ПӲРЕ ЧЕЙĔН ВИТĔМĔПЕ

8 Фев, 2017

Пÿре чирĕ гломерулонефрит аптратсан фитотерапи сиплĕ витĕм кÿрет. Пÿре чейĕ /почечный чай, ортосифон тычиночный/ питĕ усăллă. Ăна аптекăра туянма пулать.

  • Вĕтетнĕ типĕ çур чей кашăкĕ пÿре курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илсен савăта ăшă чĕркесе 20-30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвеке апатчен 20-30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 2 уйăх. 3 уйăхран — тепĕр курс. Çапла сываличченех сипленмелле.
  • Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ шăлан çырлине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Термоспа 3-4 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 4-6 хут ортосифон шĕвекĕ хыççăн чей вырăнне ĕçмелле.

Вĕсем вырăнне çак курăксен пуххисемпе /суйласа/ сипленме юрать.

  • Вĕтетнĕ типĕ пÿре чейне упа çырлипе /толокнянка/ çурмалла хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха вĕресе сивĕннĕ 1 стакан шыва ямалла. 12 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 2 хут 150-200-шер миллилитр ăшăлла ĕçмелле. Курс — 2 уйăх. 3 уйăх тăхтанă хыççăн каллех сипленме пуçламалла. Çапла — сываличченех.
  • Вĕтетнĕ типĕ 3-шер пай ортосифона, шăнăр курăкĕн /подорожник/ çулçине, календула чечекне, шăши кикенекне /череда/, 2-шер пай чăрăш тăррине /хвощ полевой/, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, вĕлтрен çулçине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе 30 минут лартмалла. Кунне 2-3 хут 50-шар миллилитр ĕçмелле. Курс — 2 эрне.
  • 3 пай йĕтĕн вăррине, 2 пай хурăн çулçине, 1 пай хурăн çырлин çулçине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ чĕртавара çур литр шыва ямалла. 2-3 минут вĕретмелле, унтан савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 2 эрне.

Шута илме! Сипленнĕ вăхăтра диетăна пăхăнмалла, рационран тăварлă, пăрăçлă, техĕмлĕхсемлĕ, тĕтĕмленĕ, çуллă апатсене, чейе, кофĕне, газлă шĕвексене кăлармалла.

Унсăр пуçне çулталăкра икĕ хут организма тасатмалли курс ирттерсен лайăх. 1-ер стакан типĕ курагана, иçĕме, хура сливăна тата аçтăрхан мăйăрне аш арманĕпе авăртмалла. 1 стакан пылпа хутăштармалла. Ирхине тата каçхине 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Хутăш пĕтичченех сипленмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.