Йывăрлăхсене çĕнтерме ертÿçĕрен вĕренеççĕ
Республикăри шкулсене танлаштарса пăхсан тÿрех куçа тăрăнакан уйрăмлăх кашнинех пур теме çук. Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми ялĕнчи вăтам шкула пырса кĕрсен чăвашла тата тутарла калаçакан ачасен сасси хăлхана кĕчĕ. «Ырă кун», — чăвашла сывлăх сунчĕ хĕрачасен пĕр ушкăнĕ. Глобализаци тапхăрĕнче çитĕнекен ăру ахаль калаçура та вырăс сăмахĕсемпе перкелешнине хăнăхса пынă май вĕренекенсем тăван чĕлхепе калаçнине те экзотика шайĕнче хаклама пуçларăмăр мар-и? Тĕрĕссипе, шăпах кунта, тутар ялĕнчи тутар, чăваш, вырăс ачисене пĕрлештерекен шкулта, тăван чĕлхе техĕмĕ сĕвĕрĕлнĕ пулĕ тенĕччĕ. Интернационаллă йышра тĕрлĕ наци представителĕсем пĕр-пĕрне хисепленине, чылай çул ĕнтĕ туслăх çирĕп пулнине хам курса ĕнентĕм.
Алă усмасăр — малалла
Тата мĕнле уйрăмлăх çула тухма хистерĕ-ха мана ку тăрăхри пĕлÿ çуртне? Республикăри чи пысăк стажлă директор шăпах çак шкулта тăрăшать: Мансур Сайдашев Ыхра Çырминчи вăтам шкула вăтăр виçĕ çул ертсе пырать! Çакна та палăртма кăмăллă: республикăри шкулсенче ку вĕренÿ çулĕнче ĕçлеме пуçланă çамрăк специалистсенчен чи-чи çамрăкки — Ыхра Çырминчи шкулта вăй хума пикеннĕ хĕр. Вăл — 19 çулти Рания Кралова, пуçламăш классен вĕрентекенĕ.
Ыхра Çырминче пĕр пин ытла çын пурăнать. Çавăнпа вырăнти шкул ачасен шучĕпе яланах районта чи йышлисен ретĕнче пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче 1 пине яхăн е унран та ытларах вĕренекен çÿренĕ кунта. Çавăн пек пысăк йыша вĕренÿ пÿлĕмĕсене шăнăçтарма, чăнах та, çăмăлах пулман. Ял çыннисем каланă тăрăх, шкул картишĕнче ун чухне пурĕ 11 çурт пулнă. Хăшĕнче — классем, хăшĕнче — мастерской, хăшĕнче — столовăй... Пĕри те пушă ларман. Паян та темиçе çурта пайланнă йыш. Пурĕ — 171 ача. Вĕсенчен пĕр пайĕ, кĕçĕн ÿсĕмри 13 вĕренекенпе шкул ÿсĕмне çитмен 16 ача, шкулăн Чăваш Ишекĕнчи уйрăмĕнче пĕлÿпе воспитани илеççĕ.
— 1961 çулта хута янă ку объекта, — терĕ шкулăн администрацийĕпе вĕренÿ класĕсенчен ытларахăшĕ вырнаçнă икĕ хутлă пысăках мар çуртпа паллаштарнă май директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Рузия Хамдеева. — Кивĕскер сăнне ан çухаттăр, унăн ăшши ан чактăр тесе чылай тăрăшма тивет. Хуçалăх ыйтăвĕсене вăхăтра та кирлĕ пек татса парасси — директор тÿпи. Мансур Минетуллович çамрăках та мар ĕнтĕ — хăвачĕ ăçтан çитет-ши тесе ĕçтешĕсем тĕлĕнеççĕ. Çав тери çирĕп ертÿçĕ вăл. Шăпах çак пахалăхĕ ăна йăлтах йĕркере тытма май парать. Акă тин кăна шкул Рособрнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕ. Нимĕншĕн те айăпламарĕç, асăрхаттарусем пулмарĕç те темелле. Çакă каллех Мансур Минетуллович йывăрлăхсене сирме ăсталăх çитернипе, ыттисем те хăйсенчен ун пекех çирĕп ыйтма хăнăхнипе сăлтавланнă.
