Атте-анне - кил илемĕ
Вĕсенчен хакли никам та çук тĕнчере. Çывăх çынсен çунатти айĕнче кирек кама та хăтлă, ăшă.
Шупашкарти çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕнче республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнă май нумай ачаллă, сахал тупăшлă, патшалăх пулăшăвĕпе усă куракан çемьесене уява пуçтарнă. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Владимир Викторов, учреждени пуçлăхĕ Лариса Рябинина саламланă.
2017 çулта çемье çавăрнă Андрейпа Марина Тестовсене, пĕлтĕрхи раштавра йыш хушнă Калашниковсене, иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри "Çулталăк çемйи" конкурсра çĕнтернĕ Надеждинсене парнесемпе хавхалантарнă.
Надеждинсем тăватă ача çитĕнтереççĕ: виççĕшĕ хăйсен, теприне çемьене йышăннă. Вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртура хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Пермь хулинче иртнĕ "Атăл тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье" конкурсра "Ырă чĕре" номинацире палăрнă çак йыш. Çемье пуçĕ Роман Робертович Мускавра "Çулталăк ашшĕ" ят çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен, паллах, ыттисем тĕслĕх илеççĕ.
Реабилитаци центрĕнче уяв концерчĕ хатĕрленĕ. Çавнашкалах пылак çимĕçпе, теттепе хăнасен кăмăлне тупнă.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Комментировать