«Тишкерĕве çиелтен тунă...»
Çапла хаклать республикăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова центрта тухса тăракан «Деньги» журналта хăй ертсе пыракан ведомствăн патшалăх нушисем валли таварсем туянассипе, пулăшу ĕçĕсем пурнăçлассипе çыхăннă ĕçне тиркесе çутатнине. Çакăн çинчен министр эрнекун ЧР Общество палатинче «Пĕр сехет — министрпа» проектпа килĕшÿллĕн ирттернĕ тĕлпулура пĕлтерчĕ.
Аса илтерер: журнал Раççей регионĕсен сывлăх сыхлавĕ валли сутăн илмелли сферăри тÿрĕ кăмăллăхĕн рейтингне хатĕрлесе пичетленĕ. Кăларăм шучĕпе, Чăваш Ен асăннă тăкаксем валли процентпа чи нумай ытлашши тÿлекен регионсен шутне кĕнĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ хушнипе ĕç-пуçа тĕрĕслеме ведомствăсен пĕрлехи комиссине те туса хунă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ пулĕ-ха, анчах министр ăна кĕтмесĕрех тулли хурав пачĕ.
Журнал кăтартăвĕсем тăрăх — Чăваш Енри хайхи «ытлашши тÿлев» патшалăх контракчĕсемпе сывлăх сыхлавĕ валли яракан тăкаксен 73% /207 миллион тенкĕ/ танлашать. Апла тăк, Алла Владимировна палăртнă тăрăх, патшалăх валли сутăн илнин 283 миллион тенкĕлĕх виçине кăна тишкернĕ. Анчах Чăваш Енĕн медицина отраслĕн хайхи «патшалăх нушисем» пĕлтĕр нумай хут пысăкрах пулнă — 4,88 миллиард тенкĕ. Эппин, рейтинг кăтартăвĕсем тулли марри куçкĕрет. Рейтинг авторĕсем усă курмалли материалсем туяннине, юсав ĕçĕсем пурнăçланине тата ытти хăшпĕр ĕçе кăна суйласа илсе çавнашкал пĕтĕмлетÿ тунă.
Тишкерĕве тĕплĕ тунă тăк — пĕтĕмлетĕвĕн чылай саманчĕ пĕр-пĕрне хирĕçлени куçкĕрет палăратчĕ. Калăпăр, пĕр лота нумай позицие пайланă /482 пин тенкĕпе 482 пин штук туянаççĕ. Эппин, пĕр штук — 1 тенкĕ/, тепĕр лота вара аукциона пĕтĕмĕшле кăларнă /300 пин тенкĕлĕх — унта пĕр-пĕр больница валли усă курмалли материалсем туянассине туллин кĕртнĕ/. Çакнашкал тĕрлĕ лотсене ниепле те танлаштарса хаклама май çук.
Тĕлпулăва хутшăннисем палăртнă тăрăх, сывлăх сыхлавĕн отраслĕ — социаллă пĕлтерĕшлĕ сфера, çавăнпа унпа пурте кăсăкланаççĕ. Çав шутра — массăллă информаци хатĕрĕсем те. «Куç микрохирургийĕ» МНТК филиалĕн директорĕ Николай Паштаев асăннă публикаци пирки каланă май «сарă прессăшăн» паян тĕрлĕ отрасльти çитменлĕхсене кăтартмашкăн майсем анлине палăртрĕ. Тем те çырма пулать — яваплăх çук. «Ку рейтинга кам тунă — ăнланмастăп. Медучреждени директорĕ пулнă май патшалăх нушисем валли сутăн илессипе çыхăннă ĕçе пĕлетĕп, çак процедурăна туллин автоматизациленине кура унта мĕнле те пулин улталама кăткăссине те чухлатăп», — терĕ вăл.
Меллĕ самантпа усă курса тĕлпулура ялсенче медиксем çителĕксĕрри, медицина ĕçченĕсен шалăвне ÿстермелли пирки те сăмах хускатрĕç. Тепĕр чух муниципалитетсенче уçакан çĕнĕ ФАПсенче ĕçлеме те çын çук. Алла Самойлова çакнашкал çивĕчлĕх пуррине пĕлет. Çапах пĕр фельдшер хăшпĕр çĕрте темиçе ял çыннисене пулăшу кÿнин объективлă сăлтавĕ те пур, çакă ялсенче пурăнакансенчен йышĕ чакнипе те çыхăннă.
Чирлисем чĕннипе вĕсем патне киле çÿрекен медиксен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси пирки те сăмах пулчĕ. Ку енĕпе те вăрттăнлăх çук — Интернетра çакна çирĕплетекен видеосюжетсем пайтах: граждансем медперсоналпа хăйсене кăнттам тытаççĕ — алă çĕклеме те пултараççĕ, водительсем çул çинче васкавлă медпулăшу машинине ирттерсе ямаççĕ... Лару-тăру çивĕччине Алла Самойлова та йышăнать. Çулталăк пуçланнă кăна-ха — республикăра пуçтахсем медиксене тапăннă 2 тĕслĕхе шута илме те ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа медицина ĕçченне вăл служба тивĕçĕсене пурнăçланă чух тапăннине право хуралĕн органĕсен сотрудникне тапăннипе саккун шайĕнче çирĕплетмелли пуçару тунă. Çакă тÿрре тухсан пуçтахсемшĕн яваплăх та чылай çирĕпрех пулĕ.
Николай ДМИТРИЕВ
Комментировать