Хуçалăх тенĕрен, унта шкул çумĕнчи сад-пахча та кĕрет. Самаях пысăк лаптăкра пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Хăйсен вăйĕпе ÿстернĕ çимĕç шкулти апатлану хакне самай пĕчĕклетме май парать. Хальхи вăхăтра Ыхра Çырминче вĕренекенсем кунне икĕ хут çинĕшĕн уйăхне 500 тенкĕ тÿлеççĕ.
Шкул çумĕнчи лаптăкпа тухăçлă усă курас тесе темиçе çул каялла чăрăш хунавĕсем лартнă. Иртнĕ Çĕнĕ çул кивĕ йывăçсене касса халăха сутнă.
— Çÿллĕшне кура тĕрлĕ хакпа – 500 тенкĕрен тытăнса 2000 таранах — сутрăмăр. Шкул пухмачне кĕнĕ укçа класс тулашĕнчи мероприятисенче ачасене хавхалантарма парнесем туянмашкăн чухах пулчĕ, — нухрат çителĕксĕр уйăраççĕ тесе алă усса ларманнине çирĕплетеççĕ завуч сăмахĕсем.
Хусантан — çĕнтерÿпе!
Ыхра Çырми шкулĕнче тăван чĕлхене вĕрентекенсем чунне парса ĕçленине çирĕплетекен тĕслĕх чылай. Республикăра иртекен тĕрлĕ конкурсра, олимпиадăра çĕнтерÿçĕсен йышĕнче çуллен кам та пулин пулатех.
— Пĕлтĕрхи кĕркунне вырăс чĕлхипе шкул ачисемпе студентсен Раççей шайĕнчи олимпиада иртрĕ. Вунпĕрмĕш класри хастар вĕренекен Светлана Максимовăна унта хутшăнма сĕнтĕм те — хаваспах килĕшрĕ. Виççĕмĕш вырăна тухрĕ, — каласа кăтартрĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Светлана Кулакова.
Пĕр ăнсан — малалла та ăнатех. Çапла кăçал республика шайĕнчен те çÿлерех хăпарма май килнĕ асăннă шкулти пуçаруллă вĕрентекенпе унăн вĕренекенĕсен. Федерацин Атăлçи округĕнчи çичĕ халăх ачисен ăслăлăх конференцине çитсе курнă вĕсем. Вăл Хусанта иртнĕ. Кашни халăхпа уйрăм секци йĕркеленĕ. Вĕсенче харпăр хăйĕн чĕлхипе кăна калаçма ирĕк панă. Чăваш чĕлхи секцийĕнче Ыхра Çырми шкулĕн вĕренекенĕсем чăннипех пысăк хастарлăх кăтартнă. Диана Степанова /8-мĕш класс/ — пĕрремĕш, Светлана Максимова /11-мĕш класс/ виççĕмĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕ дипломĕпе пĕрле Диана — 10 пин тенкĕлĕх, Светлана 5 пин тенкĕлĕх сертификатсене тивĕçнĕ.
Тутар чĕлхине те тăрăшса вĕренеççĕ ку шкулта пĕлÿ илекенсем. Асăннă предметпа республикăра иртекен олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсен йышне Ыхра Çырми шкулĕн вĕренекенĕ лекменни — сайра хутра кăна. Акă кăçалхи ăмăртăвăн республика тапхăрне Эльмира Зейнетдинова хутшăнма хатĕрленет. Тутар чĕлхине вĕрентекен Зельфире Тазетдинова, сăмах май, тăван ен культурин, тутар класĕсенче чăваш чĕлхин сехечĕсене те ертсе пырать. Хăйĕн яваплăхне туйса кашни предметах чунне парса вĕрентнĕрен çитĕнÿсем пулаççĕ.
— Кунти тутар ачисем чăваш чĕлхине çăмăллăн вĕренеççĕ. Ыхра Çырминче садик çук, çавăнпа шкулчченхи ÿсĕмре Çĕнĕ Катекри садике çÿреççĕ. Чăваш ялĕнче вĕсен чĕлхине тăнлаççех ĕнтĕ, — терĕ Рузия Хатыповна заместитель.
