатма

Япаласен ылмашăнăвне лайăхлатма çак йĕркесене пăхăнни пулăшĕ.

  • Ирхи апатра белока, кăткăс углеводсене, çăра мар çусене шайлаштарса çимелле. Тĕслĕхрен, çăмарта, пăтă 1 десерт кашăкĕ йĕтĕн е олива çăвĕпе.
  • Выçă чухне япаласен ылмашăнăвĕ вăрахланать, организм саппаса энерги пухать. Çавăнпа апатсен хушшинче кăштах тăпăрчă е мăйăр, панулми, груша çимелле.
  • Организм, уйрăммăн илсен çăва энергие куçаракан пĕвер, йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен кунне 1,5-2 литр шыв ĕçмелле.
  • Вар-хырăм тĕлĕшпе кăлтăк çук пулсан апата кунне пĕрре те пулин пăрăç хушмалла. Чили пăрăçра калорие çунтаракан, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатакан, организм тонусне çĕклекен капсаицин пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.