Сăмах май, вăл — Тутарстанран. Вунă çул каялла Ыхра Çырми ялне качча килнĕскер чăвашла аванах ăнланать, калаçма та хăнăхса çитнĕ. Маларах Хусанти пĕр шкулта тутар чĕлхине вĕрентнĕ, Чăваш Ене килсен вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕн специальноçне алла илнĕ. Хулари тата ялти шкулта вĕренекен ачасем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнине хăйĕн опытĕнчен аван пĕлет:
— Юдино районĕнче, криминал анлă сарăлнă тăрăхра, ĕçлеттĕм. Ыхра Çырми шкулĕнче вĕрентме тытăнсан хама çăтмахри пек туйрăм: ачасем вĕрентекен каланине итлеççĕ, ырă кăмăллă, шухăшĕсем таса. Çакă çемьери воспитанипе, вĕсем пурăнакан хутлăх витĕмĕпе çыхăннине ăнлантăм.
Телее, районти çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси шута илнĕ ачасен списокĕнче Ыхра Çырми шкулĕнче пĕлÿ илекен пĕр вĕренекен те çук. Апла пулин те шкул ертÿлĕхĕ куçран вĕçертмелле мар ачасене палăртса хунă. Теветкеллĕх ушкăнĕпе профилактика ĕç-хĕлне йĕркелесех тăраççĕ.
Çап-çамрăк та... пултаруллă!
Паянхи кун шкул коллективĕнче — вăтăра яхăн çын. Педагогсен вăтам ÿсĕмне пăхсан çав тери «ватă» тееймĕн: 40 çулсенче. Ку вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче шкула тăватă çамрăк вĕрентекен ĕçлеме килнĕ. Вĕсенчен тин çеç професси илнĕ специалист — Рания Кралова. Канашри педагогика колледжĕнче пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулас ĕмĕтпе пĕлÿ илнĕ, «хĕрлĕ дипломпа» вĕренсе тухнă. Çинçешке хĕре, чăн та, курсанах шкул ачи вырăннех йышăнтăм — ăшăмра çакăншăн аванмарлантăм та. Тăваттăмĕш класри ачасем çĕнĕ учителе еплерех кĕтсе илнĕ-ши?
— Паллах, чи малтан вĕсем тĕлĕнни палăрнăччĕ — епле-ха эпĕ, çап-çамрăкскер, учитель пулса тăма та ĕлкĕрнĕ? Каярахпа çакăншăн хĕпĕртенине сисме пуçларăм. Учитель пуласси — ача чухнехи ĕмĕтĕм. Хамăн пуçламăш классенчи вĕрентекен уттине, калаçăвне сăнаттăм, вăл тетрадь тĕрĕсленине кăмăлласа пăхаттăм. Педколледжа вĕренме кайсан пĕлĕшĕмсем эпĕ вĕрентекен пулма тĕллев лартнинчен тĕлĕнетчĕç. Чăнах та, кăткăслăх нумай ку ĕçре, яваплăх пысăк. Чунра хавхалану пурри вара йывăрлăх умĕнче чарăнса тăма памасть, — уçă чунлă Рания Решитовнăн калаçăвĕ те шыв юххи пек.
Çамрăк вĕрентекен аслă пĕлÿ илес тĕллевлĕ: Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче куçăн мар майпа вĕренет. Педколледжра хĕр акăлчан чĕлхипе хушма пĕлÿ илнĕ. Ыхра Çырминче шăпах ют чĕлхе предмечĕпе вĕрентекен çитменрен асăннă предметпа пуçламăш классене пурне те Рания Решитовна пĕлÿ парать. Пултарулăха мала хураканскер уроксене вăйă, çулçÿрев хурăм ирттерме кăмăлланăран ачасем акăлчан чĕлхин занятине кĕтсе кăна тăраççĕ-мĕн.
Шăнкăртам ялĕн пики хăйне ĕçтешĕсем кăмăллăн йышăннине, çавна май çывăх вăхăтра хăйне çак шкултах курнине палăртрĕ. Ĕç укçи пĕчĕк тесе кулянмасть вăл: питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнăскерĕн шалăвĕ çумне 75 процент хушăннипе, Патăрьел районĕн администрацийĕ çамрăк специалистсене уйăхсерен хушса тÿленипе енчĕк темĕн чухлех хулăнланмасан та — пулăшу. Акă çулталăк ĕçленĕ хыççăн çамрăк специалист ура çине тăмалăх паракан 10 оклад чухлĕ укçа алла илĕ. Чăн та, халĕ вырнаçнă ĕçре виçĕ çул тытăнса тăмасан тÿлеве патшалăха тавăрса пама тивет. Рания Кралова хăйне килĕшекен ĕçре тĕпленсе вăй хурасси иккĕлентермест.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать